Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ватлăх çулĕсене пăхмасăрах.

24 ноября 2012 г.

Ватлăх çулĕсене пăхмасăрах.

Ватлăх çулĕсене пăхмасăрах.

 

«Путь Ильича» агрофирма Мăн Шаптакалла каякан автоçул хĕрринче вырнаçнă столовăй иртен-çÿрене тутлă апат шăршипе çеç мар, поварсен ăшă кăмăлĕпе те илĕртет. Кунта пĕрре апатланнă çын иккĕмĕш хут кĕретех. Типтерлĕ те вăр-вар, çепĕç чĕлхеллĕ Маргарита Саптеевăпа  Раиса Ремнева поварсем кирек  мĕнле çанталăкра та хапăл тăваççĕ çав, апатланакансен кăмăлне туллин тивĕçтерме тăрăшаççĕ. Агрофирма ĕçĕсем ăнса пынинче вĕсен тÿпи те курăмлă.

Раиса Васильевна – пилĕк ача амăшĕ. Миçе çынна тутлă апат çитермен-ши вăл тĕрлĕ çĕрте нумай çул поварта ĕçлесе, мĕн чухлĕ тав сăмахне тивĕç пулман-ши; Нихăçан та пуç уснине, салхуллă çÿренине курман теççĕ ун çинчен пĕлĕшĕсем.  Пурне те ыррине кăна сунакан çак  хĕрарăм хăй те яланах телейлĕ, йăл кулса çеç пурăннă пек туйăнать. Анчах туйăнать çеç çав. Шел пулин те, ыррипе усалли юнашарах çÿреççĕ тейĕн. Пурнăç Раиса Васильевнăна та тÿнтер енне кăтартса хыттăн тĕрĕсленĕ. Çапах та вăл йывăрлăхсене çĕнтерсе ура çине татах та çирĕпрех тăма хăнăхнă.

Рая Отар ялĕнче (халĕ вăл район картти çинче те çук ĕнтĕ) тĕнчене килнĕ. Пилĕк ачаллă çемьере асли пулнă май ялти ытти ачасем пекех пĕчĕклех çĕр ĕçне хутшăннă. Ал ĕç ăсталăхне ăша хывма тăрăшнă, шăллĕсемпе йăмăкĕсене,хăех ăсталанă пуканисене «тутлă» сăйлама тăрăшнă. Кашмашри сакăр çул вĕренмелли шкултан вĕренсе тухсан тÿрех Шупашкара повар ăсталăхне алла илме çул тытнă.

Миçе каччă ăмсанса пăхман-ши çутă сăнлă, кăмăллă, тăрăшуллă хĕр çине; Анчах канмалли кунсенче кукамăшĕ Патне хăнана килнĕ пикене  Чамăш каччи Герман Блинов пĕрре куçран вĕçертмен. Райăпа Гера пĕрлешнĕ те Чамăш ялĕнче çĕнĕ урам пуçласа капăр, хăтлă çурт лартса пурăнма пуçланă. Çĕнĕ мăшăрăн пĕрин хыççăн тепри виçĕ пăхаттир – Алеша, Андрей, Миша çуралнă. Çамрăк çемье вăй илсе çирĕпленсех пырать.  Анчах унăн телейне  «симĕс çĕлен» хупăрлать. Хăйĕн ашшĕпе пулса иртнĕ пĕр ÿсĕр харкашура Гера пурнăçран уйрăлать.

Мĕн тери инкек, мĕнле пысăк çухату! Хĕрарăм виçĕ пĕчĕк ывăлĕпе тăрса юлать. Çук, пĕччен мар.  Райăна хăйĕн тăрăшулăхне кура тус-юлташĕсем, тăванĕсем пулăшни хавхалантарать, шăпăрланĕсем сывă, çирĕп, ăслă-тăнлă  çĕкленсе пыни çĕнĕ вăй хушать. Кичемлĕхпе тунсăх вали вăхăт юлмасть çамрăк хĕрарăмăн. Нимĕнле мулпа танлаштарайми виçĕ тĕпренчĕкĕ пур-çке унăн. Вĕсемшĕн пурăнмалла! Пĕтĕм вăйне, вăхăтне, тÿсĕмлĕхне вĕсемшĕн парать вăл. Вĕсем çывăрса кайсан çут çанталăк илемне,  чечексемпе кайăксен хитрелĕхне тĕрре хывать.  Хăйне ăнланма, пулăшма, савăнăçĕпе хуйхине çурмалла пайлама хатĕр çын пурри те çунатлантарать. Кÿршĕ ял каччи, хăйне çирĕп шанакан Владимир Ремнев, унăн ывăлĕсене ашшĕ пулма иккĕленсе, шикленсе тăмасть. Владимир Раиса çемье  лавне пĕрле туртма тытăнаççĕ.  Пĕр-пĕрне хисеплени, ăнланни, пулăшни çемьене  татах çирĕплетет. Лайăх, мал ĕмĕтлĕ шухăшсем, çепĕç туйăмсем, ырă ĕçсем чунсене  сиплемелли чи лайăх шерпет çав. Часах çемьере тепĕр ывăл – Борис хутшăнать.  Тăватă пăхаттир хыççăн çут тĕнчене  хĕвел сăнлă Олеся килет. «Вăл çуралнăшăн пирĕнпе пĕрле савăнман çын та юлмарĕ пуль таврара», аса илет Раиса Васильевна. Вĕренÿре те, спортра та, ытти ĕçсенче те савăнтарать Олеся. Халĕ ĕнтĕ вăл Чăваш патшалăх педагогика университечĕн  физвоспитани факультечĕн студентки.

Ачисене чунтан юратнă пулин те, ачашланса нăйкăшма паман Раисăпа Владимир.  Вĕсем пĕри тепринчен ĕçченлĕхе, тирпейлĕхе,  чун пахалăхĕн ырă  енĕсене упрама вĕренсе ÿснĕ. Ывăлĕсем пурте çар хĕсметĕнче пулса Тăван çĕр-шыв умĕнчи сăваплă тивĕçе пурнăçланă, ырă ятсемпе, наградăсемпе таврăннă. Халĕ хамăр районта яваплă вырăнсенче ĕçлеççĕ. Мăшăрĕсене те инçетре тата вăрах шыраман йĕкĕтсем. Маттур каччăсем вали сатур пикесем – икĕ Надя, Оля юнашар ялсенчех ÿссе çитĕннĕ.

Халĕ ĕнтĕ çемьене  мăнуксем те хитрелетеççĕ. «Маçаккипе мамакки пĕлĕм пĕçереççĕ», - текеннисем çиччĕн Раиса Васильевнăпа Владимир  Борисовичăн. «Пурнăç йывăççи татах та туратсем хушса ешермелле-ха. Бориспа Олеся çемьеленме те ĕлкĕреймен. Килес кин тата пулас кĕрÿ  вырăнĕсем пушах.

Ялти хĕрарăм вăл – фермер. Унăн хăйне тата  çемйине апат-çимĕçпе, хăй çыхнă чăлха-нускипе тивĕçтерме агроном та, ветеринар та, доярка та пулма тивет. Çапах та уншăн чи пысăк телей – пĕтĕм çемье çав сĕтел тавра пĕрле пуçтарăнни. Раиса Васильевна та çав хаваслă самантсене тÿсейми кĕтет. Сĕтел çинче вара ашĕ Те, сĕчĕ те, çăмарти те, улми-çырли те – веçех тăван анкартинче йышпа çитĕнтерни. Пĕрле пухăнсан кулăш-халал та тупăнсах тăрать, шÿт туса çитсен шÿрпе татах та тутлăрах.

Çемьере кăна мар, обществăлла ĕçсенче те, клубра та кĕтнĕ çын Раиса Васильевна. Вăл ветерансен хорне çÿрет.  Ĕне сунă чухне те, çум çумланă чухне юрласа ĕçлет-ха хастар хĕрарăм.  Анчах хорта чун уççи -  юрăсăр пуçне тантăшсемпе тĕл пулни, калаçни-шÿтлени кăмăла хăпартать.

Çапла, хаваслă, ырă кăмăллă, савăнăçĕпе ыттисене те хавхалантаракан çынсем сахалрах  чирлеççĕ, чирлесен те  çăмăллăнрах сывалаççĕ. Нумайрах пурăнаççĕ. Вĕсене ватлăх часах хăваласа çитеймест. Раиса Васильевна – вĕсен йышĕнче. Акă паян та Ремневсем «Путь Ильича» хуçалăха çăмăллăн та патваррăн утаççĕ. Владимир Борисович машинăпа трактор  паркĕнче хастарлăх  кăтартать. Раиса Васильевна кунти ĕçченсем вали  тутлă та техĕмлĕ апат  хатĕрлеме васкать.

                                                                                                                                                Н.Захаров

 

 

 

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Праздники сегодня

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика