Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕсене влаç та итлет

15 декабря 2012 г.

Иртнĕ эрнере республикăри чи хастар хĕрарăмсем хăйсен черетлĕ пухăвне пуçтарăнчĕç. Калаçмалли, сÿтсе явмалли, паллах, яланхи пекех пайтах. Çапах та чи курăмли, ман шухăшпа, пурнăçа кĕртме май килнĕ проектсем. Хĕрарăмсен канашне Хисеп хучĕпе чысланă май граждан обществинче этемлĕхĕн вăйсăр теме хăнăхнă çурри пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăннине ахальтен мар-тăр республика Пуçлăхĕ те палăртрĕ.

Пĕр танлăх. Аталану. XXI ĕмĕрти тăнăçлăх - Раççей хĕрарăмĕсен союзĕн çак программине тĕпе хурса ĕçленĕ республикăра. Çавна май амăшĕпе ачин, çемьен пурăнмалли условийĕсене лайăхлатма, обществăра хĕрарăм статусне çĕклеме, ун тĕлĕшпе дискриминацие чакарма пултарнă. Юлашки çулсенче республика социаллă-экономика пурнăçĕнче курăмлă улшăнусем пулса иртнĕ. Çакăнта, паллах, Хĕрарăмсен канашĕн тÿпи те пур.

Чи малтанах, юлашки 20 çулта пĕрремĕш хут ача çураласси çын вилессинчен ытларах ÿснĕ. Хĕрарăмсен ĕмĕрĕ тата икĕ çул вăрăмланнă. Амăшлăхпа ачалăха хÿтĕлесе пирĕн республикăра нумай ĕç пурнăçланине палăртма кăмăллă. Кун пирки пирĕн хаçат çырсах тăрать те çапах та аса илтерни пăсăк пулас çук.

Виççĕмĕш тата ытларах ача çуралсан çĕр лаптăкĕ уйăрса параççĕ.

Виççĕмĕш тата ытларах ачашăн амăшĕн капиталĕ çумне 100 пин тенкĕ хушса тÿлеççĕ.

Ача садне çÿремен пепкесемшĕн 4330 тенкĕ хушма тÿлев тивĕçет.

2013 çултан пуçласа шăпăрлансене усрава /опекăна/ илекенсене пĕр хутчен 300 пин тенкĕ параççĕ.

Çĕнĕ çулта вăя кĕрекен тата лайăх хыпар пур амăшĕсемшĕн - нумай ачаллă çемьесем хушма тÿлеве тивĕçĕç.

Чăваш Ен ертÿçисем Хĕрарăмсен канашĕн хастарĕсен сĕнĕвĕсене шута илнине палăртрĕ республика Пуçлăхĕ. Пĕр шухăшлă пулни нумай ыйтăва татса пама пулăшать. Çакă цифрăсенче те курăнать. Калăпăр, 2009 çулта тин çуралнă 51 ачана амăшĕсем больницăсенчех пăрахса хăварнă, 2011 çулта çак кăтарту 32-пе танлашнă. 2009 çулта 516 çынна ашшĕ-амăшĕн прависĕр хăварнă пулсан 2011-мĕшĕнче - 340.

Районсенчен килнĕ делегатсен кашниннех хăйсен ĕç-хĕлĕ çинчен каласа кăтартмалăх пур. Сăмахран, Улатăрсем ытларах патриотизм воспитанийĕ енĕпе ĕçлеççĕ. Патăрьелсене сывă пурнăç йĕрки çывăхрах. Муркашсем вара чăвашăн авалхи йăли-йĕркине упраса хăварма ăнтăлаççĕ. Етĕрнесене хĕрарăмсене ĕçпе тивĕçтересси пăшăрхантарать. Лару-тăру лайăх енне улшăннă пулсан та - 2010 çулта 741-ĕн ĕçпе тивĕçтерекен центра пынă пулсан кăçал чÿк уйăхĕччен - 542-ĕн - ыйтăва татса панă теме çук-ха. 74 хĕрарăм хăйĕн ĕçне пуçланă, 99-ăн профессине улăштарнă. Етĕрнесем ырă сĕнÿпе тухрĕç - Сăр хĕрринче тахçанах Ял хĕрарăмĕн кунне анлăн паллă тăваççĕ-мĕн, мĕншĕн ăна республика шайне çĕклес мар? Вĕренÿ министертствинчен те пулăшу ыйтрĕç пухăннисем - “Çемье пурнăçĕн этикипе психологийĕ” предмета шкул программине тавăрсан аван пулмалла.

Хĕрарăмсене итлесе ларнă май Михаил Игнатьев та чăтса çитереймерĕ, тепĕр хут сăмах илчĕ. Кăçал хулара Ача кĕтекен хĕрарăмсен фестивалĕ иртнĕччĕ /”ЧХ” анлă çутатнăччĕ ăна/. Нумайăшĕ çакăн пирки пĕлеймесĕрех юлнă-мĕн. Кур-ха - пăшăрханăва республика Пуçлăхĕ патнех çитернĕ! Малашне ку фестивале те çÿллĕрех шайра ирттерме сĕнчĕ Михаил Васильевич. Сĕнÿсем татах та пулчĕç. Шупашкар хĕрарăмĕсен канашĕ “Чи лайăх атте” конкурс ирттерет. Малашне ăна çулсерен çĕртме уйăхĕн 2-мĕшĕнче йĕркелеме палăртнă. Мĕншĕн асаннесемпе асаттесен те тупăшмалла мар? Юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче Асатте-асанне кунне тĕнчипех паллă тăваççĕ, пирĕн те юлма юрамсть. Тĕрлĕ ыйтăва хĕрарăмсем хăйсен вăйĕпе татса пама ăнтăлаççĕ. Мĕншĕн Хĕрарăмсен канашĕ çумĕнче арçынсен уйрăмне йĕркелемелле мар? “Элара” завод ертÿçисем, каллех хĕрарăмсем сĕннипе, унта вăй хуракан амăшĕсене хăйсен капиталне - 15 пин тенкĕ - тÿлеççĕ. Мĕншĕн вĕсенчен ыттисен тĕслĕх илмелле мар? Шупашкарсемех тухтăрпа уçăлса çÿрессине йĕркеленĕ. Çакă ыттисене килĕшни те куç кĕрет. Елчĕксем вара хĕрарăмсен спорт фестивальне ирттерме сĕнеççĕ...

Ырă ĕçсем çинчен вăрах калаçма пулать, анчах татса парайман ыйтусем те канăçсăрлантараççĕ. Хĕрарăм предпринимательсен, кил хуçи арăмĕсен кăткăслăхĕсемпе кăсăкланмашкăн хальлĕхе алă çитмен. Йĕплĕ пралук леш енче республикăра тымар янă 275 хĕрарăм вăхăта ирĕклĕхсĕрте ирттерет. Мĕн кĕтет вĕсене унтан тухсан? Интернатсенче патшалăх хÿттине тупнă тăлăхсем 18 тултарсан ăçта кайĕç? Нумайăшĕн пурăнмалăх кĕтесĕ те пур, анчах та ĕçкĕ авăрне путнă ашшĕ-амăшĕ коммуналлă тăкаксене саплаштармасăр пурăннипе вышкайсăр парăма кĕрсе ÿкнĕ. Паллах, кун пек чухне влаç пулăшмасăр ыйтăва татса параймăн. Укçа-тенкĕ енчен йывăрлăха лекнисене Ача-пăча фончĕ пулăшасса шаннине палăртрĕ республикăри Хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи Ольга Зайцева. Сăмах май, канашăн XVI съезчĕ отчетпа кăна мар, суйлав тĕлĕшпе те иртрĕ. Хĕрарăмсен ертÿçи пулма - вулакан каçартăр, çаплах çырас килчĕ - Ольга Юрьевнăнах шанчĕç. Унсăр пуçне ытти сĕнÿсемпе пĕрле çĕнĕрен çуралнă шухăша та ырласа Попечительсен канашне йĕркелеме палăртрĕç. Унăн ертÿçине вара Лариса Игнатьевăна суйларĕç.

“Эсир сĕннине йăлтах ЧР Министрсен Кабинетĕнче пăхса тухăпăр”, - шантарчĕ Михаил Игнатьев. “Ĕненĕр, эпир те парăмра юлмăпăр”, - республика хĕрарăмĕсен ячĕпе пĕтĕмлетрĕ Ольга Зайцева.

 

Источник: "Чăваш хĕрарăмĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Праздники сегодня

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика