23 января 2013 г.
Микиш Павăлĕ (Павел Афиногенович Крысин) виçмине 90 çул тултарать. Вăл 1923 çулхи январĕн 25-мĕшĕнче Муркаш районĕнчи Пăсăрманта хресчен çемйинче çуралнă. Икĕ аслă шкултан вĕренсе тухса юрист тата журналист дипломĕсене алла илнĕ, республикăри парти, прокуратура органĕсенче, хаçат-журнал редакцийĕсенче ĕçленĕ, вун виçĕ çула яхăн республикăри журналистсен союзĕн ертÿçи, 1965-1984 çулсенче Чăваш телевиденийĕпе радиовещани патшалăх комитечĕн председателĕ пулнă. Виçĕ çул вăрçăра нимĕç тата яппун хурахĕсене хирĕç çапăçнă.
П.А.Крысин – Раççей писателĕсен тата журналисчĕсен союзĕсен членĕ. Хальччен унăн «Тем те пулать пурнăçра», «Хăвилосăф», «Хушаматлă алăк», «Пылак ĕмĕтпе пурăнатпăр», «Хăтăлаймастăн, Похлебкин!», «Çăвара мĕншĕн хуплаççĕ?» ятлă сатирăпа юмор кĕнекисем, «Парăнман, çĕнтернĕ» (очерксен пуххи), «Буквы складываю в слово» (автобиографиллĕ повесть) тата ытти произведенийĕсем пичетленсе тухнă.
Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, республика журналисчĕсен Çемен Элкер ячĕллĕ премийĕн лауреачĕ.
Марьепе Тарье – калама çук çывăх туссем. Пĕр варта ÿснĕ çынсенчен те çирĕпрех вĕсен туслăхĕ. Пĕр-пĕринпе паллашни ултă çул та иртмен-ха çак хĕрарăмсен. Шутласан, нумаях та мар вăл. Çапах çак хушăра чылай улшăну пулчĕ пурнăçра. Чи пысăк улшăну вăл – Марье юратнă мăшăрĕсĕр тăрса юлни. Виçĕ çул каярах унăн упăшки çул çинчи инкеке пула ĕмĕрлĕхех куçне хупрĕ. Марье халĕ кăçал çеç шкула кайма тытăннă пĕчĕк ывăлне пĕчченех ÿстерет. Кил-йыш енчен илсен Тарье Марьерен телейлĕрех пулчĕ. Унăн упăшки – ырă-сывă. Çавна пула хуçалăхĕ те çирĕпрех вĕсен. Марьен ывăлĕпе пĕр шкулта, пĕр класра вĕренекен хĕрачи те пахарах тум-юмпа çÿрет.
Пĕр-пĕрне курса калаçмасăр пĕр эрне те иртмест çак икĕ хĕрарăмăн. Калаçмалли-пĕлмелли вара вĕсен темĕн чухлех: кам авланнă, кам качча кайнă, камсем уйрăлнă, мĕншĕн уйрăлнă, кам чирленĕ, кам сывалнă, кам пысăк ĕçе ларнă, кам ĕçсĕр тăрса юлнă тата ытти те, тата темĕн те пĕр. Уйрăмах кам мĕн туянни канăç памасть вĕсене: мĕнле машина илнĕ, ăна хăш патшалăхран кÿрсе килнĕ, кам мĕнле кĕрĕкпе, çĕлĕкпе, пушмакпа çÿрет... Çаксем пурте – калаçмалли сăлтав. Ку ахальтен мар ĕнтĕ. Хăйсем те хитре тумланма юратаççĕ, иккĕшĕн те пĕр тĕслĕ кĕпесем, пĕр йышши пушмаксем е çĕлĕксем. Паллах, упăшкасăр Марьене хальхи самантра капăр çи-пуç туянма çăмăл мар. Тарьен ку тĕлĕшрен майсем ытларах, анчах ун упăшки, укçа тытма пĕлекенскер, кирлĕ-кирлĕ мар япала туянма арăмне ирĕк парасшăнах мар.
Пĕррехинче Марье патне Тарье хăй питĕ юратакан, кăкăрне самаях уçă тытакан симĕс кĕпепе пырса кĕчĕ. Тусĕн çи-пуçĕнчи улшăнăва Марье çийĕнчех асăрхарĕ: унăн мăйĕнче вăчăра йăлтăртатать. Тарье хăй те вăчăринчен кая мар çиçет.
– Епле хитре эс паян! – мухтарĕ ăна Марье. – Халь туянтăн-им?
– Халь туянтăм. Лавккаран тÿрех сан пата килтĕм, – хавасланчĕ Тарье. – Сана та килĕшет-и?
– Килĕшмесĕр, килĕшет çав, – ырларĕ Марье. – Пăх-ха эс ăна, пĕчĕкскер кăна, анчах сăн-сăпата епле улăштарса ярать. Хакĕ те пур пуль-ха.
– Ан та кала, хакĕ пĕчĕк мар, – темиçе нульрен тăракан цифрăна асăнчĕ Тарье.
– Манран ун пеккине туянасси пулмасть ĕнтĕ. Санăнне курса савăнмалли çеç юлать.
– Ман хамăн та çавах: те савăнмалла, те макăрмалла пулать – пĕлместĕп-ха. Ку вăчăрашăн упăшкаран лекет пулĕ. Гриша тем тума та пултарать хăй ирĕк памасăр туяннăшăн. Шутсăр килĕшрĕ те, чăтаймарăм, мĕнпур укçана парсах илсе ятăм.
Тарье пысăк тĕкĕр умне пырса хăй çине ытарайми пăхма тытăнчĕ, вăчăрине мăй тавра апла та капла шутарчĕ. Унтан çаврăнчĕ те:
– Марье тусăм, пулас инкекрен эсĕ çеç çăлса хăварма пултаратăн мана, – тесе хучĕ.
– Мĕнле майпа? – тĕлĕнчĕ лешĕ.
– Ку вăчăрана эпĕ халь сана парса хăваратăп, – çаплах ытарлăн каларĕ Тарье. – Саншăн ĕнтĕ унăн хакĕ те, ăçтан илни те паллă. Акă, чекне те сана паратăп. Паян Гриша ĕçрен таврăнсан пыр пирĕн пата çак вăчăрана çакса. Хăвна килĕшекен кĕпÿне тăхăн...
Тарье шухăшне тинех ăнланчĕ Марье. Каç пулнă-пулман Тарье патне персе те çитрĕ.
– Сан телейÿ пурах, – хаваслăн кĕтсе илчĕ ăна Тарье. – Тин çеç вĕри кукăль çиме лартăмăр. Ирт тÿрех тĕпелелле, лар сĕтел хушшине.
Марье сĕтел патне пынă чухне Тарье ун мăйĕнчи ылтăн вăчăрана асăрханçи пулчĕ.
– Ай-уй, епле хитре вăчăра туяннă эсĕ! – аллине шарт çапрĕ Тарье. – Питĕ килĕшет ку сана! Уйрăмах çак кĕпепе!.. Гриша, пăх-ха Марье çине, епле илемлĕ вăчăра çакнă вăл!
Упăшки арăмĕпе килĕшнĕ пек пулчĕ, «хитре», «аван» текелерĕ. Марье хăйне кукăльпе хăналанă хушăра вăчăрана ăçта, мĕн хакпа туянни çинчен каласа пачĕ.
Тепĕр кунне Марье патне чупсах пычĕ Тарье.
– Пĕтĕмпех йĕркеллĕ, тавах сана, тусăм! – чуптурĕ вăл тусне. – Гриша вăчăра туянма ирĕк пачĕ. Халь ĕнтĕ сан патран илсе кайма тивет.
– Ун кăмăлне çавăрма çăмăлах пулмарĕ пуль-ха? – ыйтрĕ Марье.
– Çăмăл пулмарĕ çав, чылайччен ÿкĕтлеме тиврĕ, – савăнăçлăн пĕлтерчĕ Тарье. – Марье, упăшкасăр юлчĕ пулсан та, вăчăра туянма вăй çитерет, эпир иксĕмĕр те ĕçлетпĕр, çавна та илейместпĕр, – терĕм кÿрененçи пулса. Килĕшрĕ вара...
Упăшкисене сăнчăрланă хĕрарăмсем «ÿкĕтлеме» пĕлеççĕ çав.
***
Хушса çырни. Арçынни – институтра пĕрле вĕреннĕ юлташăм. Нимĕн те тăваймăн, арăмсем пире улталама пĕлеççĕ: вĕсен ултавне вăл та лекнĕ, эс те, вулаканăм, çакланатăнах – пурнăç вĕт.
Источник: "Хресчен сасси"