14 октября 2006 г.
Ăратлăхпа ĕçлессине тĕпе хураççĕ.
Ăратлă выльăх пысăк тухăç никĕсĕ пулнине кашниех аван пĕлетĕ. Ăна туянасси пирки «малашлăха» пăхакан хăш-пĕр ертÿçĕсемпе специалистсем «тăрăшсах калаçнине» илтсен, район самантрах аталану çулĕпе малалла сулăмлă утăм тăвасса, çав хуçалăхăн экономики те тĕрекленессе кĕтетĕн, анчах… Кун хыççăн кун, эрне, çулталăк иртет, анчах «наука вĕрентнине алла илме хатĕр» хуçалăхсем пĕр вырăнтах тапăртаттараççĕ…
Халĕ каланă сăмахсем такамшăн темĕнле пулсан та, «Оринино» ял хуçалăх производство кооперативĕшĕн мар. Хуçалăх - мăйракаллă шултра выльăхсен ăратлăхĕпе ĕçлекен репродуктор. Хăйсен ĕçне Орининсем çулленех тĕрлĕ куравсене тăратса тĕрĕслеççĕ-çирĕплетеççĕ. Маларах иртсех калам, ăнăçсăр та мар. Сулленех вĕсен пушмак пăрăвĕсемпе ĕнисем призерсен шутĕнче.
Ăратлă выльăхсен куравĕ кăçал сентябрĕн 9-мĕшĕнче «Чувашское» уçă акционерсен обществинче иртрĕ. Унта пирĕн районти ăратлăх енĕпе ĕçлекен 6 хуçалăх хутшăнчĕ. Вĕсен шутĕнче «Оринино» хуçалăх та. Орининсем курава Атапайĕнчи мăйракаллă çамрăк шултра выльăхсен ферминчи виçĕ тынашкана илсе кайрĕç, 10-12 уйăхрине,12-14 уйăхрине, 14 уйăхран аслăраххине. Кусемсĕр пуçне Патаккассинчи сĕт ферминчен пĕр ĕнене.
Атапайĕнчи мăйракаллă шултра выльăхсен Екатерина Замкова ертсе пыракан ферма коллективĕ хăйсен умне лартнă тĕллеве ăнăçлă пурнăçласа пырать теес килет. Паянхи куна кунта çамрăк выльăхсен йышĕ 91 пуç. Ку фермăра выльăхсем тытассинче Орининсен хăйсен технологийĕ. Ферма ĕçченĕсем кунта Патаккассинчи сĕт ферминчен 6 уйăхри пăрусене илсе килеççĕ те ÿстерсе пĕтĕлентернĕ хыççăн 5-6 уйăхран Патаккассине тавăрса параççĕ.
Асăннă тапхăрта кунти выльăхсене пăхас ĕçе 7 çын хутшăнать, ферма заведующийĕ, выльăх пăхакан 4 çын, 2 хурал. Пĕрлехи тăрăшулăхпа фермăри çамрăк выльăхсем çулталăк çурăна çитиччен талăкра вăтамран 650 грамм, çулталăк çурăран аслăраххисем 700 грамм ÿт хушаççĕ. Выльăхсене пăхнă çĕрте Лидия Зайцевапа Венера Блинова нумай çул ĕçлесе пуян опыт пухнă ĕнтĕ. Çамрăк мăшăрсем Тамарăпа Анатолий Максимовсем те ĕçре хастар. Ĕçе юратнипе палăрса тăраççĕ вĕсем, тăрăшулăхпа ăратлăх ĕçне малалла уттараççĕ. Çак ĕçченсем ытларах тăрăшнипех хуçалăх çуллен ăратлă выльăхсене сутлăх хатĕрлет. Çуллен 25-шер пуç. 2003 çулта 43 пуç ăратлă выльăх сутни те пулнă. Ăратлăхпа ĕçлесси мĕнле шайра пулса пынине хуçалăх çуллен куравсене хутшăнни те çирĕплетет. Акă, пĕлтĕр кунтан курава кайнă тына ылтăн медале тивĕç пулнăччĕ. Кăçал вара Орининсен икĕ тыни куравра кĕмĕл тата пăхăр медальсене тивĕçрĕç. Çакă мар-и-ха вăл ăратлăх ĕçĕ тĕрĕс çул çинче пулнине çирĕплетекенни»?
Çав вăхăтрах Раиса Блинова ертсе пыракан Патаккассинчи сĕт ферминче 205 пуç сумалли ĕне тăрать. Çуллен çĕнелсе пыракан кĕтÿ продуктивлăха чакарманни те пĕрлехи тимлĕхре тымарланни куçкĕрет.
А.. Петров
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"