09 февраля 2013 г.
Районти халăх пултарулăх ушкăнĕсем хушшинче çулсеренех ирттерекен «Чечеклен, юртнă Муркаш Ен» фестиваль конкурс пуласса пĕлтернĕччĕ. Çапла вара çак ĕç шайĕнче Орининти Культура çурчĕ, Атапайпа Мулкачкасси ял клубĕсем çумĕнчи пултарулăх ушкăнĕсем куракана хăйсен ăсталăхĕпе паллаштарчĕç.
Чи малтанах куракан умне Орининти халăх театрĕ «Тĕпсĕр сăпкари ача сасси» спектакльпе тухрĕ. Çавăн пекех çÿлерех асăннă ĕç шайĕнче «Орин ен» ветерансен хорĕ, «Шуракăш» юрăпа ташă ансамблĕ тĕрлĕ юрă-кĕвĕ парнелерĕ кунта пухăннисене. Сцена çинчи ăсталăхра вĕсен пултарулăх ертÿçин В. Александров тÿпи пысăк.
Мулкачкасси артисчĕсем фольклор ушкăнĕ йĕркеленĕренпе вăхăт нумаях та иртмерĕ. Вĕсен пултарулăх ертÿçи Н. Кондукторова тăрăшнипе пуян программăпа тухрĕç сцена çине. Çĕнĕ тумлă ăстасем чылайччен тыткăнларĕç кунта пухăннисене. Атапайри культура вучахĕн ĕç-хĕлне вара А. Ильин хăйĕн юлташĕсемпе хÿтĕлерĕ. Анлă уява Орининти Культура çурчĕ çумĕнчи пултарулăх ушкăнĕсен пĕрлехи хорĕ вĕçлерĕ, Муркаш районĕн Гимне пурте ура çине тăрса итлерĕç.
Оринин тăрăхĕнче пурăнакансем – пур енлĕ маттурсем. Кунтах ал ĕç ăстисен куравне те йĕркеленĕ. Пĕри ав чĕнтĕрлĕ тутăр çыхнă, терпи – илемлĕ алсиш-нуски. Ытларах тата илемлĕрех ал ĕçĕ тăратассишĕн вара кашниех тăрăшнă, вĕсем асăнмалăх парнесемпе Тав çырăвĕсене тивĕçрĕç.
Кирек епле ĕç пурнăçлассинче те пĕччен вăй çителĕксĕр. Кунта вара пире пулăшу кÿрнисене ятран асăнса тав тăвас килет. Оринин ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А. Волков, РФ Перекет банкĕн Чăваш Енри уйрăмĕн хушма офисĕн ертÿçи Ю. Иванов, Муркаш пасрĕн ертÿçи Е. Субботин, индивидуалă предприниматель А. Вязов, Оринин шкулĕн ертÿçи В. Иванов, «Оринино» пĕрлешÿллĕ хуçалăх ертÿçи Ю. Шишокин пирĕн ыйтăва аякра хăвармарĕç. Тавах сире пурне те, ырă туни ырăпах таврăнтăр.
В. Васильева
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"