26 апреля 2006 г.
Ачасен пултарулăхĕ.
26.04.2006 ç.
«Çĕнтерÿ ялавĕ»
Кăçал – Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕ. Çак ыйту пирĕнтен кашнинех пырса тивет. Ачасем те унран айккинче юлмаççĕ. Урăхла епле-ха, кайăксемпе чĕр-чунсем – вĕсен чи çывăх тусĕсем. Çакă Атапайри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта Алиса Николаевна Иванова ертсе пыракан 6-мĕш класра та сисĕнет. Класс ертуçи тата чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Н. Блинова ертсе пынипе вĕсем хăйсен тусĕсем пирки тăрăшсах сăвăсем ăсталаççĕ.
АСАННЕ. ЮЛТАШ
Пурăнатăп хулара, Килте тĕрлĕ чĕр-чун пур:
Асанне вара – ялта. Пĕр ĕне те виçĕ хур,
Кайса курап эп ăна, Автан, чăх, пăру, сысна -
Ак, кĕçех, каникулта. Тата мĕн кирлĕ çынна?
Асанне картиш тулли Мĕншĕн тунсăх чунăмра?
Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетет, Çывăх тус çук ман çумра.
Пахчара та ман валли Юлташ кирлĕ çав ялан,
Тĕрлĕ çырла ÿстерет. Эс çакна нихçан ан ман!
Сергей Казамбаев. Андрей Зайцев.
КУШАК ТУС. АВТАН.
Манăн ула кушак тус Автан ирех вăранать,
Кăмака çинчен анмасть. Тÿрех юрра тытăнать.
Хăть те мĕн ту: вăрç е пус, Çынсене вăл вăратать,
Шăши тытма пĕр тухмасть. Тула тухма йыхăрать.
Хăй вăл питĕ хитрескер, Унтах ĕни макăрать,
Мăрлатса çÿрекенскер, Хурĕ те, ав, какалать.
Юратап пĕрех ăна, Кушак кăна çывăрать -
Тăват ураллă тусăма. Тĕлĕкре шăши тытать.
Елена Колбасова Зина Соколова
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"