Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Атте, анне, эпĕ – спорт çемйи»

12 декабря 2006 г.

 

Чÿк уйăхĕн 17-мĕшĕнче Атапайри вĕрентÿпе культура центрне  ачасемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсем пуçтарăнчĕç. Пĕрисем «Атте, анне, эпĕ – спорт çемйи» вăйăна хутшĕнчĕç, теприсем хăйсен юратнă командисене хавхалантарчĕç. Пĕтĕмпе вăйăна пилĕк  çемье хутшăнчĕ.

Мĕн кăна тумарĕç пулĕ вăййа хутшăнакансем: спорт çинчен каланă ваттисен сăмахĕсемпе каларăшсене те аса илчĕç, кам чи вăйлине те пĕлчĕç, чи лайăх перекене те палăртрĕç, юланутçă вырăнĕнче те пулса курчĕç. Канса илнĕ вăхăтсенче вара  Атапай шкулĕн ачисем хăйсен хаваслă юрри-ташшисемпе савăнтарчĕç.

Жюри пĕтĕмлетĕвĕсем хыççăн чи пултаруллă çемье ятне Михайловсен çемйи йышăнчĕ, чи хастар çемье – Максимовсен. 1-мĕш, 2-мĕш, 3-мĕш вырăнсене вара çак çемьесем йышăнчĕç: Даниловсен, Ступинсен, Багровсен. 

Çакăн пек хаваслă та интереслĕ уявпа пурте кăмăллă юлчĕç.

 Борис Михайлов, Атапайĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ

паракан шкулăн 8-мĕш класс вĕренекенĕ.

 

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Праздники сегодня

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика