Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хунямасем тупăшнă

14 марта 2013 г.

Муркаш районĕнчи Орининти хастар та пуçаруллă хĕрарăмсем «Супер хуняма» тупăшура хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарнă.

Малтанах Оринин ял тăрăхĕн хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи В.Васильева пухăннисене çуркунне çитнĕ ятпа саламланă, конкурса хутшăнакансене ăнăçу суннă.

Хунямасем хăйсемпе паллаштарнă хыççăн ыйтусене хуравланă, çирĕм иккĕмĕш ĕмĕрти кил хуçи çи-пуçне тăхăнса кăтартнă, ача макăрма пуçласан мĕнле лăплантармаллине вĕрентнĕ. Çавăн пекех вĕсем чăваш йăли-йĕркине епле пĕлнине туллин уçса панă, юрă-ташăра маттур пулнине çирĕплетнĕ. Асанне-кукамайсене мăнукĕсем, хĕрĕсемпе кинĕсем пулăшнă. Конкурсанткăсем мероприятие кукăль-пÿремеч пĕçерсе, сăра тусах килнĕ. Жюри членĕсем Е.Никитинăна «Хăюллă хуняма», Р.Горшковăна «Ÿрĕк хуняма», З.Галкинăна «Çирĕп хуняма», А.Ивановăна «Вашават хуняма» тесе палăртнă. «Супер хуняма» ята вара Чамăш ялĕнчи Р.Ремнева тивĕçнĕ. Маттур хĕрарăмсене пурне те парнесемпе чысланă.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Праздники сегодня

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика