26 декабря 2012 г.
«Çын ĕçпе илемлĕ», - тенĕ асатте-асаннесем ĕç пĕлтерĕшне пысăк хак парса. Ĕмĕртен тĕвĕленнĕ чăнлăх пурнăçра тăтăшах ума тухса пырать. Мал туртăмлă ĕçĕн тĕслĕхĕ çинче ыттисене воспитани парасси пурнăçăн кирек хăш тапхăрĕнче те тĕп вырăнта пулнă. Иртнĕ вăхăтра хирте тупăшса ĕçленĕ «хурçă утсем», çава сасси кайман çуллахи кунсем, талăкĕпе чарăнмасăр ĕçленĕ йĕтемсем, выльăх-чĕрлĕхпе туллии фермăсем ветерансен асĕнчен каймаççĕ. Хăйсен аса илĕвĕсемпе вĕсем паянхи çамрăксене те ял хуçалăх ĕçĕнчен сивĕнмесĕр пурăнма ыйтаççĕ-чĕнеççĕ. Гекта пуçне 40 центнер тухăç панă тыр-пул, 400-шер центнер йăтăннă «иккĕмĕш çăкăр» хирĕсем, утăпа пуян çарансем - йăлтах ĕнерхи уй-хир ĕçченĕсен, паянхи ветерансен асĕнче.
- Раççей Президенчĕ те, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ те ял хуçалăхне аталантарма тĕрлĕрен çул-йĕр сĕнни ыранхи куна пăхтарать. Ку çулпах кайсан районта кĕçех çум ашкăрса ларакан хирсем юлмалла та мар. Çапла пултăрччĕ те. Ял хуçалăх аталанăвне тивĕçлĕ шая çĕклесчĕ. 30 – 40 çул каялла эпир ирхи тăватă сехетре çак юхăнчăкшăн хуçалăх хирне васкаман-çке, - терĕ юлташĕ çине тинкерсе «Оринино» хуçалăхра нумай çул хушши «хурçă утпа» ĕçленĕ, мастер-наладчикра вăй хунă Егор Павлович Ефремов. Унăн сăмахĕсене итлесе эпĕ асаннă хуçалăхрах тĕрлĕ çулсенече кладовщикра, заправщикра, диспетчерта тăрăшнă Валериан Прохорович Иванов çине тинкертĕм. Унăн куçĕнче ĕçтешĕпе пĕрешкел шухăшсене вуласа шухăша кайрăм. Мĕн тăватпăр-ха эпир паян; Кам айăплă унта та кунта юхăнчăк вăй илнишĕн; Хăш-пĕр ертÿçĕсем хăйсен кĕсйи пирки ытларах шутлани çитермест-и-ха çак ÿкерчĕк патне; Эпĕ судья мар, кун çине пурнăç тата халăх хăй хурав парĕ. Анчах юхăнчăкпа сывлăх сунса алă паракан пуçлăхсен кайран ÿкĕнмелле пулмĕ-ши? Манăн ку сăмахсем «Оринино» хуçалăх пирки мар. Кунта ыранхи кунпа пурăнакансем ытларах пулни хуçалăха аталану çулĕпех илсе пыма пулăшаççĕ...
75 çулхи Егор Павлович çак тăрăхри Вăрманкасси ялĕнче çуралса ÿснĕ, кунтах хăйĕн пурнăç йăвине çавăрнă. Зоя Тимофеевна мăшăрĕпе тăватă ача çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă.
Тăватă ача ашшĕ Валериан Прохорович та ĕç ĕмĕрне «Оринино» хуçалăхрах ирттернĕ. Арăмĕ, Раиса Васильевна, вĕрентекен пулнине пăхмасăрах, ял хуçалăх ĕçĕнчен, çĕр çинче тăрмашассинчен катаран тăман. Пĕр çăвартан тенĕ пек пурăннăскерсем паян та пĕрлех ветерансен хорне юрлама çÿреççĕ. Каласа хăвармалла, В.Иванов хăй вăхăтĕнче ялти драма кружокĕн активлă членĕ пулнă: хăй тĕллĕн вĕреннĕ артист пултарулăхĕпе ял çыннисене те сахал мар савăнтарнă.
Ырă ĕç ырăпа таврăнать теççĕ. Манăн аслă ăрури ĕçтешсен тăрăшулăхĕ Оринин тăрăхĕнче паян та курăнать.
А.Белов
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"