29 июля 2006 г.
29.07.2006 ç.
Сивĕ хĕл хăрушă пулмĕ.
«Çентерÿ ялавĕ»
Палăртнă чухлĕ выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем туса илес тесен хĕл кунĕсем валли мĕншĕн пур енлĕн те тĕплĕн, ответлăха туйса хатĕрленмелли, пур вак-тĕвеке те шута илмелли каламасăрах паллă. Мĕншĕн тесен выльăхсене çулталăк тăршшĕпе ытларах вăхăт витесенче тытса усраççĕ, çулталăкĕпе туса илнĕ продукции калăпăшĕ те çак тапхăр çине лекет. Çак чăнлăха тĕпе хурса ĕçлеççĕ те паян «Оринино» хуçалăхра.
Мĕн калани пуш сăмах мар. Ăна çак цифрăсем те аван çирĕплетеççĕ. Хуçалăхра çак вăхăта нумай çул ÿсекен курксене пĕтĕм лаптăк çинчен çулса пуçтарса илнĕ. Лаптăкĕ пĕчĕкех темелле мар. Пĕтĕмпе 611 гектар çинчен пухса кĕртнĕ курăксене. Планпа 637 тонна утă типĕтсе янтăламалла пулнă пулсан, ку енĕпе плана тултарасси те нумай юлман, 500 тонна ытла утă хатĕр ĕнтĕ.
Çак кунсенче хуçалăхра паха сĕтеклĕ апат – сенажпа силос хывас ĕçсем анлă сарăлнă. Сенаж хатĕрлессипе плана 200 процента яхăн тултанă, силос 2060 тонна хывса хăварма пăхнă пулсан, вăл та 200 тоннăна яхăн траншейăсенче
- Ку сĕтеклĕ апатсене пĕтĕмпе 4 траншея янтăласа хупларăмăр ĕнтĕ. Кунта вара, акă, 5-мĕш траншея часах тулмалла, – каласа парать Атапай участăкĕн пуçлăхĕ Алексей Прокопьев. – Пăрусем вали тырă сенажĕ пулать.
Атапай ферми патне симĕс масса тиенĕ автомашинăсем пĕрин хыççăн тепри килсех тăраççĕ. Кунта Илья Кольцов, Иван Ершов, Виталий Колбасов тата Григорий Моисеев водительсем тăрăшаççĕ. Трашейăри массăна вара гусеницăллă тракторсемпе Сергей Быковпа Николай Репин пусăрăнтараççĕ.
Хирте симĕс масса çулакансем патне те çитрĕмĕр участок пуçлăхĕпе. Илья Колбасов, Андрей Блинов механизаторсен ĕçĕпе кăмăллă вăл. Механизаторсем хирте хăйсен çулмалли агрегачĕсемпе çаврăм хыççăн çаврăм тăваççĕ, техникăна тухăçлă ĕçлеттерме тăрăшаççĕ. Ара опычĕ те вĕсен пĕчĕк темелле мар. Пĕри 10 çул, тепри 32 çул трактор рулĕ умĕнче, шанса панă техникăна алă çинчи пÿрнесем пекех лайăх пĕлеççĕ.
Хуçалăхра симĕс ĕççи вĕçленсе пырать пулсан, вырмана тухиччен шутлă кунсем юлаççĕ Тыр-пул пухса кĕртес ĕçсене те кирлĕ шайра туса ирттерме шанăç çук мар
Çĕр ĕçĕпе пурăнакан çыннăн канăç вăхăт çук пуль çав. Çапах та кĕрхи кунсем пушшех те канăçсăр темелле. Мĕн акса-лартса хăварнине, тар тăкса пăхса ÿстернине çухатмалла мар вĕт-ха, вăхăтра тата çухатусемсĕр пухса кĕртмелле. Çак чăнлăха ăша илсе тăрăшаççĕ «Оринино» хуçалăхра.
В. Шапошников
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"