31 мая 2006 г.
31.05.2006 ç.
Вăтăр çултан ĕçе кĕрекен проект
«Çĕнтерÿ ялавĕ»
Ял тирпейлĕхĕ, унăн хăчĕпе илемĕ вырăнти влаçсен çаврăнăçулăхĕнчен, вăл е ку ял çыннисен хăтлă пурнăç тăрăшулăхĕнчен килет. Оринин ял тăрăхĕнчи ялсене ку енчен хурлама çук. Паянхи куна ку енри 14 ялтан 13-шĕ патне асфальт сарнă çул пырать.
- Оринин ял патне çеç асфальт çул пынине çителĕксĕр теес килет. Мĕншĕн-ха хăйсен пурнăçне ялпа çыхăнтарнă çынсен ялти магазина е ĕçе асфальт сарнă такăр çулпа каймалла мар? Çакна вĕсем тивĕçлĕ. Хальлĕхе вара ял тăрăхĕнчи Оринин, Лантăш, Çеменкасси ялĕсенче кăна асфальт çул выртать. Кăçал, акă, çак ырлăх Мулкачкассине те çитĕ, - пĕлтерчĕ хăйĕн шухăшне Оринин ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А. Суриков кун пек ĕçсем Пиккикасси ялĕ патне кăçал пуçăнасса пĕлтерсе.
Иртнĕ тунти кун Мулкачкассинче çул тăвассипе ирттернĕ ĕçлĕ планёркăна çул тăвакан «Дорсервис» чикĕллĕ яваплăхлă обществăн гендиректорĕпе М. Черниковпа райадминистраци пуçлăхĕ Ю.Иванов, Мулкачкасси ял старостипе А. Бычковпа Оринин ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Суриков, «Восток» хуçалăх ертÿçипе М.Шишокинпа ку тăрăхпа депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕ В.Калинин хутшăнчĕç, умра тăракан çивĕч ыйтусене сÿтсе яврĕç.
- Çул вăл – çыхăну. РФ Президенчĕ палăртнă наци проекчĕсене пурнăçа кĕртес ĕçре унăн пĕлтерĕшĕ пысăк. Çакна ăнланса паха çул тăвассипе хамăртан мĕн килнине пĕтĕмпех тăвăпăр, - терĕ М.Черников пулас çул тăрăх иртнĕ май район администрацийĕн пуçлăхĕн Ю.Ивановăн асăрхаттарăвĕсене шута илсе.
- Ку çул проекчĕн ÿсĕмĕ 30-мĕш çула кайрĕ ентĕ. 1977 çулта пуçланăскерне нумай-нумай хутсем айăнчен кăларса кун çути патăмăр. Çак çула хута ярсан пирĕн ял илемĕшĕн тăрăшасси ума тухать. Пĕрле пулса кăçал районти чи илемлĕ ялсен йышне кĕме тăрăшăпăр. Илемĕ илемпе те, анчах çак çула ĕçе кĕртсен пирĕн енри çĕр ĕçченĕн ĕçпе пурнаç культури те ÿсессе кĕтетпĕр, - терĕ хăйĕн сăмахĕнче «Восток» хуçалăх ертуçи М. Шишокин.
Çапла вара кĕçех районти тепĕр яла çĕнĕ сăн кĕрĕ. Çакна шута илсе çĕртме уйăхĕн пуçламăшĕнче ял уявĕ ирттерекен Мулкачкассисем те çав праçнике çул хута янă кунпа пĕрлештерме тĕв турĕç.
А. Белов
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"