Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Поэта халалласа

07 октября 2006 г.

Поэта халалласа.

         Юпа уйăхĕн 3-мĕшĕнче Атапай шкулĕнче вырăс халăхĕн паллă поэчĕн Сергей Есенинăн çуралнă куне паллă турĕç.

         Шкул библиотекарĕ Л.В. Максимова ачасене поэтăн кун-çулĕпе паллаштарчĕ, С. Есенина халалласа кĕнекесен выставкине йĕркелерĕ.

         Шкул ачисем Есенин сăввисене чăвашла вуласа пачĕç. 6-мĕш класра вĕренекен Зоя Вязова «Хурăн» сăвăна вуларĕ, А Н Иванова учительница  «Анне патне çырнă çыру» сăвă вуларĕ. Ăна чăвашла Алаксандр Артемьев куçарнă.

         7-мĕш класра вĕренекенсем С. Есенин çырнă «Сиротка» юмах тăрăх инсценировка  лартса пачĕç. Чи маттуррисем Е. Колбасова,

З. Соколова, А. Быков, С.Казамбаев, С. Кириллов пулчĕç.

         Тăлăх хĕрача рольне Елена Колбасова вылярĕ. Ама çури амăшĕ ролĕнче А. Быков, Хĕл Мучи ролĕнче С. Кириллов  пултаруллă пулчĕç.

        О. Багрова, Атапай шкулĕнче                                                                       8-мĕш класра вĕренекен.

 

 

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Праздники сегодня

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика