29 сентября 2012 г.
Аслă ăру ăсталăхпа палăрать
Ăшă сăмах кашниншĕнех вырăнлă пулĕ. Вĕсем çавна тивĕç», - тенĕччĕ Ватă çынсен пĕтĕм тĕнчери куне уявлас ĕç-хĕлпе паллашă май район администрацийĕн пуçлăхĕ Р.Тимофеев.
Ватта сума суни ырă ĕç пулнине иртнĕ кĕçнерни кун, авăн уйăхĕн 27-мĕшĕнче, Оринин ял тăрăхĕн администрацийĕпе ку енри ветерансен Канашĕ хăйсен ĕçĕпе çирĕплетрĕç.
- Пирĕн ял тăрăхĕнче ĕç ĕмĕрне пит хĕретсе ирттерменнисем 540 ветеран. Кашниех пая ырă сăмаха тивĕç. Ĕçпе вăрçă ветеранĕсем хăйсене шута хунине тивĕç. Ватă çынсен пĕтĕм тĕнчери кунне эпир хамăр тăрăхра 3-мĕш çул уявлатпăр. Çак ырă йăлана пурте хăнăхрĕç. Çавăнпа паянхи уява та аслă ăру çыннисем активлă хутшăнасса шанатăп. Вĕсене Культура çуртне пухма «Оринино» хуçалăх транспортпа та пулăшма пулчĕ. Хăнасем те йышлă пыма шантарчĕç. Интереслине те курмалла пулĕ-ха паян сирĕн, - терĕ уява кайма тухсан ял тăрăхĕнчи ветерансен канашĕн ертÿçи В.Вязов.
Орининти Культура çуртне ура ярса пуссанах Валерий Ивановичăн ырă тĕллевлĕ ĕмĕчĕсем ума тăни палăрма пуçларĕ. Палăртнă вăхăта Культура çуртне 143 ветеран пырса çитрĕ. Вĕсем пĕр-пĕрне сывлăх сунни, кам мĕнле пурăннипе тата унăн е кунăн сывлăхĕпе интересленни аслă ăру çыннисен калаçăвĕнче кашни утăмрах палăрчĕ.
Уяв ячĕпе йĕркеленĕ тĕл пулăва ветерансем иртнĕ çултанпа пирĕнтен уйрăлса кайнисене чысласа пĕр минут шăп тăнинчен пуçларĕç.
- Хамăр ял тăрăхĕнчи ветерансен Канашĕн ертÿçи В.Вязов пуçарнипе тата тимленипе ветерансен тĕл пулăвне ирттеретпĕр. Çак ырă йăла малашне те вăй илсе пырасса шанатпăр, - терĕ уявпа саламласа ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ А.Волков.
Тĕл пулу пысăк уяв шайĕнче иртнине нумай тĕслĕхсемпе çирĕплетме пулать. РФ Пенсии фончĕн районти управленийĕ ватăсене кăсăклантаракан ыйтусемпе тĕл пулу кĕтесĕ йĕркелени, управлени пуçлăхĕ А.Константинов пенси илессинчи çĕнĕлĕхсемпе, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ В.Ананьев район аталанăвĕн утăмĕсемпе, ЧР «Социаллă пулăшу паракан центр» учрежденин директорĕн çумĕ Н.Петрова пулăшу тĕсĕсемпе ăнланмалла паллаштарни ветерансемшĕн пысăк тĕкĕ пулнине 83 çулхи И.Крысин ветеран тĕл пулу йĕркелÿçине тав тунинчен те ăнланмалла пулчĕ. 17 ветеран вырăнтах пенси ыйтăвĕсене татса пама, нумайăшĕ хăйсене кирлĕ эмелсене туянма тата савăк концерт курса канма пултарни уяв пахалăхне ÿстерчĕ кăна.
Валерий Иванович шантарнă интереслĕ мероприяти те хыçа юлмарĕ. Пухăннă ветерансем пĕрле пулса Культура çурчĕ çумĕнчи лаптăка чăрăшсем лартса ветерансен аллейине хывса хăварчĕç.
- Тавах çакна йĕркелеме пултарнишĕн. Пирĕн ятсем ĕнтĕ ялта ĕмĕрлĕхе юлĕç, - терĕç кăмăллă ветерансем йывăçсем лартнă май.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"