Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юратнă ĕçĕ те, чечекĕ те, йывăçĕ те çумра

04 февраля 2015 г.

Унăн чечекĕсем /тĕрĕсрех, вĕсен тымарĕ/, хурлăхан, крыжовник, слива йывăçĕсем халĕ шурă юр пĕркенчĕкĕ айĕнче канаççĕ. Ĕç пÿлĕмĕнчи чÿречерен ферма заведующийĕ вĕсен еннелле пăхать те тути йăл кулать. Ахăртнех, çуллахи илеме аса илет хĕрарăм.

Ĕне вити йĕри-тавра мăян, армути кашласа ларнине фермăсене çитсен тăтăшах куратăн. Муркаш районĕнчи "Оринино" ялхуçалăх производство кооперативĕн вити умĕнче тислĕк шăрши мар, тавралăха илемлĕ чечексем пылак тутă калаттараççĕ. Çуркуннен юлашки уйăхĕнче çеçке çурма тытăнаççĕ те хура кĕркуннечченех килен-каян чунне çĕклеççĕ. Çак илеме ĕçченсене шăпах Раиса Блинова парнелет.

Вун-вун тĕрлĕ чечек çитĕнтерет вăл çулласерен ферма картишĕнче. "Вĕсен шутне пĕлместĕп", - тет сăпайлăн. Пурне те юратса пăхать. Ĕçтешĕсем те тĕлĕнеççĕ. "Эсĕ юратман чечек пур-и çĕр çинче?" - тесе ыйтаççĕ.

Çĕр çине эпир юратупа пурăнмах килнĕ пулĕ çав. Çынна юратмасан, юратса ĕçлемесен пурнăçра ырă курас çук. Чунпа илемлĕ, типтерлĕ, ĕçчен çынсем ытларах пулнăран тытăнса тăрать ферма коллективĕ. Вăл кăна мар, пĕтĕмĕшле хуçалăх çинчен те çакнах калама пулать.

- Раиса Ананьевна, мĕншĕн-ха типтерлĕ, илемлĕ, ĕçчен çамрăксене ферма хăй патне туртмасть? Кунта кирлĕ специалистсем, дояркăсем, выльăх пăхакансем паян пур тейĕпĕр, ыран, виçмине е 10-15 çултан вара?..

- Ачасене пĕчĕкренех çĕр ĕçĕнчен пăрсан ăçтан ялхуçалăхне килччĕр-ха вĕсем. Ĕлĕк шкулта вĕреннĕ чухне колхоза пулăшма хаваспах, ăмăртмалла тухаттăмăр. Халĕ шкул ачисене ĕçлеттерме юрамасть теççĕ. Тĕлĕнетĕп: çĕрулми пуçтарнăшăн, çум çумланăшăн ачана мĕн пултăр-ха? Çĕр çинче ĕçлеме хăнăхтарса ÿстермесен ялхуçалăхне кăмăлламасть ĕнтĕ вăл.

Ашшĕ-амăшĕ те халĕ ачине унтан пистересшĕн. "Хуçалăха ямастăп. Килтех лартăр", - тет.

- Калăпăр, унашкалли ÿссе пĕве кĕрет, ялхуçалăхĕпе çыхăнман профессие алла илет, анчах хулара вырнаçаймасть. Каллех вăхăтлăх та пулин килте ларать. Фермăра çак вăхăтра çын çитмесен ирĕксĕрех унашкаллисен умĕнче пуç çапма тивмест-ши тетĕп.

- Ăçта кайса кĕрен? Çапла тума лекет. Фермăна хальчченхи пекех кал-кал ĕçлеттерес килнĕрен хамăрах çын шырама тухатпăр. Ĕлĕкхипе танлаштарсан ĕç çине паян урăхларах пăхаççĕ. Пирĕн, аслă ăрурисен, ăна ялан тĕплĕ, чунтан тăрăшса пурнăçланине курас килет.

- Япăххи çинчен асăнас килмест ĕнтĕ сирĕн. Тепĕр чухне хыçран хăвалама та тивет пулĕ. Тен, хăшне-пĕрне хавхалантарни çитсех каймасть?

- Хĕллехи тапхăрта дояркăсен ĕç укçи 15 пин тенке ларать.

Ĕç кунта урăххинче. Фермăра тăрăшакан кунĕн-çĕрĕн выльăхран уйрăлаймасть. Уншăн канмалли кун та, уяв та çук. Çакна шута илсе вĕсене ытларах тимлĕх уйăрни пăсмĕччĕ. Калăпăр, педагогсене е урăх тытăмри çынсене пăшăрхантаракан ыйтусене татса памашкăн район шайĕнче тăтăшах канашлусене пуçтараççĕ. Дояркăсен те çавнашкал мероприятисене хутшăнас килет. Ытти хуçалăхсенчи ĕçтешĕсемпе курса калаçма, вĕсем мĕнле ĕçлесе пурăнни çинчен ыйтса пĕлме... Кăсăклă ыйту пайтах. Иртнĕ вăхăтсенче выльăх пăхакансене канашлусене пуçтаратчĕç, халĕ çав йăла манăçа тухса пырать. Юрать, çулталăкра пĕр хутчен ĕнене машинăпа сăвакан операторсемпе выльăха искусствăлла майпа пĕтĕлентерекенсен конкурсĕ иртнĕрен ферма ĕçченĕсен унта хутшăнма май пур. Вĕсемшĕн çак кун - уяв. Хăйсене тимленине туйсан, асăрхасан ĕçлес кăмăлĕ çĕкленет, чунĕ уçăлать. Асăнмалăх савăнтарма нумай та кирлĕ мар.

Пирĕн патра хуçалăх, профком ертÿçисем ĕçлекенсене çуралнă кунпа саламлама манмаççĕ. Отпуска янă чухне выльăх пăхакансене укçа хушса тÿлеççĕ. Вунвиççĕмĕш ĕç укçине те параççĕ. Сĕт пахалăхне кура хушса тÿлесси те пур.

Ĕлĕкхипе танлаштарсан хуçалăха паян тытăнса тăма йывăр. Коллективлă ялхуçалăх предприятине фермерсенчен те йывăртарах. Фермерсен патшалăх пулăшăвне илме майсем ытларах тата ытти те. Иртнĕ çулсенче хуçалăх пĕр кунлăха та пулин канма санаторие илсе каятчĕ. Халĕ укçа тÿлевĕсем нумаййипе унашкалах канаймастпăр. Анчах театра, концертсене илсе тухать. Вырăнти ертÿçĕ Юрий Николаевич Шишокин тăрăшмасть теме чĕлхе çаврăнмасть.

- Выльăх пăхакансен тăрăшулăхĕ палăрать-и?

- Пирĕн кăтарту хамăртан кăна килет тетĕр пулсан - йăнăшатăр. Выльăх-чĕрлĕх тытăмĕнчи ĕç тухăçлăхĕ механизаторсем çуркунне уя тухнă кунран пуçланать те пирĕнпе вĕçленет. Апата вăхăтра тата пахалăхлă хатĕрлесси вĕсенчен килет-çке. Юлашки çулсенче сăвăма ÿстерсе пыратпăр. Пĕтĕмпе фермăра 305 пуç сăвакан ĕне. Вăкăрсене пĕчĕклех сутса пыратпăр, тынасенчен ĕне çитĕнтеретпĕр. Пĕлтĕр хутăш апат ?комбикорм% çитерни те сăвăма ÿстерме пулăшрĕ пулĕ. Çулталăкне кашни ĕнерен вăтамран 4891 кило суса илтĕмĕр. Кăçал 5000 килограма çитерме тĕллев лартнă. Ĕнесене дояркăсен виçĕ ушкăнĕ сăвать. Лена Колбасовăн ушкăнĕ, сăмахран, иртнĕ çулах кăтартăва 5 пин килоран ирттернĕ. Ыттисем те тăрăшсан ĕмĕте пурнăçлама пултаратпăр.

Сменăпа ĕçленĕрен дояркăсем фермăран татăлмаççĕ. Ирхи сменăрисем 5 сехетре ĕçе тытăнаççĕ те 11-12 сехетчен пулаççĕ. Ку вăхăт тĕлне иккĕмĕш сменăрисем пырса çитеççĕ. Пăру пăхакан уйрăмра та çавнашкал йĕрке. Турра шĕкĕр, хальлĕхе фермăра ĕçлекенсем çитеççĕ.

Халĕ сĕт пысăк пахалăхпа сутăнать. Витере сĕт пăрăхĕн çĕнĕ линине вырнаçтарсан пахалăх шайĕ самай ÿсрĕ.

- Раиса Ананьевна, сирĕн пирки мана ял пурнăçне илем кÿрекен терĕç. Пÿлĕмĕрте - чечексем. Вите умĕнче - хурлăхан, ытти йывăç тĕмĕсем. Илемсĕр пурăнаймастăр апла?

- Тавралăх илемлĕ чухне хамăра лайăх-çке. Çавăнпа чечексем, çырла йывăççисем ферма территорийĕнче те ешерччĕр терĕм. Хăй вăхăтĕнче кунта улмуççисем лартнă. Ростислав Филиппов тракторист сад ĕçне çывăх пулнăран вĕсене сыпнă.

Сăпайлă хĕрарăм хăйĕн çинчен каласа кăтартма именчĕ. Мăшăрĕ пулăшрĕ. Вăл та фермăра тăрăшать иккен. Раиса Блинова килте те чечексемсĕр пурăнаймасть. "Вĕсемшĕн нимĕн те шеллемест, помидор калчи сахалрах пултăр, анчах чечекĕсене кăмăлĕ туличчен ÿстерет", - терĕ.

Блиновсем иккĕшĕ те ялхуçалăхĕнче тăрăшаççĕ. Раиса Ананьевна шкул пĕтерсенех фермăна килнĕ те кунтах юлнă. Мăшăрĕпе пурнăç тунă. Хулара е урăх тытăмра ĕçлесе пурăнакансенчен нихăш енĕпе те ÿксе юлман: таса уйра çурт лартнă, газ кĕртнĕ, виçĕ ача çитĕнтернĕ, сакăр мăнуклă пулнă тата ытти те.

Тăван Чамăш ялĕнче те тавралăха тирпей-илем кĕртессипе хастарсенчен пĕри-мĕн Раиса Ананьевна. "Тата шахматла выляма кăмăллать, ăмăртусенче çĕнтерет", - ун çинчен çĕннине пĕлтерчĕ шăллĕн арăмĕ.

Патаккасинчен хулана кайма тухнă чухне пултаруллă хĕрарăмпа тепре тĕл пулма тиврĕ. Таçта васкатчĕ ферма заведующийĕ. "Хуралçă ĕçе тухман. Ĕçлес тет-и малашне е çук-и - çавна пĕлме килне кайса килесшĕн", - терĕ ман ыйтăва чухласа. Юратнă ĕçĕшĕн чунпа çунакан çын çапларах вăл.

Ирина НИКИТИНА.

Источник: "Хресчен сасси"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Праздники сегодня

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика