01 декабря 2012 г.
Чăваш Республикин çĕнĕ Конституцине 2000 çулхи чÿк уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Республикин иккĕмĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн черетсĕр 23-мĕш сессийĕнче йышăннă. Вăл 2000 çулхи раштав уйăхĕн 10-мĕшĕнчен вăя кĕнĕ.
Чăваш Республикин Конституцийĕ - республикăн пĕтĕм ĕç-хĕлне палăртакан нормăпа правăн тĕп акчĕ. Вăл Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен конституцийĕсене хатĕрлес тата йышăнас практикăра пур лайăх енсене пĕрлештерсе тăрать. Унăн текстне 8 хутчен улшăну кĕртнĕ: çакă федераци шайĕнчи саккунсене урăхлатнипе çыхăннă. Конституци çирĕплĕхĕ - экономика, политика тата социаллă пурнăç тăнăçлăхĕн пĕлтерĕшлĕ условийĕ.
Чăваш Республикин халĕ вăйра тăракан Конституцийĕччен Чăваш Енре пурăнакансем конституци актне хатĕрлессин тата аталантарассин виçĕ тапхăрĕ витĕр «тухнă». Чăваш АССРĕн Конституцийĕн пĕрремĕш проектне 1926 çулта пăхса тухса çирĕплетнĕ. Унтанпа республикăри саккун кăларакан органсем тата виçĕ конституцие йышăннă: 1937, 1978 тата 2000 çулсенче. Çак çулсенче патшалăх тытăмĕн право статусĕ те улшăннă: 1920 çулта Чăваш автономи облаçĕ йĕркеленнĕ, 1926 çултанпа вăл - Чăваш АССРĕ, 1990 çултанпа - Чăваш ССРĕ, 1992 çултанпа - Чăваш Республики.
Чăваш Республикин хальхи Конституцине юридици кăшкарĕ, Чăваш Республикин саккунĕсен «право пирамидин тăрри» тесе хаклама пулать. ЧР патшалăх влаçĕн механизмĕ шăпах унпа килĕшÿллĕн тата унăн никĕсĕ çинче ĕçлет.
Паянхи кун Конституци нормисене пĕр иккĕленÿсĕр пăхăнни пĕлтерĕшлĕ. Чăваш Енре пурăнакан тата тăван тăрăхне юратакан кашни гражданинăн Конституцие пăхăнмалла, правасемпе тĕрĕс усă курмалла тата тивĕçĕсене пурнăçламалла.
Источник: "Хыпар"