Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Килте те ĕçре те пĕрле.

17 февраля 2007 г.

Килте те ĕçре те пĕрле.

         «Восток» хуçалăхри Мулкачкассинчи сĕт-çу фермин коллективĕ те кÿршĕллĕ Орининсенчен  юлмарĕ. Çак икĕ хуçалăха пĕр тăван  Шишокинсем ертсе пыраççĕ пулсан, кăтартăвĕ те уйрăлсах  тăмаллах мар ĕнтĕ. Ку вара, чăн та, çаплах. Мулкачкассинчи ферма хĕрĕсем иртнĕ çул кашни ĕнерен  вăтамран 4 пин килограмм ытла сĕт сурĕç. Анфиса Михайловна  Наумован кăтарту 4354 килогрампа танлашрĕ, Регина Александровна Бычкован – 4194  килогрампа.  Иккĕшĕ те малтан хулара санитаркăра ĕçленĕскерсем, пĕр тĕрлĕ шур халата тепĕр тĕрлипе улăштарнăшăн ÿпкелешмеççĕ. Анфиса Михайловнан мăшăрĕ Валериан Иванович та – дояр. Аслă ывăлĕ вара Сергей механизатор ĕçне суйларĕ, пĕлтĕр ЧР Президенчĕн стипендине илме тивĕç  пулчĕ. Регина Александровнан мăшăрĕ те Валерий Владимирович фермăрах ĕçлет.

         Тепĕр чух халăхра çапла каланине илтме пулать: мăшăрсен пĕр çĕрте ĕçлени кирлех мар пулĕ. Çак сăмахсем чăнлăхпа пĕр килменнине Мулкачкассинчи фермăра ĕçлекен мăшăрсем ырă тĕслĕхпе çирĕплетсе параççĕ. Ĕçре вĕсен ĕç кал-кал пырать пулсан, килте те пĕр-пĕринпе шăкăл-шăкăл пурăнни пирки пĕр иккĕленÿ те çук. Унсăрăн ĕç ăнман пулĕччĕ.

 

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Праздники сегодня

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика