Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Парăнмасть çулĕсене ветеран

23 января 2013 г.

Раççей Федерацийĕн писательсен тата журналистсен союзĕсен членĕ, Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, журналистсен Элкер ячĕллĕ премийĕн лауреачĕ, Совет телекуравĕпе радиовещанийĕн отличникĕ, «Хĕрлĕ Çăлтăр», Отечественнăй вăрçăн 2 степеньлĕ тата «Хисеп палли» орденсемпе тĕрлĕ медальсен кавалерĕ, Чăваш Республикин Аслă Совечĕн президиумĕн Хисеп грамотипе икĕ хутчен чысланă, «Раççей пресси 300 çулта» паллăна илме тивĕçлĕ пулнă... Çак йĕркесем пурте пĕр çын пурнăçĕнчен. Вăл – Павел Афиногенович Крысин (Микиш Павăлĕ).

Пулас писатель, журналист 1923 çулхи кăрлачăн 25-мĕшĕнче хамăр районти Пăсăрман ялĕнче нумай ачаллă хресчен çемйинче çуралнă. Ашшĕ, Афиноген Никифорович, платниксен бригадипе инçетри ялсемпе хуласенче ĕçлесе çÿренĕ. Виçĕ ывăлпа виçĕ хĕре çитĕнтересси, ĕçе вĕрентсе тÿрĕ çул çине тăратасси йăлтах амăшĕ – Татьяна Ивановна (вăл та Татьянсен кунĕнче çуралнă) çине тиеннĕ. Хастар та çаврăнăçуллă хĕрарăм кил-çурт тытса тăнипе пĕрлех сухалама та, акма та, вырма та ĕлкĕрнĕ. Пур ĕçре те тирпейлĕхпе палăрнă.

Çамрăк Павлуш та тăван ялĕнчи пуçламăш шкулта вĕреннĕ чухнех хастарлăхпа тĕлĕнтернĕ. Виççĕмĕш класа çитсен ăна стена хаçачĕн редакторне суйланă. Пĕрремĕш номер валлиех вăл «Кахал» сатирăллă сăвă çырса хатĕрленĕ. Сăввин геройĕ те çав шкултах вĕреннĕ. Апла пулин те вĕсем «кахалĕ» пурнăçран уйрăличченех юлташлă пулнă.

Орининти çичĕ çул вĕренмелли шкултан вĕренсе тухсан каччă Сĕнтĕрвăрринчи çĕр йĕркелÿпе мелиораци техникумне çул тытнă. Унта вăл типĕ çулсенче тыр-пула искусствăлла майпа шăварса тухăçлă çитĕнтерекенсен ăсталăхне алла илме ăнтăлнă.

Техникумра та маттур каччăна тÿрех асăрханă, комсомолецсен ертÿçине тата комсомол райкомĕн членне суйланă. Тĕрлĕ мероприятисене хутшăнса Павел техникумри, хулари, районти çамрăксен пурнăçĕнчи çĕнĕлĕхсем çинчен çыра-çыра хаçат редакцийĕсене çитернĕ. Пахалăхне кура унăн ĕçĕсене хапăл туса йышăннă, хăйне пĕрре тĕл пуличченех ятарлă корреспондент вырăнне шутлама пуçланă.

Вăрçă пуçлансан, тăшман пирĕн çĕре таптанине, хуласемпе ялсене çунтарнине, паллах, тÿсме пултарайман хастар студент. Фронта каяс ыйтупа вăл хулари çар ĕç комиссариатне темиçе хутчен те çитнĕ. Кашни хутĕнчех ăна: «Эсĕ çамрăк-ха, техникум вĕренсе пĕтер, кирлĕ пулсан хамăрах чĕнетпĕр», – тесе ăсатса янă. 1941 çулта редакцисенче штатлă сотрудниксем питех те çителĕксĕр юлсан, Павел Афиногеновича, тăшманран хÿтĕленмелли сооруженисем тăвас ĕçрен хăтарсах, редакцие ĕçлеме янă. Çапла вăл Сĕнтĕрвăрринче хаçат-журнал ĕçне кÿлĕннĕ. Унтах пулас арăмĕпе, Смоленск облаçĕнчен эвакуаци йĕркипе килсе техникумра вĕренме пуçланă хĕрпе, Пашăпа паллашнă. Анчах та пĕрлешсе çемье чăмăртассине чылай кая хăварма тивнĕ çамрăксен. Хĕр Павел Афиногеновичран та маларах вăрçа кайнă.

Çине тăрсах ыйтнипе 1942 çулхи ака уйăхĕнче каччăн ыйтăвне тивĕçтереççĕ. Алла повестка илсе вун тăххăрти Павел 47 çулти ашшĕпе пĕр кунах фронта тухса каять. Ашшĕ Хĕвел анăçĕнче, ывăлĕ Çурçĕр Кавказра, унăн савнă хĕрĕ Çурçĕр районсенче тăшмана аркатаççĕ, çур Европăна фашистсен пусмăрĕнчен хăтарса çĕнтерÿпе таврăнаççĕ.

Румыние, Чехословакие, Венгрие ирĕке кăларма хутшăннă, вăрçа Китайпа Монголи çĕрĕсенче вĕçленĕ рота комсоргĕ киле таврăнсанах аслă пĕлÿ илме васкать. Хусанти юридици институтĕнчен чи лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнă каччăна КПСС Чăваш обкомĕн бюровĕ административлă органсен пайĕн инструкторĕ пулма шанать. Бюро сĕннипех Павел Афиногенович Мускавра партин аслă шкулĕнчен вĕренсе тухнă. Ун хыççăн республикăри тĕп хаçатсенче редактор çумĕ пулса тăрăшнă, 19 çул хушши Чăваш Республикин телевиденипе радиовещанин патшалăх комитечĕн председателĕ пулнă. Вăл ертсе пынă çулсенче телекуравпа радио ăста кадрсем енĕпе те тĕпрен улшăнаççĕ, çĕнĕ техника хатĕрĕсемпе, ытти пурлăхпа пуянланаççĕ. Çĕнĕ радио çурчĕ тата ытти çурт-йĕр ĕçе кĕреççĕ. Комитет председателĕ хăй «Республика пурнăçĕ» ярăм валли 8 киноочерк сценарийĕ çырать. Вĕсене халăх кăмăллăн йышăнать. Çав вăхăтрах Павел Афиногеновичăн кĕнеке хыççăн кĕнеке пичетленсе тухать: 1966 çулта «Тем те пулать пурнăçра», ун хыççăнхи çулсенче «Хăвилосăф», «Хушаматлă алăк», «Пылак ĕмĕтпе пурăнатпăр», «Çук, хăтăлаймастăн, Похлебкин» тата ытти фельетонсен пуххи кун çути курать. Вăрçăра тÿсни-курнисем «Парăнман, çĕнтернĕ» кĕнекере чуна хускатаççĕ. Вĕсене нумай чĕлхене куçарнă.

Пултаруллă çын пур çĕрте те пултаруллă. Павел Афиногенович обществăлла ĕçсенче те халăх шанăçне чыслăн тÿрре кăларать. Вăл 22 çул пĕр улшăнмасăр халăх депутачĕсен Шупашкар хула Совечĕн депутачĕ пулнă. Темиçе хутчен парти обкомĕн членне суйланă. Тивĕçлĕ канăва тухсан та хисеплĕ ветеран çичĕ çул «Агитатор блокночĕ» журналăн яваплă секретарĕнче вăй хунă. Мĕн чухлĕ çын ăна хăйĕн вĕрентекенĕ тесе хисеплет.

Сĕнтĕрвăрринче пĕрремĕш хут тĕл пулнă Пашăпа (документсем çинче Перасковья) Павăл 1952 çулта Шупашкарта пĕрлешсе çемье чăмăртанă, 54 çул пĕрле шăкăл-шăкăл пурăнса хĕрпе ывăл çитĕнтернĕ, мăнуксене утьăкка сиктернĕ. Шел, Перасковья Ниловна 2006 çулта çĕре кĕнĕ. Халĕ 90 çул тултаракан Павел Афиногенович ывăлĕн, Владимирăн, çемйипе пурăнать. Ыттисем асăрхаман тÿнтерлĕхе, тĕрĕсмарлăха витĕр курса, геройсене вĕресе тăракан пурнăç авăрĕнчен илсе фельетон хыççăн фельетон шăрçалать. Вĕсене республикăри хаçат-журналта пичетлесех тăраççĕ.

Н. Захаров.

Редакцирен. Эпир мухтавлă ентеше П.А. Крысина çитсе килекен сумлă юбилейпа саламлатпăр, çирĕп сывлăхпа вăрăм ĕмĕр сунатпăр.

 

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Праздники сегодня

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика