Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эрех-сăра сутассинчи çĕнĕлĕхсем

12 января 2013 г.

Суту-илÿ ĕçĕнче тăтăшах тĕрлĕ çĕнĕлĕх пулса иртет. Акă январь уйăхĕнчен пуçласа алкоголь продукцине сутассинче хăш-пĕр улшăну вăя кĕчĕ. Ку тĕлĕшри çĕнĕлĕхпе тĕплĕнрех паллаштарма эпĕ район администрацийĕн экономика тата агропромышленность комплексĕн аталанăвĕн пайĕн пуçлăхĕнчен Н. Костинăран ыйтрăм.

– Раççей Федерацийĕн 171 " саккунĕнчи çĕнĕ-лĕхсемпе килĕшÿллĕн малашне сăра продукцине 50 тăваткал метр калăпăшран пĕчĕкрех лавккасенче тата 23 сехетрен пуçласа 8 сехетчен сутма ирĕк çук. Тĕрĕссипе вара хаяр шĕвеке сутасси маларах та çÿлерех асăннă йĕркепех пурнăçланнă, анчах та унăн суту мелĕ спирт тытăмĕнчен килнĕ. Малашне «çăмăл» сăра сутасси те çĕнĕ саккунпа килĕшсе тăмалла. Ку йĕрке барсемпе ресторансене пырса тивмест. Улшăнăва вăя кĕртни сăрана эрех шайне çитернипе çыхăннă.

Çавăн пекех январĕн 7-мĕшĕнчен пуçласа эрех хакĕ ÿсрĕ. Çакăн пирки кăларнă хушу декабрĕн 28-мĕшĕнче кун çути курнă, вăя кĕриччен вара вунă кун иртмелле. Çавăнпа та эрех хакне уйăхăн пĕрремĕш кунĕсенчех хăпартни саккунпа килĕшсе тăмасть. Çапла вара çур литр шурă эрехĕн чи пĕчĕк хакĕ 170 тенкĕпе, коньякăн хакĕ 280 тенкĕпе, брендин хакĕ 250 тенкĕпе танлашать.

Çавăн пекех республика шайĕнче тепĕр çĕнĕлĕх вăя кĕчĕ. Январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа суту-илÿ точкисенче тата обществăлла апатлану предприятийĕсенче алкоголь продукцине пысăк йышпа кану, спорт ĕçĕсене ирттерекен лаптăксем çывăхĕнче ваккăн сутма чарнă.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Праздники сегодня

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика