09 августа 2006 г.
Ылтăн пучах
(очерк)
«Çын ĕçпе илемлĕ», - тет чăваш ăс-мулĕ. Нумай чух ăна ваттисен сăмахĕ тесе ирттерсе яратпăр та çав виçĕ сăмаха хамăрăн асатте-асаннесем хывнă тарăн пĕлтерĕшĕ çинче чарăнса та тăмастпăр…
Çĕр ĕçне вара манăн ĕçсен ĕçĕ тесе хаклама кăмăл пур та пирĕн хушăмăрта çĕр ĕçне чунĕпе парăннă хресченĕн пархатарлăхне чи çÿлти картлашкана лартас килет.Суха пуç хыçне тăрса курнă, пуракран тырă акнă, анлă çаран урлă çавапа курăк çулса каçнă, çынсем тутлă ыйхăран вăраниччен вуншар ĕне сума ĕлкĕрнĕ, шартлама сивĕре те трактор-машина юсассинчен пăрăнман ял çынни çавна тивĕç те.
- Апла ылтăн пучах тытса килениччен çичĕ хут тар тухиччен ĕçлемелле, - вĕрентÿллĕрех те хăйĕн пуян ĕç опытне палăртсарах каланăччĕ пĕррехинче «Оринино» ял хуçалăх производство кооперативĕн комбайнерĕ Константин Михайлович Садовников. ЫЛТĂН ПУЧАХ… Тарăн пĕлтерĕшлĕ сăмах майлашăвĕ. Унта мĕн пытаннине çав пучаха çичĕ хут тар кăларнă хыççăн алла илсе курнă çын кăна пĕлет тĕр. Константин Михайлович вара ăна пĕрре мар алла илсе чĕри çумне пăчăртанă, пит-куçне ачашланă… Унăн техĕмлĕ шăршине кăкăр тулли сывланă та çамрăк ăрăва, Çĕр-аннемĕре юратма, хисеплеме, унăн тулăхĕшĕн кĕрешме вĕрентнĕ.
Паян Константин Михайлович пирĕн хушăмăрта çук. Вăл пирĕнтен вăхăтсăр уйрăлса кайрĕ пулин те, унăн вĕренекенĕсем паян черетлĕ вырмара ылтăн пучах пухаççĕ.
«Кам-ха вăл Константин Михайлович?» - тесе ыйтĕ вулакан. «Çĕр ĕçне чунĕпе парăнса хисепе тивĕçнĕ механизатор», - тетĕп паян çакăн пек ĕçченсем пирĕн хушăмăрта пулнишĕн тата вĕсем хăйсем хыççăн тырă-пулă акса-лартса тухăçлă ÿстерме çамрăк ăру çитĕнтерсе хăварнăшăн савăнса.
К.М.Садовников Тăван çĕршыва Гитлер çарĕсем хаяр вăрçăпа ура ярса пуссан фронтран инçетри Атапай ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Çуралнă та тÿрех çити-çитми пурнăç серепине лекнĕ. Мăян çăкăрĕпе те çĕр улми крахмалĕпе ÿссе çитĕннĕ çамрăк ылтăн пучах пĕлтерĕшне ачаранах хăй асне хывнă. Вăрçă хыççăн юхăнчăк çĕршыва ура çине тăратнă вăхăтра çамрăк Кĕçтукăн шухăшĕ пĕлÿ çинче пулман: çичĕ класс хыççăнах арçын ача аслисемпе пĕрле çĕр ĕçне кÿлĕннĕ. Вăхăт çитсен ялти ытти вуншар-çĕршер çамрăк пекех аллла автомат тытса виçĕ çул çĕршыври мирлĕ пурнăçа сыхланă. Çартан таврăнсан вара техника пĕлтерĕшне туйса илнĕ çамрăк Етĕрне районĕнчи Советскири профтехучилищĕре тракторист-машиниста вĕренсе тухать, механизатор специальноçĕпе тăван хуçалăха таврăнать. Таврăнать те пенсие тухиччен пĕр çул улшăнмаср «Оринино» хуçалăхра ылтăн пучах ÿстерет. Унăн ĕç кĕнекинче те пĕртен-пĕр ĕç пирки çеç çырса хунă: 1963 çулхи июнĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи Муркаш районĕнчи «Оринино» хуçалăхра ĕçлеме пуçланă. Константин Михайлович мĕн пур ырлăх ĕçре пулнине чĕрипе туйса ĕçленĕ. Çавăнпах ĕнтĕ ăна ертÿçĕсем те манман. 1984 çулхи вырмара пысăк кăтартусем тунăшăн ăна КПСС Муркаш райкомĕн бюровĕ, халăх депутачĕсен районти совечĕн ĕçтăвкомĕ, ял хуçалăх ĕçченĕсен профсоюз райкомĕн президиумĕ «Ылтăн пучах» паллăпа наградăланă. Çĕр ĕçне чунĕпе парăннă çыншăн чи пысăк хак мар-и-ха çакă? Хисепсем пирки калас пулсан вара Константин Михайловичăн вĕсене шута та илсе çитерейрес çук: кашни вырмарах вăл çĕнтерÿçĕ, кашни акарах вал малтисен ретĕнче. Вĕсен кăшăлĕ - «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ» ят. Анă хастар ĕçчене 2000 çулта панă.
… «Çын ĕçпе илемлĕ», - тет чăваш ăс-мулĕ. Нумай чух ăна ваттисен сăмахĕ тесе ирттерсе яратпăр та çав виçĕ сăмаха хамăрăн асатте-асаннесем хывнă тарăн пĕлтерĕш çинче чарăнса тăмастпăр… Константин Михайлович Садовников ХРЕСЧЕНĔН пек пĕлтерĕшлĕ сăнарлă, харпăр хăй суйласа илнĕ ĕçе чунĕпе парăннă çынсем çинчен пирĕн кашни утăмра аса илмелле, çавăн пек çынсем çамрăксемшĕн тĕслĕх пулмалла. Çавăн чухне наци проекчĕсем те çÿлтен хушмасăр-палăртмасăрах пурнăçа кĕрсе пырĕç, никамăн та пуçа усса çÿреме сăлтав пулмĕ.
Анатолий Белов.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"