Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Оринин тăрăхĕнчи маттур ветерансем

12 января 2013 г.

         Оринин тăрăхĕнчи «Орин ен» ветерансен хорĕ Çĕнĕ çула савăк кăмăлпа, пысăк çитĕнÿпе кĕтсе илчĕ, вăл «халăх коллективĕ» ята тивĕçрĕ. Çавăнпах  Орининти Культура çуртĕнче вĕсем куракан умне пысăк программăпа тухрĕç. Юрă-кĕвĕ ăстисен сцена çинчи ăсталăхне  Чăваш Республикин Халăх пултарулăх çурчĕн ертÿçин çумĕ Т.Шамсеева, Т.Ишмуратова методист тата композиторсен ассоциацийĕн членĕ Б.Быков хакларĕç.

         Ветерансен хорĕ йĕркеленнĕренпе вăхăт нумаях та иртмерĕ. Апла пулин те вĕсем анлă программăпа районта анчах мар, ун тулашĕнче те куракан кăмăлне тивĕçтерме ĕлкĕрчĕç. Çавна май юрă-кĕвĕ  ăстисен ячĕ-сумĕ татах та çĕкленчĕ. Тĕрĕссипе вара ветерансен хорĕ сцена çине пĕрремĕш хут  тухсанах кашни куракана тыткăнларĕ, халĕ те вăл халăх кăмăллакан ушкăнсенчен пĕри. Репертуарĕ питĕ пуян вĕсен. Кашни юрри-кĕвви – куракан килĕштерни.

         «Чĕрĕ» сасăпа юрлани юлашки вăхăтра манăçа тухма пуçларĕ ĕнтĕ, «Орин ен» ушкăн шăратаканнисене вара тахçанчченех итлеме пулать. Вĕсем СССР патшалăх премийĕн лауреачĕ, Раççей халăх артисчĕ, Чăваш Республикин тата  Раççей Федерацийĕн искусство ĕçĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, композиторĕ Ф.Лукин  çуралнăранпа  çĕр çул çитнине  халалланă «Тусăмсене юрă-кĕвĕпе савăнтарар» фестиваль-конкурса хутшăнса  лауреат пулчĕç. Кунта вĕсем ыттисен пултарулăхĕпе те паллашрĕç.

         Ветерансен хорне йĕркелессинче пултарулăх ертÿçин В.Александровăн тÿпи пысăк. Вăл – Чăваш Республикин  композиторсен ассоциацийĕн членĕ. Юрă-кĕвĕ пÿлми вара унăн  чăннипех те пуян. Культура ĕçĕнче вăл хĕрĕх çула  яхăн вăй хурать.

         - Сцена çине тухакан кашни ветеран чунтан юрлама тăрăшать. Репетицисене йĕркеллĕ çÿреççĕ. Эпĕ вара вĕсене пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçленишĕн тав тăватăп, - тет юрă-кĕвĕ ăсти Владимир Михайлович.

         Ветерансен хорĕн ÿсĕмĕ вара унта çÿрекенсен шухăш-кăмăлĕнчен, кăмăл-туйăмĕнчен чылай килет. Тивĕçлĕ канăва тухнă хисеплĕ çыннăмăрсемшĕн Культура çуртне килесси ĕç вырăнĕ евĕрех, кунта вĕсем куллен тата палăртнă вăхăтпа çÿреççĕ.

         - Çакăнта çÿреме пуçланăранпа вара хама яшланнă пек туятăп. Черетлĕ Репитици, концерт хыççăн кăмăл-туйăм та çĕкленет, - каласа парать хисеплĕ пĕр ветеран.

         Тепĕр тесен пĕрле пурăнни питĕ кирлĕ. Кунта районти çĕнĕ хыпарсемпе паллашма, пĕр-пĕринпе чуна уçса калаçма пулать. Хисеплĕ ветерансем вара пĕр çемьери пекех килĕштерсе пурăнаççĕ, юрлаççĕ.

Р.Илларионова

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Праздники сегодня

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика