24 мая 2013 г.
Хăшĕ-пĕри чăвашлăха сăмахпа çеç упранă вăхăтра...Муркаш районĕнчи Оринин ялĕнче пурăнакан композиторшăн, «Шур акăш» халăх юрăпа ташă ушкăнĕн ертÿçишĕн Владимир Александровшăн пурăнса ирттерекен кашни кун хăйне евĕр паттăрлăх. Мĕншĕн тетĕр-и? Айтăр-ха, тутăр илер те самантлăха куçа çыхар. Тĕнче кун çутисĕр тĕссĕрленчĕ-и? Чуна шиклĕх туйăмĕ çупăрласа илчĕ-и? Пире, куракансене, лайăх - тутăра илетпĕр те тавралăхăн мĕн пур илемĕ куç умĕнче вылянать, тĕрлĕ тĕспе ялтăрать. Владимир Михайлович вара куç чирне пула тĕнчене тĕтреллĕн курать. Апла пулсан та хуçăлмасть вăл - чĕринче çуралакан кĕввисене чун çутипе çутатса тĕнчене тасарах та сапăртарах тăвать. Вăл йĕркеленĕ «Шур акăш» ушкăн чăвашсене çеç мар, Çĕр планета çинчи ытти халăха та илемлĕ, тарăн шухăшлă чăваш юрри-ташшипе тĕлĕнтерет. ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Владимир Александров чунне уçса калаçма хапăлласах килĕшрĕ.
- Сирĕнпе 20 çул каялла Чăваш радио çуртĕнче паллашнăччĕ. Хăвăрăн çĕнĕ юрра редакцие илсе пынăччĕ эсир. Унăн шăпи еплерех килсе тухрĕ?
- «Çут çăлтăрсем çунаççĕ» юрра 1993 çулта Михаил Семеновпа Людмила Кудряшова хÿхĕм сассисемпе илемлетрĕç. Чăваш радио ирттернĕ «Чи лайăх юрă» конкурсра çĕнтерчĕ вăл.
- Эсир Нина Изедеркина сăввипе çырнă «Пур-и юрату?» юрра та халăх кăмăлне каймалла Михаил Семеновах шăрантарнăччĕ. Каярахпа сăвăç сăмахĕсемпе чăваш эстрада юрăçи Сергей Павлов кĕвĕлени çĕнĕ вăйпа янăрарĕ. Конкуренци пурри пĕр енчен аван-ха, тепĕр енчен вара...
- Эпĕ кĕвĕлени Сергей Павловăннинчен пĕрре те кая мар. Ăна чăваш пентатоникине пăхăнса çыртăм. Владислав Ананьев, Муркаш район администраци пуçлăхĕн çумĕнче вăй хураканскер, юрă çуралсанах: «Никама та ан пар, эпĕ юрлăп», - терĕ. Сăмахне тытрĕ, 20 çул каяллах «Телеюрра» кăларчĕ, халĕ те шăрантарать. Эпĕ питĕ телейлĕ чăваш. Тăван халăх патне 80 ытла юрă çитерейрĕм. Вĕсем пин-пин çынна савăнтараççĕ, çунатлантараççĕ, хавхаланса утма шанăç параççĕ. Альбина Сарри итлекенсем патне «Саншăн çеç», «Эх, юрату, юрату», «Манмăп сана» тата ытти юррăма кăларчĕ. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисткисен Лариса Васильевăн, Ольга Луковăн, Рена Грачевăн тата ыттисен репертуарĕнче эпĕ кĕвĕленĕ вун-вун юрă пур.
- Юрий Ковалев сăмахĕсемпе кĕвĕленĕ «Ытарайми тăван» юрă /ăна Чăваш халăх артисчĕ Вячеслав Христофоров шăрантарать/ чăн-чăн хит пулса тăчĕ.
- Пирĕнтен вăхăтсăр уйрăлнă сăвăç Атапай ялĕнче кун çути курнă. Вăл мана хăйĕн чунĕн 8 тĕпренчĕкне шанса пачĕ. Пĕр сăвăри «Иртсе кайрĕç çулсем» йĕркесем килĕшнипе баян тытрăм та асамлăх тĕнчине путрăм. Кĕвĕлесе çитермесĕр те çывăрма выртмарăм. Куçăм курманнине пула ирхине мăшăрăм нотăсене хут çине куçарса çырма пулăшрĕ. Çав кунах Ольга Лукова юрăçпа çыхăнтăм. «Ытарми тăван» юрра ятарласа Вячеслав Христофоров валли кĕвĕлерĕм. Тĕл пулсан, паллашсан, юрра итлесен вăл шалтах тĕлĕнчĕ. Роза Данилова «Çичĕ юрă» кăларăмра ăна хăйне килĕшекеннисен шутне кĕртрĕ, кăларăм ертÿçи вара тиркерĕ. «Апат-çимĕç куçăм тулли, сĕтел хăми авăнать» йĕркесем килĕшмен ăна. «Мĕн, хăнисем выçса çитнĕ-им?» - тесе тĕксе илчĕ радиоэфирта.
- «Пурнăç пурăнасси уй урлă каçасси мар», - теççĕ ватăсем. Пĕрисене çут çанталăк юманăнни пек сывлăх парать, теприсем ĕмĕр тăршшĕпех шар кураççĕ. Эсир те куç курманнипе нушаланатăр ав. Çак тĕрĕс марлăх тарăхтармасть-и?
- Эпĕ çуралнă чухнех япăхрах курнă. 1-мĕш класа кайиччен аттепе анне эпĕ начар курнине пĕлмен. Вĕрентекен доска çине сас паллисем çырчĕ те мана вулама ыйтрĕ. Эпĕ курманнине пĕлтертĕм. Вăл мана çывăхарах пырса вулама сĕнчĕ. Уроксем хыççăн вĕрентекен шкулпа юнашар вырнаçнă лавккара сутуçăра ĕçлекен атте патне кĕрсе эпĕ начар курни çинчен пĕлтернĕ. Муркашри тухтăр патне илсе кайса тĕрĕсленĕ хыççăн куçлăх çырса пачĕç. Кашни çулах сыватмăша вырттарчĕç.
- Пуçăр çине йăтăнса аннă инкек чунăра хуçманни савăнтарать. Çут çанталăк панă пултарулăха ăшра пытарса усрамастăр. Илемлĕ юррăрсемсĕр чăваш тĕнчи чылай чухăнрах пулĕччĕ.
- Мусăкçă пулма мĕн ачаран ĕмĕтленеттĕм. Атте купăс тытсан пĕтĕм тĕнче самантрах кĕвĕпе тулатчĕ. Ăна ĕçкĕ-çике час-час чĕнетчĕç. Вăл купăс каланине илтес тесе хыççăн каяттăм. 8 çулччен хам тĕллĕн тĕрлĕ кĕвĕ калама вĕрентĕм. Атте эпĕ купăс тытсан питĕ хĕпĕртетчĕ. Пĕрремĕш хут баян курни те асрах. Ял клубне çĕнĕ баян парнеленине пĕлсенех ăна курма чупрăм. Хĕп-хĕрлĕскер чуна тÿрех тыткăнларĕ. Малтанласа клуб ертÿçи чаплă инструмента тыттарма хăратчĕ. Уроксем хыççăн кашни кун баяна курас тĕллевпе клуба васкаттăм. Ертÿçĕ мана шеллерĕ пулмалла - çăраççине шанса пачĕ. Шкулта вĕрентнĕ юрăсене каçсерен клубра хам тĕллĕн ĕнĕрлесе кĕвĕ калама вĕренеттĕм. Шкулта пĕр уяв та мансăр иртмен. 12 çул тултарсан район хаçатĕнче Муркашри музыка шкулне пултаруллă ачасене йыхравлани пирки вуласа пĕлтĕм. Унта манпа пĕрле çур класс пĕлÿ илме пычĕ. Атте эпĕ музыка шкулне çÿренине пĕр уйăхсăр та пĕлмен. Укçа тÿлеме вăхăт çитрĕ, 3 тенкĕ хывмалла. Аттене епле пĕлтермелле-ши? Музыка шкулĕн ертÿçи, Меркурий Ягунов композитор, атте патне хăй çитнĕ. «Ывăлăрăн пуласлăхĕ сирĕн алăра», - тенĕ. Атте: «Мĕншĕн вăрттăн хăтланатăн?» - терĕ çеç. Хăй хĕпĕртенипе Тулăра тунă 120 тенкĕ тăракан баян туянса пачĕ.
- Эсир 10-мĕш класа виçĕ эрне çеç çÿренĕ, Атапай культура çурчĕн директорĕ илĕртнипе илемлĕх ертÿçин вырăнне йышăнма килĕшнĕ.
- Халĕ хам хастарлăхран тĕлĕнетĕп. Вĕренес килмен пуль /йăл кулать/. Çур çулта 18 çамрăкран тăракан хор йĕркелерĕм, тăватă сасăпа юрлаттартăм. Кăштахран пултарулăх конкурсĕнче 1-мĕш вырăн йышăнтăмăр. Унтан Муркаш культура çуртĕнчи «Шурăм пуç» халăх юрăпа ташă ушкăнĕн ертÿçи пулма сĕнчĕç. Унăн ертÿçи, Юрий Жуков композитор, Сĕнтĕрвăрри культура çуртне ĕçлеме куçнăччĕ.
- Ас тăватăп-ха: пĕр вăхăтра республикăра телефестивальсем «модăраччĕ»...
- 1977 çулта «Шурăм пуç» ушкăн телефестивальте пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Çавăн чухне ятарлă пĕлÿ кирлине ăнлантăм та студент сакки çине лартăм. Музыка училищинче хор пурччĕ. Унăн ертÿçи пирĕн ушкăна юрлас текенсене суйлама пычĕ. Манăн сасă ăна килĕшрĕ, ачасен хушшине баритон партине юрлама тăратрĕ. 30 тенкĕ стипенди çумне хорта юрланăшăн 25 тенкĕ хушăнчĕ. Эпĕ пуян студент пулнă.
- Апла тăк чиперуксене кафене илсе çÿренех ĕнтĕ.
- Ĕненетĕн-и, çук-и - хĕрсем хыççăн чупма вăхăт çитместчĕ. Атапай культура çуртне ĕçе кĕтĕм те кашни канмалли куна унта ирттереттĕм. Куç япăх курнăран патшалăх экзаменне мĕнле те пулсан тытасчĕ-ха тесе пĕтĕм вăя унта яраттăм. Лупăпа пăхса нотăсем шăрçалаттăм. Çамрăк чухне куç курманнинчен вăтанаттăм. Ĕçе вырнаçсан тин тăвансем çине тăнипе инвалидноç илме килĕшрĕм. Эпĕ 18 çул ĕнтĕ I ушкăн инваличĕ. Куç сетчатки çултан-çул çийĕнсе пырать... Куç пачах курми пулассипе те хăратаççĕ тухтăрсем.
- Мĕн хистет сире ĕçлеме? Тепри пулсан ним çинчен кулянмасăр килте ларĕччĕ.
- Пурнăç темĕнле çапсан та эпĕ ăнăçлă çын. Муркаш районĕнчи Пиккикассинче кун çути куртăм. 18 çулта кÿршĕ ялти Фаинăпа паллашрăм. Пĕр-пĕрне виçĕ çул тĕрĕсленĕ хыççăн туй кĕрлеттертĕмĕр. Çут çанталăк саккунĕпе килĕшÿллĕн çак тĕнчене хĕр килчĕ. Шел, унăн шăпи синкерлĕ пулчĕ: 6 уйăхра чухне ÿпке шыççине пула çĕре кĕчĕ. Тепĕр çулталăкран мăшăрăм ывăлăма Кольăна кун çути парнелерĕ. Унăн шăпи манăннипе пĕр килчĕ. Вăл та куç курманнипе II ушкăн инваличĕ. 32 çул тултарчĕ пулсан та пире мăнуксемпе савăнтармасть-ха, авланма васкамасть. Муркашри сыватмăшра массажистра вăй хурать, «Шур акăш» ушкăна юрлама çÿрет. Темиçе çул каялла мăшăрпа иксĕмĕр канашласа Куславккари интернатран пĕр хĕре усрава илтĕмĕр. Ăна та «Шур акăшра» юрлама явăçтаратпăр.
- «Çемьере чашăк-тирĕк шакăртатмасăр пулмасть», - теççĕ, сирĕн килте мĕнле лару-тăру хуçаланать?
- Арçынпа хĕрарăм - иккĕшĕ икĕ тĕнче. Пĕр-пĕрне ăнланса пурăнма вышкайсăр чăтăмлăх кирлĕ. Уйрăмах культура тытăмĕнче вăй хурсан. Чылай чухне киле çур çĕр иртсен тин таврăнма тивет. Çамрăк чухне пурте эпир чăтăмсăр тата вĕри. Пĕчĕкçĕ пулăма та ÿстерсе ту çÿллĕш хăпартатпăр, пĕр-пĕрне парăнас килменни те - юнашарах. Çемьешĕн чи йывăр тапхăр кашни пилĕк çул. Эпир те Фаинăпа хăй вăхăтĕнче икĕ уйăх расна пурăнтăмăр. Анне ăс пачĕ: «Ывăлăм, арăму питĕ маттур, унпа пурнăç тума пулать. Хутпа уйрăлсан ухмах пулăн». Унăн сăмахне чун витĕр кăлартăм, хам арçын иккенне шута илсе пĕрремĕш утăм турăм.
- Психологсем: «Çирĕп кăмăллисем çеç пĕрремĕш утăм тăваяççĕ», - теççĕ...
- Кашни çын пурнăçĕнче çемье чи пахи. Эпир 34 çул пĕрле ĕнтĕ. Фаинăшăн çемье питĕ пĕлтерĕшлĕ. Чăтăмлăхĕ çăл куç пек тапса тăрать. Машинăпа та çÿреме вĕренчĕ. «Шур акăша» тĕрлĕ ялтан юрлама çÿрекенсене кайса илет, каçа юлсан репетицисемпе концертсем хыççăн леçет. Ĕçри мĕн пур документаци ун аллинче. Вăл тума пĕлмен ĕç çук. Чылай чухне кил хуçалăхри арçын ĕçĕ унăн хул пуççи çине тиенет. Пуçламăш классене 30 çул ăс пачĕ, халĕ тивĕçлĕ канура пулсан та ялти библиотекăра вăй хурать.
- Паян «Шур акăш» ячĕ тĕнчипе кĕрлет.
- Хăшĕ-пĕри чăвашлăха сăмахпа упранă вăхăтра эпир çак çĕр çинче чăваш пулса пурăнатпăр. Тăван чĕлхепе калаçатпăр, юрлатпăр, ташлатпăр, ачамăрсене чăваш пулма вĕрентетпĕр. Ушкăна çÿрекенсем кунта укçашăн мар, чун туртнипе килеççĕ. Эпир пĕр тĕллевпе пурăнатпăр. Çулласерен ушкăн хастарĕсене çывăхрах туслаштарас тесе Чул хула облаçне кăшман ани çумлама 6 çул ертсе кайрăм.
- «Шур акăш» ят мĕнпе илĕртрĕ?
- 1992 çулччен пирĕн «халăх» ят пулман. Сумлă çак ята илессишĕн çанă тавăрса ĕçлерĕмĕр. Валерий Ильдяков композитора баяниста илтĕмĕр. Ун валли виçĕ уйăхра нимелле çурт купаларăмăр. Шупашкарта пурăнакан Анатолий Музыкантова ушкăнăн хореографĕ пулма илĕртрĕмĕр. Халăх ятне тивĕçнĕ хыççăн ушкăна ят парас кăмăл çуралчĕ. Конкурс йĕркелерĕмĕр. Зоя Константинова сĕннĕ «Шур акăш» ят пурне те килĕшрĕ.
- Халăх умне тухас тесен ятарлă кĕпе-тумтир янтăламалла. Укçине ăçтан тупатăр?
- Халĕ те куракансен умне 15 çул каялла район бюджетĕнчен уйăрнă укçапа çĕлеттернĕ кĕпесемпе тухатпăр. Шел, вĕсене çĕнетме ниепле те майсем тупаймарăм-ха.
- 25 çулта миçе концерт лартнине шутланă-и?
- Эпир çитмен вырăн сахал. Пушкăрт Республикинче 4 хутчен пултăмăр, Тюмень, Самар, Чĕмпĕр чăвашĕсене пĕрре мар савăнтартăмăр. Мускавра Валентина Толкуновăпа пĕр сцена çинче юрласа куртăмăр. Липецк, Беларуçри Гродно хули, Алтай тăрăхĕ, Молдовăри гагаузсем йĕркеленĕ Ял уявĕ те асрах. Кăçал акă Турцие çитсе 22 çĕр-шывран килнĕ ушкăнсен хушшинче хамăр пултарулăха кăтартрăмăр.
- Республика тулашĕнче иртекен уявсене хутшăннă чухне Муркаш район администрацийĕн культура пайĕн пуçлăхĕ Елена Чернова сире пулăшас вырăнне ура хуни пирки илтнĕччĕ. Раççейĕн тĕрлĕ тăрăхне, ют çĕр-шывсене кайса чăваш ят-шывне тĕнче шайне çĕклесрен хăракан вырăсланнă чăвашсене шеллетĕп... Пирĕн паян чăваш чĕлхипе культури тÿпе шайне çĕклентĕр тесе çанă тавăрса ĕçлемелле, хамăр чăваш пулнипе мăнаçланма пĕлмелле.
- Культура пайĕн унчченхи пуçлăхĕ Алевтина Андреева пире çур сăмахранах ăнланатчĕ, тĕрлĕ çул çÿреве пуçтарăннă чухне хăйĕн укçипе парнесем илсе паратчĕ. Пĕлтĕр Алтая кайнă чухне тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтĕмĕр - районăн çĕнĕ «культура министрĕ» культура ĕçченĕн ятне плинтус шайне антарса лартрĕ. Турцие кайма пуçтарăнсан та Пĕтĕм тĕнчери тĕрĕк культурисен организацине: «Шур акăшсем» пыраймаççĕ», - тесе пĕлтернĕ. Чăвашла аван пĕлет пулсан та ушкăнпа тĕл пулсан тăван чĕлхепе калаçмасть, чылай чухне ушкăнсен пултарулăхне тишкерсе куçран каламасть, кайран çурăм хыçĕнче сас-хура сарса ята варалать. «Сирĕн ушкăнăн халăх ятне çирĕплетмеççĕ», - тесе те чуна илет.
- Эсир ниме уямасăр репертуара çĕнĕрен те çĕнĕ юрăсемпе пуянлататăр, çу уйăхĕн илемлĕ кунĕсенче акă Пушкăртстан чăвашĕсене савăнтарма тухса каятăр, ку çулла Дагестан тăрăхне çитсе курма шухăш тытрăр.
- Чăнах та, юлашки çулсенче программăна çĕнĕ юрă-ташăпа самаях илемлетрĕмĕр. Кăçал çеç Ф.Лукин 100 çул тултарнă ятпа ирттернĕ фестивальте II степень лауреат ятне тивĕçрĕмĕр. Чăваш сумне нихăçан та çĕре ÿкермĕпĕр. Инçет çул çÿревсем илĕртсех тăраççĕ. Çак тĕнчене чăваш пулса килнĕ, хамăр тĕпренчĕксене те çак çĕр пичĕ тăрăх чăваш ятпах уттарăпăр.
Альбина ЮРАТУ калаçнă.
Первоисточник: