Хăшĕ-пĕри 2016 çул хыççăн амăшĕн капиталне пăрахăçлама сĕнет. Патшалăх пĕр хутчен паракан 400 пин тенке хĕрарăмран туртса илсен бюджета виçĕ çулта 300 млрд тенкĕ перекетлеме май пур иккен. Анчах та ĕç-пуç малашне йĕркеллех аталанĕ-ши? Çемье, патшалăх никĕсĕ шутланаканскер, чăл-пар саланмĕ-ши? Иккĕмĕш, виççĕмĕш ачасем кун çути курĕç-ши?
Енчен те вунă çул каярах кашни виççĕмĕш çемье арканнă пулсан, халĕ - кашни иккĕмĕш. Официаллă мар статистикăн ÿкерчĕкĕ тата та хăрушăрах: пирĕн çĕр-шывра мăшăрсен 80 проценчĕ уйрăлать. Çемье арканнăшăн ытларах кам айăплă? Паллах, кун пек чухне пĕрне ырласа теприне хурлаймăн. Урăхла каласан, упăшки те, арăмĕ те айăплă. Мĕнле сăлтава пула уйрăлаççĕ-ши? Респондентсем палăртнă тăрăх пĕрремĕш вырăнта - çемье чухăнлăхĕ. Ача-пăчана тăрантарма, тумлантарма, вĕрентме çăмăл мар хальхи вăхăтра. Ара, ача тумтирĕн хакĕ аслисеннипе пĕр танах вĕт е хаклăрах та. Унсăр пуçне çитĕнекен организмшăн апат та витаминсемпе пуян пулмалла. Çăкăрпа тата çĕр улмипе çеç тăрантараймăн ăна.
Потребительсен карçинккинче ача курткине - виçĕ, атă-пушмака икĕ çул валли туянмаллине палăртнă. Анчах та çамрăк шав малаллах-çке, пĕр курт- кăна виçĕ çул тăхăнма пултарĕ-ши вăл?
Раççейре çулсерен 300 пине яхăн ача чакать. «Пепкесем ытларах çуралаççĕ пулсан та 2025-мĕш çул тĕлне пирĕн çĕр-шывра 150 млн çын пуçне 22 млн ача çеç юлать, - тет Раççей Президенчĕ çумĕнчи ача прависемпе ĕçлекен уполномоченнăй Павел Астахов. - Тĕрĕссипе, нефтьпе газ мар, шăпах вĕсем пирĕн пуянлăх».
Амăшĕн капиталĕ демографи лару-тăрăвне самай лайăхлатрĕ: ачасем чылай çуралма пуçларĕç. Хăш-пĕр регионта çуралакансен шучĕ вилекенсенчен иртрĕ. Çак шутрах Чăваш Енре те. Унсăр пуçне пулăшăва пула чылай çемье çурт-йĕр условине лайăхлатать, хăшĕ-пĕри капитал укçи-тенкине ачине вĕрентме усă курать.
Çитмен пурнăç харкаштарни пирки пурте пĕлетпĕр. Тепĕр чухне пĕр-пĕрин çине алă та çĕкленет. Çавна май çемьере вăрçă тухать. Пĕччен пурăнма çăмăлрах тесе кил-çуртран ытларах чухне арçын тухса каять. Вăл мăшăрĕнчен, ачисенчен тата алиментран тарать.
Статистика кăтартăвĕ тăрăх – ыйтса пĕлнисенчен 10 проценчĕ çеç çемйине сыхласа хăварма тăрăшать, 11 проценчĕ вара уйрăлма васкать ?çирĕм çул каярах вĕсен шучĕ 5 процентпа танлашнă%.
Патшасен вăхăтĕнче мăшăра чиркÿ кăна уйăрма пултарнă. Çемьене пур-çукшăн аркатман вăл. Акă XIX ĕмĕрти статистикăна илер-ха: 1840 çулта Раççейĕпе 198 мăшăр уйрăлнă, 1880 çулта - 920, 1890 çулта - 942. 1897-мĕш çулхи çырав тăрăх - 1000 арçын пуçне пĕр уйрăлнăскер тĕл пулнă, 1000 хĕрарăм пуçне - иккĕ.
Паянхи ÿкерчĕк пачах урăхла. Çемье арканассипе Раççей малта пыракан çĕр-шывсенчен пĕри. Сăлтавĕ вара тĕрлĕрен: чухăнлăх, пĕр-пĕрне улталани, çурт-йĕр çукки, пĕр пек шухăшлă пулманни, тăвансем хушша-хуппа кĕни, ача çуратма пултарайманни тата ытти те.
Пирĕн республикăра кăçалхи сакăр уйăхра 6202 мăшăр пĕрлешнĕ, 3070 çемье саланнă. «Кампа çÿç шуратнă, çавăнпа пурăнса ирттермелле» текен ваттисен сăмахĕн пĕлтерĕшĕ паян самаях кивелчĕ-ши?
Валентина ПЕТРОВА.