Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Суперхуняма» конкурс иртрĕ

07 марта 2013 г.

Урамра çил-тăвăл алхаснине пăхмасăрах  иртнĕ Эрне кун, пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнче, Орининти культура çуртĕнче халăх йышлă пухăнчĕ. Хальхинче куракансене Оринино ял тăрăхĕн пултаруллă та хастар хĕрарăмĕсем «Суперхуняма» тупăшура хăйсен пултаруллăхĕпе савăнтарчĕç. Акă вĕсем:  Е.Ф. Никитина (Лантăш ялĕ), Р.В. Ремнева (Чамăш ялĕ), А.Е. Иванова (Оринин сали), Р.Е. Горшкова (Оринин сали), З.П. Галкина (Патаккаси ялĕ).  Паянхи курав пуриншĕн те чăн-чăн уяв пулса тăчĕ.

Чи малтанах саламлă сăмахсемпе Оринин ял тăрăхĕн хĕрарăмсен Совечĕн ертӳçи Венера Апполоновна Васильева пухăннисене çуркунне çитнĕ ятпа саламларĕ, конкурса хутшăнакансене вара ăнăçу сунчĕ. Конкурсанткăсене хаклама  ятарлă жюри йĕркеленĕ: В.И ВязовОринин ял тăрăхĕнчи ветерансен Канашĕн председателĕ, С.А. КаликовМуркаш районĕнчи культура çурчĕн директорĕ, М.А. Просов, ветерансен Совечĕн членĕ тата В.П. Курбанов, Çĕньял-Оринин ялĕнче пурàнакан.

Çак тупăшу пулассине хунямасене маларах пĕлтерсе хунăччĕ. Çавăнпа та хутшăнакансем ун патне тĕплĕнрех хатĕрленме пултарчĕç.

Чăн малтан хунямасем хăйсемпе паллаштарчĕç. Унтан конкурса йĕркелесе ертсе пыракан В.А. Васильева хатĕрленĕ ыйтусем çине интереслĕ хуравсем шырарĕç. Куракансем те ахаль лармарĕç. Ертсе пыракан ыйтусем çине хуравларĕç, конкурсанткăсене алă çупса, «Маттур! Пултаратăн!» — тесе хавхалантарса кăшкăрсах тăчĕç.

Конкурсанткăсем хăйсем хатĕрленĕ XXII ĕмĕрти хуняма çипуçĕпе те капăрланса кăтартрĕç, ача макăрма пуçласан мĕнле лăпалтармаллине те вĕрентрĕç. Хаклавçăсен умĕнче вĕсем чăваш йăли-йĕркине епле пĕлнипе, ăс-тăн çивĕчлĕхĕпе тупăшрĕç, юрă-ташăра маттур пулнине те çирĕплетсе пама пултарчĕç. Палăртса хăвармалла, асаннесемпе кукамайсене пулăшма вĕсен мăнукĕсем, хĕрĕсемпе  кинĕсем те килсе çитрĕç, сăвă-юрă парнелерĕç, áшá сáмахсем каларèç.

Чăваш хĕрарăмĕ мĕн авалтанах сĕтеклĕ те тутлă çимĕç пĕçерме пултарнипе палăрса тăнă. Пирĕн тупăшăва хутшăнакансем те паян çакна хăйсем пĕçерсе килнĕ кукăль-пӳремечсемпе çирĕплетсе пачĕç. Вĕсем каланă тăрăх, кукăлĕсене асламăшĕ-кукамăшĕсенченех вĕренсе юлнă вăрттăнлăхĕсемпе усă курса пĕçернĕ. Зоя Павловна вара,  жюрисене тата курма килекенсене хăй вĕретсе килнĕ кăпăклă сăрапа сăйларĕ.

Кукамайсен, асаннесен  тутлă апат-çимĕçĕпе хаклакансем кăна мар, курма килекен ачи-пăчи те сăйланчĕç. Тăхтав вăхăтĕнче Орининти культура çурчĕ çумĕнчи «Шурăкăш» юрăпа ташă халăх ансамблĕн солисчĕсем Н. Ивановăпа И. Николаева куракансене  илемлĕ юрăсем парнелерĕç

Жюрире ларакансем баллсене тĕплĕ шутласа тухнă хыçççăн çакăн пек пĕтĕмлетÿ туса пачĕç:

- «Хăюллă хуняма»: Е.Ф. Никитина (Лантăш ялĕ);

- «Ўрĕк хуняма»: Р.Е. Горшкова (Оринин сали);

- «Çирĕп хуняма»: З.П. Галкина (Патаккаси ялĕ);

- «Вашават хуняма»: А.Е. Иванова (Оринин сали).

 «Супер хуняма»» ята вара Чамăш ялĕнче пурăнакан Р.В. Ремнева тивĕçрĕ.

Ăмăртăва хутшăннă хунямасене, паллах, асăнмалăх парнесем парса чысларĕç. Уява пĕтĕмлетнĕ май, В.И Вязов – Оринин ял тăрăхĕнчи ветерансен Канашĕн председателĕ, конкурса хутшăннă хунямасене тав сăмахĕ каларĕ, çирĕп сывлăх, телей, пур çĕрте те ăнăçу сунчĕ, çавăн пекех хĕрарăмсен уявĕ ячĕпе пурне те саламларĕ. 

Çакăн пек кану каçĕсем малашне те ирттерессе шанас килет, уява йèркелèсе ертсе пыракансене тав сáмахè калатпáр,  èçре áнáçу  сунатпáр.

                                                                                                   Л. Родионова, Чамăш ялĕ

 

 

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Праздники сегодня

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика