Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паха сĕтшĕн - хушма тÿлев

25 апреля 2013 г.

Паха сĕтшĕн - хушма тÿлев

Муркаш районĕнчи «Оринино» ЯХПК тĕш-тырă туса илес, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес енĕпе ăнăçлă ĕçлет.

Çак кунсенче хуçалăхăн Патаккассинчи сĕт-çу фермин ĕç-хĕлĕпе паллашрăмăр. «Орининăсен» мăйракаллă шултра выльăх 361 пуç, вĕсенчен 293-шĕ - çÿлерех асăннă комплексра. 205-шĕ - сăвакан ĕнесем. Пире, çак йĕркесен авторне тата хуçалăх ертÿçине Юрий Шишокина, ферма заведующийĕ Раиса Блинова, хуçалăх зоотехникĕ Рената Пушкова тата тĕп ветеринар Елена Ешмолова кĕтсе илчĕç. Ăратлăх енĕпе ĕçлекен ферма пирки лайăххине чылай пĕлтерчĕç: иртнĕ çул кашни ĕнерен вăтамран 4502 кг сĕт суса илнĕ. Хальхи вăхăтра пĕр ĕне талăкра 14,7-15 кг сĕт антарать.

- Сĕте Етĕрнери сĕт-çу заводне куллен 2800 кг ăсататпăр, - тет Раиса Блинова. - Унăн 92 проценчĕ - чи пысăк сортлă. Çакăншăн завод хушса тÿлет. Çавна май ферма ĕçченĕсен тăрăшулăхĕ те, хавхаланăвĕ те пысăк. Çак сăмахсем ĕне сăвакан операторсем Галина Ковалева, Зоя Васильева, Ираида Иванова, Надежда Кожевникова, Эльвира Васильева, Надежда Крысина, Елена Колбасова пирки çеç мар, кунта ĕçлекен 30 çын çинчен.

Калаçăва Юрий Шишокин малалла тăсрĕ:

- Кăçал ĕне-выльăх ашĕн хакĕ йÿнелнĕрен хуçалăх экономикин тăнăçлăхĕ сĕт сутнинчен нумай килет. Пысăк пахалăхлă сортшăн патшалăх хушса тÿлеме пуçлани лару-тăрăва çăмăллатма пулашăть. Етĕрне сĕт-çу завочĕ, çурхи ĕçсене пурнăçламаллине шута илсе, сĕтшĕн маларахах тÿлесе хучĕ. Çавна пула çунтармалли-сĕрмелли хатĕрсене, техника пайĕсене вăхăтра туянма май килчĕ.

Ĕç çынни пирки манмастпăр, ăна хавхалантарма, тивĕçлĕ услови туса пама тăрăшăпăр. Шалу вăхăтра паратпăр, класлăхшăн, чи паха сортшăн хушса тÿлетпĕр. Дояркăсем паян вăтамран 12 пин тенкĕ илеççĕ.

Ĕç условийĕсемпе вара хамăр паллашма пултартăмăр. Чи пĕлтерĕшли - ĕне сăвакансем çеç мар, фермăра вăй хуракансем пурте икĕ сменăпа ĕçлеççĕ. Вĕсен канмалли пÿлĕмĕ те килти пекех: газ, телевизор, икĕ диван, ытти сĕтел-пукан. Чÿречесем умĕнче - чечексем. Хаçатсем, çав шутра «Хыпар», килсе тăраççĕ.

Чылай ĕçе - выльăха апат парассине, тислĕк кăларассине - механизациленĕ. Сунă сĕт те ятарлă пăрăхпа сивĕтмĕше пухăнать.

Ĕçе пĕлсе йĕркеленĕрен хуçалăхри лару-тăру ытти енĕпе те тивĕçлĕ тăрăмра. Çынсен культура шайне ÿстерес енĕпе профком председателĕн Римма Волковăн тÿпи пысăк. Çуралнă кунпа саламлассине те, тĕп хулана театр, концерт курма каяссине те вăл йĕркелет.

- Ÿркенмесен чиперех пурăнма пулать, - терĕç ферма ĕçченĕсем.

Тĕрĕс сăмахсем. 

Надежда Смирнова

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Праздники сегодня

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика