Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шкул форми патне таврăнса

24 августа 2013 г.

Çуллахи каникул ĕнер кăна пуçланчĕ пек. Виçĕ уйăх чун каниччен выляма, канма, тăраниччен çывăрма май пурришĕн савăнчĕ ача-пăча. Шутлă кунсем иртсе кайнине сисмерĕмĕр те. Кĕçех çĕр-шыври пин-пин ача каллех парта хушшине вырнаçĕ, пĕлÿ çулĕпе малалла утĕ.

Хам пĕрремĕш класа кайни халĕ те асра... Шап-шурă саппунпа, хăмăр кĕпепе, илемлетсе çыхнă пысăк хăюпа, чечек çыххипе аннепе çавăтăнса шкула пырса кĕтĕмĕр.

Вунă çул çак тумпа утнă эпир шкула. Никам та пĕр-пĕрне «сан çи-пуçу килĕшÿсĕр» тесе тиркешмен, çакнашкал тумланнăшăн пирĕнтен пĕри те ÿпкелешсе калаçман.

Çулсем иртрĕç. Вун тăватă çул каялла аслă хĕрĕм шкул алăкне уçса кĕчĕ. Ун чухне пĕр пек тум пирки тахçанах маннăччĕ. Çапах кăвакрах симĕс тĕслĕ кофтăпа юбка тăхăнма ыйтрĕç. Костюма савăнсах çыхтартăмăр. Тем сăлтава пула ку çи-пуç та манăçа тухрĕ. Вĕлтĕр-вĕлтĕр кĕпесемпе çÿремерĕç-ха ачасем шкула, костюмпах утрĕç. Анчах кашни тĕрлĕрен суйларĕ. Пĕлÿ çурчĕн алăкне уçса кĕрсен пĕр-пĕр пасара лекнĕнех туйăнатчĕ: кам мĕнле пĕлет, çавăн пек тумланнă. Аслăраххисене уйрăмах, учительтен уйăрса илме те çукчĕ. Тепри, ашшĕ-амăшĕн енчĕкĕ хулăнраххи, вĕрентекенрен те капăртарах тумланнине асăрхама пулатчĕ.

Хăш-пĕр вĕренÿ заведенийĕнче шкул форми майĕпен каялла таврăнма тытăнчĕ. Лицейсемпе гимназисенче тахçанах пĕр пек тумпа çÿреççĕ. Пĕр йышши форма суйласа илнĕ шкулсем те пур республикăра. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче ачасен 49 проценчĕ ятарлă костюмпа çÿренĕ.

Кăçалхи çĕртме уйăхĕн 4-мĕшĕнче ЧР Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕн çумĕ Светлана Петрова ирттернĕ пресс-конференцире 2013 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен республикăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан кашни вĕренÿ учрежденийĕнче шкул форми кирли çинчен калаçнă. «Чăваш Республикинчи вĕрентÿ çинчен» саккун проектĕнче çак тум мĕнлерех пулмаллине палăртнă.

«Кашни вĕренÿ учрежденийĕн хăйĕн тумне çирĕплетмелле. Унăн тĕсне, вăрăмăшне, фасонне шкул дирекцийĕн ашшĕ-амăшĕпе тата ачасемпе пĕрле татса памалла. Çак ĕçе тапхăр-тапхăр та йĕркелеме юрать. Чи кирли - костюм ĕçлĕ çын стилĕпе пĕр килмелле», - палăртнă Светлана Петрова.

Ачасем шкул форми патне каялла таврăнассине чылайăшĕ ырласа йышăнчĕ. Республикăри пур шкулта та çак ыйтупа ашшĕ-амăшĕпе пухусем ирттернĕ. Çакăнтах çĕвĕ предприятийĕсенчи ĕçченсемпе те тĕл пулу йĕркеленĕ, костюм фасонĕсемпе паллашнă. Шупашкар районĕнчи Кăшавăшри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул, сăмахран, тÿрех çĕвĕ фирмисемпе килĕшÿ тунă. Ку шкулта пуçламăш классем, вăтам звенорисем хăйсем ятарлă тумсем çĕлетме е илме палăртнă. Аслă классем кăçаллăха хăйсем суйласа илнĕ костюмпах çÿрĕç. «Хĕрĕме валли хулăн кофта, жакет тата икĕ тĕрлĕ юбка саккас патăм. Пурĕ пĕрле 3 пин тенке çеç ларчĕ. Пĕлтĕрхи костюм хаклăрах пулнăччĕ», - савăнса пĕлтерет икĕ ача амăшĕ В.Чистякова.

Çĕр çыннăн - çĕр шухăш. Э.Солдатовăна паллă пĕр фирма сĕннĕ костюмсем кăмăла кайман. Хĕр пĕрчийĕн тепĕр çул çеç шкул алăкне уçса кĕмелле-ха, анчах амăшĕ халех шухăшлать пулас форма пирки. «Вунă çул каялла кăларнă фасона паян мĕншĕн тăхăнтартмалла? Пĕрремĕш класа каякансен тумне кăшт илемлĕрех çĕлетес килет», - палăртать вăл хăй шухăшне.

Кăшавăшри шкула çÿрекенсене валли çеç мар, республикăри тата нумай вĕренекене валли тум çĕлесе параççĕ çав фирма ĕçченĕсем. Çавна пула Пĕлÿ кунĕ тĕлне пур саккаса та пурнăçлама та ĕлкĕреймеççĕ вĕсем. Е.Гаврилова йĕкĕреш валли тинтерех çеç костюм çĕлетме панă. Тумтир çитес уйăхăн çурринче çеç хатĕр пулĕ. Пĕлÿ кунне пĕлтĕрхи çи-пуçпах кайма тивĕ ывăлĕпе хĕрĕн.

Красноармейски салинче шкул ачисем виçĕ тĕрлĕ тум хатĕрлĕç: шурă кĕпе - уявра тăхăнма, сăрă тĕсли - кашни кун çÿреме. Спорт тумне те пурин те пĕр тĕслĕ илмелле.

Вăрмар районĕнчи Арапуçра кăçаллăха çĕнĕ форма çĕлетме тăхтас тенĕ, костюм тĕсне çеç пĕр пеклетме йышăннă.

Пĕлĕшĕн ывăлĕ кăçал Шупашкарта пĕрремĕш класа каять. Ĕçлеме тивнĕрен пухăва çитеймен амăшĕ. Темиçе кунран вăл вĕрентекен патне шăнкăравласа шкул формине ăçта тата мĕнле фасонпа çĕлетмеллипе кăсăкланать. Анчах çакă педагогăн асĕнче юлман.

Аслă класра вĕренекенсенчен хăшĕ-пĕри шкул форми тăхăнасшăн мар. Çамрăксене «çураçтарас» тĕллевпе тĕп хулари кăнтăр-хĕвел анăç районĕнчи пĕр шкулти администраци вĕренекенсене сумлă мероприятисене тÿлевсĕр илсе кайма шантарнă.

Кÿкеçри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 1-мĕш вăтам шкулта аслă классенчи яшсемпе хĕрсен форми пирки çак уйăх вĕçĕнче çеç пухăнса калаçĕç. Пĕр евĕр костюм илме тĕв тусан ĕлкĕрме пулĕ-ши икĕ-виçĕ кунра?

Вăрмар районĕнче пурăнакан М.Ивановăна шкулти пухура суйласа илнĕ сараппан килĕшмен. «Ытти амăшĕсем те кăмăлсăр. Пусма пахалăхĕ начар», - кăмăлсăррăн пĕлтерет вăл. «Кайран калаçса çÿриччен малтанах татса памалла пулнă та пăшăрхантаракан ыйтăва», - калаçăва хутшăнатăп хам та. «Администраци хăех йышăннă, пиртен ыйтсах тăман», - хуравларĕ вăл.

ЧР Вĕренÿ министрĕн çумĕ Светлана Петрова пĕлтернĕ тăрăх - шкул формине ăçта тата хăш предприятире çĕлетессине ашшĕ-амăшĕпе татса памалла. Шкул дирекцийĕ çак ыйтăва хăй çеç уçăмлатни ачасемпе ашшĕ-амăшĕн кăмăлне шута хуманни, хисеплеменни пулать.

Шкул форми пур ачана та пĕр пеклетет. Сахал тупăшлă çемьерен-и, е ытлă-çитлĕ пурăнакан йышран-и - пĕр пек тумпа вĕренекен ыттисенчен нимпе те уйрăлса тăмасть.

Регина ЯХОНТОВА

Источник: "Чăваш хĕрарăмĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Праздники сегодня

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика