Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Патшалăх пулăшăвĕпе çыхăннă

30 января 2015 г.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Патшалăх Канашне янă Çырăва хакласа РФ Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕн ертÿçи Роза Кондратьева çапла пĕлтерчĕ:

- Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн Çырăвĕнче демографи лару-тăрăвĕ лайăхланнине, ача çураласси ÿснине палăртни - тĕрлĕ енлĕ патшалăх пулăшăвĕ кÿнин кăтартăвĕ.

Чăваш Енре икĕ е ытларах ачаллă 58 пин çемье федерацин амăшĕн капиталĕн сертификатне илнĕ. Вĕсенчен 35 пин çемье çав укçапа пурăнмалли условисене лайăхлатнă, ачисене аслă шкулта вĕрентме тата садике çÿретнĕшĕн тÿлеме усă курнă. 2015 çултан амăшĕн укçи 453 пин тенкĕпе танлашрĕ.

Амăшĕн капиталĕн программи тата икĕ çул вăйра пулĕ. Çак тапхăрта çуралакан тата усрава илекен ачасен йышĕ ÿсессе шанса тăратпăр. Амăшĕн укçипе усă курмалли вăхăта вара нихăш енчен те чикĕлемен. Ачисемпе çемье ырăлăхĕ çинчен кăна шухăшлакан амăшĕсене капиталăн пĕр пайне хăйсен пулас пенсине ÿстернĕ çĕре те яма сĕнес килет - вĕсен кун пек ирĕк пур.

Амăшĕсене патшалăх пулăшăвĕ парассине кăçалтан вăя кĕнĕ çĕнĕ пенси формулинче те палăртнă. Ачасемпе çулталăк çурăна çитиччен ларнă вăхăта страхлав стажне пĕтĕмпе 6 çул таран ?4 ача çуратсан% кĕртеççĕ. Çав тапхăршăн ятарлă пенси коэффициенчĕ шутласа параççĕ. Унăн виçи кашни ачашăн ÿссе пырать: иккĕмĕш ачашăн 2 хут, виççĕмĕшпе тăваттăмĕшĕшĕн - 3 хут. Çапла майпа тăватă ача çуратса вĕсене пăхса пĕтĕмпе 6 çул отпускра пулнă амăшĕ 24 коэффициент пухать, урăхла каласан 28 пин тенкĕ шайĕнчи ĕç укçи таран. Нумай ачаллă çемьешĕн ку лайăх пулăшу.

 

Источник: "Хресчен сасси"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Праздники сегодня

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика