Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕнче призерĕ

02 ноября 2013 г.

Тĕнче призерĕ

Муркашри В.Егорова ячĕллĕ спорт шкулĕнчен ку таранччен чылай паллă спортсмен тухнă, вăл шутра спортăн пирĕн тăрăхра анлă сарăлман енĕсемпе те.

Акă нумаях пулмасть Китайри Вуси хулинче юниорсен тата кадетсен  ухăран перессипе тĕнчере мала тухассишĕн иртнĕ ăмăртăвĕсем вĕçленчĕç. Раççейĕн пĕрлештернĕ командинче Чăваш Ен хĕрĕ  Елена Елизарова та пулнă. Юниорсен категорийĕнче пирĕн команда кĕмĕл призер  пулса тăнă.

Елена шăпах пирĕн районти В.Егорова ячĕллĕ спорт шкулĕнчен (халĕ В.Егорова ячĕллĕ Олимп резервĕсен  ачасемпе çамрăксен 1 номерлĕ ятарлă шкулĕн филиалĕ шутланать) тухнă.  ЧР тава  тивĕçлĕ  тренерĕ Иван Воробьев  патĕнче утăм хыççăн утăм  ăсталăха туптанă. Çакăн пек пысăк çитĕнÿ патне çул пĕр  тикĕс те тумхахсăр пулман паллах, анчах та тренер ачана вăхăтра интереслентерме пултарни тата Еленăн çирĕп кăмăлĕ çĕнтернĕ. Е.Елизарова районти спорт шкулĕ хыççăн Олимп резервĕсен училищине вăренсе пĕтернĕ, халĕ малалла аслă пĕлÿ илет.

Çакăн пек хастар çамрăксемпе В.Егорова ячĕллĕ спорт шкулĕ те, пирĕн район та тивĕçлипех мухтанма пултараççĕ. Тин кăна спорт çулĕ çине тăнисен вара кун пеккисенчен тĕслĕх илмелле.

                                                                                                                                                                                                                                           Н.Димитриева

 

 

 

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Праздники сегодня

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика