Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирĕн вĕренекенсем - çĕнтерÿçĕсем

23 октября 2013 г.

   Атапай шкулĕнче вĕренекенсем вĕренÿре те, ытти конкурс-ăмăртусенче те хастар пулма тăрăшаççĕ.

Нумаях пулмасть 5-7 классенче вĕренекенсем Шупашкар хулине кайса килчĕç. Вĕсем Лакрей  вăрманĕнче пулса курчĕç, пăр çинче конькипе   ярăнчĕç.

   Çав кунах Шупашкарта маунтинбак енĕпе ăмăрту иртрĕ. Республика шайĕнчи ăмăртăва пирĕн шкулти  вĕренекенсем те хутшăнчĕç.  6 класра вĕренекен  Снежана Музыкова  пĕрремĕш вырăн çĕнсе илме пултарчĕ.

   Çав кунах Шупашкарта Мускав районне  йĕркеленĕренпе 40 çул çитнине паллă турĕç. Республика кубокне çĕнсе илессишĕн велоспорт енĕпе иртнĕ ăмăртура пирĕн шкулти Никита Орлов пĕрремĕш вырăна тухрĕ.

   Çĕнтерÿçĕсене ЧР физкультурăпа спорт министрĕ С.Мельников тата тĕп хулан Мускав район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Петров саламларĕç.

   Снежанăпа Никитăшăн эпир  те питĕ савăнтăмăр.  Иван Воробьев тренер патĕнче ăсталăха туптакан  çамрăк спортсменсене малашне те ăнăçусем тума сĕнетпĕр.

 А.Атласкина,  Атапай шкулĕнче 7 класра вĕренекен  

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Праздники сегодня

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика