19 октября 2013 г.
Орининти культура çурчĕ çумĕнче йĕркеленнĕ халăх пултарулăх ушкăнĕсем ял тăрăхĕнчи çынсене пĕтĕçтерсе тăраççĕ. Виçĕ ушкăна 75 çын таран хутшăнать. Çавăн пекех кăçал йĕркеленнĕ «Пучах» фольклор ушкăнне 20 яхăн çын çÿрет.
Ушкăнсене хавхалантарас тесе çуллахи уйăхсенче тĕрлĕ кану ĕçĕсем йĕркелерĕмĕр. Ф.Лукин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ май «Орин ен» ветерансен хорĕ Красноармейски районĕн кунне те çитсе килчĕ. Çавăн пекех çак ушкăн Пушкăрт республикине К.Иванов çуралнă вырăна кайса курчĕ. «Шуракăш» юрăпа ташă ансамблĕ Дагестан республикинчи культура традицийĕсемпе те паллашрĕ. Артистсене хавхалантарас тесе ертÿçĕсем Дивеевăна çитсе килме те майсем тупса пачĕç. Çакăн пек усăллă кану йĕркелеме пултарнăшăн хамăр ертÿçĕсене тав сăмахĕ калатпăр.
Сентябрĕн 28-мĕшĕнче «Шуракăш» ансамблĕн художество пултарулăх ертÿçи Владимир Александров Улатăрта иртнĕ фестивальтен дипломпа таврăнчĕ. Инвалидсен регионсем хушшинчи культурăпа ыр кăмăллăх фестивалĕнче унăн пултарулăхне тивĕçлипех хакланă – «Музыка пултарулăхĕ» номинацире В.Александров иккĕмĕш вырăн йышăнма пултарнă.
Çулла çуна, хĕлле урапа хатĕрлеме хушнă ваттисем. Çавна асра тытса вырăнти культура çурчĕсенче чылай ĕç туса ирттертĕмĕр.
Халĕ культура çурчĕсенче репетицисем пуçланчĕç. Умра - çĕнĕлĕхсем, улшăнусем...
2013 çул пирĕншĕн Орининти халăх театрĕ йĕркеленнĕренпе 95 çул çитнипе те палăрăмлă пулса тăрать.Çакна халалланă уява та чыслăн ирттерме шухăшлатпăр. Пирĕн ял тăрăхĕнче хастар çынсем нумай, вĕсем те çак ĕçе активлă хутшăнасса шанса тăратпăр.
Г.Иванова, методист
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"