Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çулталăк учителĕ тата воспитателĕ.

28 марта 2012 г.

Çулталăк учителĕ тата воспитателĕ.

 

    Иртнĕ эрнере районти «Çулталăк учителĕ» конкурсăн çěнтерÿçине палăртрěç. Çак сумлă ята кăçал Йÿçкассинчи вăтам шкулта акăлчан чěлхине вěрентекен Надежда Витальевна Федорова тивěçрě. Тепěр тăватă учитель лауреат пулчě: Мăн Сěнтěрти вăтам шкулта чăваш чěлхипе литературине вěрентекен Н. Варюхина, Кашмашри тěп шкулта пуçламăш  классене вěрентекен Е. Павлова, Турайри вăтам шкул пуçламăш классен вěрентекенě И.Панова тата Ильинкăри вăтам шкулта вырăс чěлхипе литературине вěрентекен Е.Таймаскина.

    Конкурсăн пěрремěш тапхăрě учительсен методика хатěрленěвне , вěсем Интернет ресурсěсемпе мěнле усă курнине, уроксемпе класс тулашěнчи мероприятисене мěнле шайра ирттернине, ашшě- амăшěсемпе пуху мěнле ирттернине те тěрěслеме май панă. Иккěмěшě- учительсене уçă калаçура тěрěсленě.

    Районти чи пултаруллă воспитателе те иртнě эрнере палăртрĕç. Хăйсен ятарлă конкурсне пурě 10 воспитатель хутшăннă. Презентацисемпе уçă занятисем, «çавра сěтел»- çакă пěтěмпех воспитательсене тěрлě енлě хаклама пулăшнă. «Çулталăк воспиталелě» ята вара «Солнышко» ача садěнче вăй хуракан Оксана Валерьевна Прокопьева çĕнсе илме пултарнă.

 

                                                                                             Н.Николаева

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Праздники сегодня

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика