30 января 2015 г.
Çурт картишĕнче тротуар е парковка çукки, çул шăтăк-путăк е пăрлак пулни, вăл е ку лаптăка юртан тасатманни тата ытти çитменлĕх пирки Чăваш Енре пурăнакансем "Халăх тĕрĕслевĕ" порталта /nk.cap.ru/ пĕлтерме пултараççĕ.
Çĕнĕ интернет-сервис пирĕн республикăра 2014 çулхи декабрь уйăхĕнче ĕçлеме пуçланă. Порталта нумаях пулмасть тест тĕрĕслевĕсем вĕçленнĕ, çавна май вăл халăхран сĕнÿсемпе асăрхаттарусем йышăнма тытăннă. Çакăн пирки ЧР Информаци политикипе массăллă коммуникацисен министерстви йĕркеленĕ брифингра министр заместителĕ Алексей Новиков, информаци технологийĕсене ĕçе кĕртекен пай пуçлăхĕ Ирина Никонорова, "Халăх тĕрĕслевĕ" информаци ресурсĕ" проект ертÿçи Михаил Арбатов каласа кăтартрĕç. "Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ЧР Патшалăх Канашне иртнĕ çул янă Çырăвĕнче пирĕн министерство умне Интернет сетĕнче халăхпа çыхăну тытмалли системăна йĕркелемешкĕн тĕллев лартрĕ. Çавна май питĕ пысăк ĕç пурнăçларăмăр, "Халăх тĕрĕслевĕ" портал - шăпах унăн кăтартăвĕ", - терĕ Алексей Александрович.
Ку проектăн тĕп тĕллевĕ - халăх шухăшне тĕпчесси, ăна канăçсăрлантаракан йывăрлăхсен мониторингĕ, республикăн обществăпа политика пурнăçĕн ыйтăвĕсене сÿтсе явмашкăн пĕрлехи информаци уйне йĕркелесси. Çакă - "Уçă Чăваш Ен" проекта тăвас, граждансен пурнăç пахалăхне лайăхлатас тата вĕсем влаçа шанаслăхне ÿстерес ĕçри черетлĕ утăм. Асăннă порталта халăхран тĕп 8 енпе /направленипе/ сĕнÿсем йышăнаççĕ: пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшу, çыхăну, социаллă сфера, бизнес, экологи, тирпей-илемпе инфратытăм, çулсем тата ялхуçалăх. Вăхăт иртнĕçемĕн çак енсен шутне татах ÿстерме хирĕç маррине пĕлтерчĕç брифингра. Çынсем чăвашла та, вырăсла та çырма пултараççĕ, сăнÿкерчĕк вырнаçтарма та, йывăрлăх хуçаланакан вырăн ăçта иккенне карттăра кăтартма та май пур.
Ирина Никонорова каланă тăрăх - кăçал январь уйăхĕнче ку ресурса 45 "пĕлтерÿ" çитнĕ. Вĕсенчен 28-шĕ территорисене тирпей-илем кĕртессипе, 12-шĕ - çулсен строительствипе тата халĕ пуррисене юсассипе, 5-шĕ пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх сферипе çыхăннă. Пĕтĕм сĕнÿ-асăрхаттару тĕлĕшпе ĕçлеме пуçланă, 2-шне хурав панă та ĕнтĕ. Çынсем çул пăрлак пулнипе, автомобильсене юраман çĕре лартнипе, пурăнмалли çуртсен картишĕсенче çутă çителĕксĕррипе тата ыттипе кăмăлсăр. "Çырусем хуласенчен çеç мар, Шупашкар, Етĕрне, Патăрьел тата ытти районтан та пур", - терĕ Ирина Валентиновна.
"Халăх тĕрĕслевĕ" порталта сĕнÿ е асăрхаттару çырас тесен çыннăн Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕнче /gosuslugi/ учет çыравĕ кирлĕ. Ку информацие модератор тĕрĕслет те кирлĕ министерство-ведомствăна ярса парать. Портал Чăваш Республикин влаç органĕсен документсен электрон çаврăнăшĕн системипе çыхăннă, çавна май çынсен "пĕлтерĕвĕсене" тÿрех отрасль ведомствине çитереççĕ. Асăрхаттарăва татса парас ĕç мĕнлерех пынине çак ресурсра та, харпăр кабинетра та сăнама пулать. Ыйтăва вăл портала çитнĕ хыççăн 10 ĕç кунĕнче пăхса тухмалла. Танлаштарма: федерацин "Раççей Федерацийĕнче граждансен ыйтăвĕсене пăхса тухмалли йĕрке çинчен" 59-мĕш саккунĕпе килĕшÿллĕн çынсен ыйтăвĕсене 30 кунра хурав памалла. Эппин, "Халăх тĕрĕслевĕ" урлă чылай хăвăртрах хурав илме май пур. Çакна тĕпе хурса республикăра пурăнакансем çĕнĕ интернет-сервиспа тăтăшах усă курасса шанас килет. Ку портала компьютер урлă çеç мар, карас телефонĕпе смартфон урлă та "кĕме" пулать.
"Халăх тĕрĕслевĕ" порталта интерактив картти те пур, вăл республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчи чи çивĕч ыйтусене палăртма май парать.
Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА
Источник: "Хыпар"