Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сире «Родничок» кафе йыхравлать.

26 января 2013 г.

     Юлашки вăхăтра ял çынни те çĕнĕлле пурăнма тăрăшать.  Çуралнă кун тата ытти уява, канăва кафе-столовăйсенче йĕркелени, палах, чи малтан хăрарăмшăн  меллĕ. Çакăн пек чухне вăл та хăнасемпе пĕрле савăнма, канма пултарать, апат-çимĕçне вара ытти чухне те хатĕрлет. Апла пулсан çывăх çынсемпе, ĕç коллективĕсемпе пĕрле ларма меллĕрех, чи пĕлтерĕшли – йÿнĕрех апатлану точки шырар-ха. Ку  тĕлĕшпе вара Оринин ял тăрăхĕнчи Патаккасси ялĕнче вырнаçнă «Родничок» кафе пулăшма шантарать. Кунти хăтлăха Наталья Борисовна тата Николай Александрович Кожевниковсем йĕркеленĕ. Çитсе курар-ха унта.

     Асфальт çул  хĕрринче икĕ хутлă капмар çурт ларать. Пĕрремĕш хутĕнче апат-çимĕç тата куллен кирлĕ тавар сĕнеççĕ сутуçăсем. Иккĕмĕш хутĕнче вара апатланма, кану-уяв йĕркелеме пулать. Кунти пÿлĕме пĕр харăсах хĕрĕх çын вырнаçать.  Юрă-ташă валли те лаптăк пур – уяв вĕсемсĕр илемсĕр те.

     - Çакăнти хăтлăха йăлтах  туянакан кăмăлне туллин тивĕçтерес тĕллевпе йĕркеленĕ. Пысăк тупăш пирки кăна ĕмĕтленни вырăнлах та мар пулĕ. Чи пĕлтерĕшли вара пирĕншĕн – пĕчĕкрех хакпа пахалăхлă апат-çимĕç сĕнесси. Эпир хамăр патра туянакан кăмăлне  тивĕçтертĕмĕр пулсан, вăл малашне те кунталлах туртăнать пулĕ, терĕ кунти ĕç-хĕлпе паллаштарнă май Николай Александрович.

     «Родничок» кафере ăста  поварсем çĕнĕ йышши технологипе ĕçлеççĕ. Çакă кафере туса кăларакан продукци пахалăхĕ çине пысăк витĕм кÿрет.

Паллах, кунти  çимĕçе ют тăрăхран кÿрсе килнĕ çурма фабрикатсемпе танлаштараймăн. Хамăр тăрăхра ÿстернĕ аш-пăш, пахча çимĕç пур енĕпе те паха. Кафене тĕп продукципе куллен пĕчĕкшер партипе кунти фермер хуçалăхĕсем, уйрăм çынсем тивĕçтереççĕ, - калаçăва хутшăнчĕ Наталья Борисовна.

     Енчен те сирĕн «Родничок» кафере апатланма, уяв самантне  йĕркелеме кăмăл пулсан 60-1-09 номерпе шăнкăравласа пĕлтерме пултаратăр.  Кунта сире яланах хапăл туса кĕтсе илĕç!

     Предприниматель ĕçĕнче  Кожевниковсем 2003 çултанпа тимлеççĕ.

     Унсăр пуçне тăрăшуллă çемье Муркаш салинче «Парус» лавкка тытать. Кунта та халăх кăмăлне тивĕçтересси  тĕпре тăрать, туяннă тавар калăпăшне кура хака кăштах пĕчĕклетсе сутаççĕ. Суту-илÿ,  апатлану точкисем уçăлнă май кунта çĕнĕ ĕç вырăнĕсем те йĕркеленеççĕ.

     Палăртма кăмăллă, çÿлерех асăннă ĕç-хĕле йĕркелессинче, суту-илÿ çурт-йĕрне çĕклессинче Николай Александровичăн ашшĕ Александр Федотович пысăк тÿпе хывнă. Нумаях пулмасть вара вăл сакăр вунă çул тултарчĕ, унăн çывăх çыннисем ăшă сăмахĕсем çумне эпир те хутшăнатпăр, çирĕп сывлăх та вăй-хăват сунатпăр.

 

Р. Илларионова

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Праздники сегодня

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика