Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрлех ĕçлесчĕ. Ыйтусем те пур.

03 февраля 2007 г.

Пĕрлех  ĕçлесчĕ. Ыйтусем те пур.

 

         Телейĕн  сăлтавĕ тĕрлĕрен пек туйăнать кашни çыннăн. Шухăшлаттаракан ыйтăвĕсем пушшех те пĕр пек мар. Оринин ял тăрăхĕн кунĕ те çакна тепĕр хут çирĕплетсе пачĕ.

         Асăннă ял тăрăхĕн территорийĕнче вырнаçнă пĕртăван Шишокинсем ертсе пыракан «Оринино» тата «Восток» хуçалăхсем – паян ура çинче  çирĕп тăракан хуçалăхсенчен пĕрисем. Кунта иртнĕ çул ашпа сĕте те виçĕмçулхинчен палăрмаллах ытларах туса илнĕ. Ку вара хуçалăхра  ĕçлекенсен ĕç пурри, уйăхран уйăха ĕç укçине илсе тăни пирки калать. Çакăнтан лайăххи мĕн  пултăр ял çыннишĕн. Ĕç укçи тенĕрен, вăл районти вăтам кăтартуран пысăкрах пулин те, пурăнмалли чи пĕчĕк минимума çитеймест-ха. Ялта пурăнакансем, ытти ял çыннисем пекех, пурнăçа килти хушма хуçалăха тытса сыпăнтарса пыраççĕ.

         Тепĕр ырă уйрăмлăха палăртса хăвармасăр май çук: килти хушма хуçалăха аталантарма районĕпе пурĕ 833 кредит илнĕ пулсан, Орининсем вара ăна 86-ăн илнĕ. Урăхла каласан, патшалăх пулăшăвне илекенсен йышĕн 10 процент ытларахăшĕ чухлĕ пулать.  Районта 16 ял тăрăхĕ пулнине шута илсен, ку япăх мар. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.С. Суриков ку ĕçре хăй тĕслĕх пулни те ырă витĕм кÿнĕ пулĕ. Вăл 240 пин тенкĕлĕх илнĕ асăннă кредита. Килти хушма хуçалăхсемпе ĕçлени вара ку тăрăхра  ял хуçалăх кооперативĕ йĕркелес ыйтăва та çуратать. Ку тăрăхра пурăнакансемшĕнех меллĕ-çке çакă.

         - Ку ыйтăва ял тăрăхĕн шайĕнчех кăçал татса паратпăр, - терĕ Александр Сергеевич Пăсăрмантан Лапкассине кайнă çĕрте каçма тăвасси пирки. Бюджет учрежденийĕсенче иртнĕ тĕл пулусенче те вĕсенче ĕçлекенсем кирек хăш ыйтупа  та ял тăрăхĕ айкинче юлманни пирки каларĕç.

         Тумаллисем вара, чуна канăç паман ыйтусем кашнинех пур. Ку тăрăхра пурăнакансене Мулкачкассине тÿрĕ çул çукки те хытах пăшăрхантарать.   Кунтан Оринин шкулне 71 ача вĕренме çÿрет: шкул директорне шкул автобусĕ çукки канăç памасть. Хальлĕхе вĕсене ку йывăрлăхран бюджет тулашĕнчи укçа-тенкĕпе тытса  тăракан автобус кăларать. Анчах та унпа 6-7 классра вĕренекенсем çеç çÿреççĕ. Аслăраххисен çуранах çÿреме тивет. Шкулти шыв пăрăхĕсем те кивелсех çитнĕ. çивитти юхать.

         Кунта ача садĕнче ĕçлекенсене вара пĕчĕк шăпăрлансене вылямалли оборудованисемлĕ ача-пăча площадки çукки пăшăрхантарать. Картишĕнчи икĕ верандăн тăррипе урайне те юсаса хăшкăлнă кунта. Тепĕр проблема вара ĕç режимĕпе çыхăннă. Ача сачĕ 17 сехет çурăччен ĕçленипе хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕ ывăл-хĕрĕсене урăх садиксене куçарнă. Ĕç хыççăн ĕлкĕрме çук, меллĕ мар. Çак сăлтав кунти ачасен йышĕ татах сахаланасси патне илсе ан пытăр тесен, ĕç вăхăтне тăсмалли пирки шутлани кирлех пулĕ.

         Атапайĕнчи вĕрентÿпе культура центрĕнче вĕренекенсен йышĕ сахаллансах пыни те коллектива та, ял-йыша та сехĕрлентерет. Шкула сыхласа хăварасси кунта тĕп ыйтусенчен пĕри пулса тăрать.  Çавăн пекех ашшĕ-амăшĕсене искусство шкулĕн филиалĕнче сехетсем сахалрах пулни шухăшлаттарать. Ачасем кунта тĕрлĕ инструментсемпе те калама вĕренеççĕ. Ачасен ташă тата çитĕннисен пултарулăх коллективĕсем валли костюм çĕлетме те пулăшусăр май çук тесе шутлаççĕ.

         Ачасен йышĕ тенĕрен, ку проблема вара ку  тăрăхра, чăннипех те, пур. Иртнĕ çул виçĕмçулхинчен 8 ача сахалтарах çуралнă, 25-ĕн. Вилекенсем вара 2 хут ытла пулнă çуралакансенчен.

         Вырăнсенчи фельдшерпа акушер пункчĕсенче ĕçлекенсем тин çуралнă ачасен сывлăхне тĕрĕслесех тăраççĕ. Мулкачкассинчи ФАПра ĕçлекенсен вара лицензии илессипе çыхăннă ĕçсем пайтах-ха.

         Ял тăрăхĕн кунне пĕтĕмлетме пуçтарăннă чух та, каçхине Орининти Культура çуртĕнче халăхпа иртнĕ тĕл пулура  та ыйтусем пулчĕç. Вĕсем çине тулли хуравсем илчĕç. Паянах татса пама çук ыйтусене вара хăçан тата мĕнле татса пама  май пуррине палăртрĕç. Ку тăрăхри художество пултаруллăх коллективĕсем юрă-ташăпа  савăнтарчĕç.

                                                                                                                          Л. Туктина

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Праздники сегодня

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика