Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уçă алăк кунĕнче

19 марта 2007 г.

 

.
Орининти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта  кăрлач уйăхĕн  30-мĕшĕнче иртнĕ уçă алăк кунне пирĕн патăмăра попечительсен канашĕн ертуçипе членĕсем, Оринин ял тăрăхĕн депутачĕсем, шкулти тата классенчи ашшĕ-амăшĕсен комитечĕсен членĕсем, районти  депутатсен Пухăвĕн депутачĕсем В. Вязовпа В. Калинин, районти  вĕрентÿ пайĕпе милицин çамрăксемпе ĕçлекен уйрăмĕн специалисчĕсем  пухăнчĕç. Вĕсем математика вĕрентекен Т.П.Алексеева, информатика пĕлĕвĕ паракан Т.В Шерстякова, акăлчан чĕлхи вĕрентекен Т.Н.Михайлова тата  пуçламăш классен учительници Ф.П.Александрова ирттерекен уроксенче пулчĕç, вĕсен пултарулăхĕпе паллашса ачасен аталанăвне хакларĕç, кĕçĕн классен «Савăнăçлă ăмăрту» вăййине пăхрĕç. Шкулти краеведени музейĕн членĕсем хăнасене тăван ен историйĕпе пухнă материалсемпе паллаштарчĕс. Хăнасем ачасен ĕç урокĕсенче тата алĕç кружокĕсенче бисерпа çыхнă ĕçĕсемпе кăмăллă  юлчĕç, чустаран пĕçернĕ çимĕçсенчен тĕлĕнмеллипех тĕленчĕç.
Петĕр Хусанкай çуралнăранпа 100 çул çитнине халалланă уяв концерчĕ те уçă алăк кунне хăйне евĕр илем кÿчĕ.
Уçă алăк кунне вĕçлесе хăнасемпе шкул ĕçченĕсем çавра  сĕтел ирттерчĕç. Унта шкул директорĕ В.Г.Иванов паян  умра тăракан ыйтусене общественноçпа пĕрле кăна татса пама май пуррине палăртрĕ, шкулăн умри  тĕллевĕсемпе паллаштарчĕ.
Елена Елизарова

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Праздники сегодня

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика