07 марта 2012 г.
Орининти «Золушка» ача сачĕ питĕ илемлĕ вырăнта вырнаçнă. Йĕри-тавра хурăнсем, чăрăшсем, пилешсем ÿсеççĕ, садик территорине илем кÿреççĕ. Садикра вара ырă чунлă та ăшă кăмăллă ĕçченсем вăй хураççĕ. Ачасем шкулчченхи воспитанийĕпе вĕрентĕвĕшĕн ырми-канми тăрăшаççĕ.
Ашшĕ-амăшĕ хăйĕн пепкине çулталăк çурă тултарсанах ача садне ярать, çапла сисмесĕрех садикра ача 7 çул та тултарать. Ача садĕнче шăпăрлансем кунĕпех «ĕçре». Ку вăхăтра вара ашшĕ-амăшĕ те хăйсен ĕç вырăнĕнче лăпкă.
Мĕн кăна вĕренмеççĕ пуль вĕсем, мĕн кăна пĕлмеççĕ пуль? Садикри кун ирхи апатран пуçланать те ун хыççăн тĕрлĕ занятисем, уçă сывлăшри спорт тата хускану вăййисем, кăнтăрлахи апатлану, залри вăйăсем… «Золушкăна» çÿрекенсем тата ритмика кружокĕ те пур. С. Каликов ертсе пыракан занятисене эрнере икĕ кун пухăнаççĕ ачасем.
Воспитательсем чăваш культурине хисепленĕрен ачасем те чăвашсен ырă йăли-йĕркисене, ташши-юррисене ăша хывса ÿсеççĕ, Çавна май «Люби и знай свой родной край», «Любовь к музыке» конкурсене тăтăшах хутшăнаççĕ. Районта иртекен «Малышиада», «Умники и умницы» конкурсенче те малти вырăнсене йышăнма тăрăшаççĕ. Кану вăхăтне те кунта яланах усăллă ирттереççĕ, çак ĕçе ашшĕ-амăшне явăçтараççĕ.
Хăçан пуçланса кайнă-ха «Золушка» ача сачĕ?
1985 çулта 140 вырăнлăх ача сачĕн никĕсне хывнă. Çавăнпа пĕрлех Оринин шкулĕнчен вĕренсе тухнă виçĕ вĕренекене — О. Шишокинăна, Н. Грачевăна, В. Филипповăна — Шупашкарти педагогика училищине вĕренме кайма направлени панă.
Çирĕм пилĕк çул каялла мартăн 7-мĕшĕнче «За коммуизм» колхоз ача сачĕ уçăлнине паллă тунă. Унта 38 çын ĕçлеме тытăннă. Коллектива М. Воробьева ертсе пынă. Малтанхи çулсенче 6 ушкăн 154 ача çÿренĕ, ушкăнсенче 30-35 ача та пулнă. Чĕрĕ ĕмĕр хушшинче вара кунта 500-е яхăн ача шкула кайма хатĕрленсе тухнă. Садик питĕ ăнăçлă ĕçленĕ. Ăнсăртран мар ĕнтĕ 1999 çулта кунта 27 регионтан пухăннă делегаци килсе курнă.
Паянхи кун ачасем виçĕ ушкăна çÿреççĕ. Вĕсем кашниех хăйне май пултаруллă. Воспитательсен коллективĕ те питĕ тăрăшуллă, хастар.
Садика уçнăранпа кунта пĕр улшăнмасăр ĕçлекенсем те чылай: М. Воробьева, Н. Иванова, С. Карасева, Л. Порфирьева, В. Репина — 1 категориллĕ воспитательсем: О. Ершова, А. Налимова, И. Угольникова кĕçĕн воспитательсем тата В. Сорокина техслужащи. Ачасен сывлăхне К. Майорова тĕрĕслесе тăрать, С. Вершковăпа С. Иванова тутлă апат пĕçерсе çитереççĕ, В. Иванов юрра-ташша хăнăхтарать. Ирпе килнĕ çĕре садик ачасене чипер кĕтсе илтĕр тесе Л. Ермаковпа В. Ершова хуралçăсем тăрăшаççĕ. Мĕн те пулин çĕмĕрĕлсен вара Ю. Скворцов çийĕнчех юсаса парать.
Хальхи вăхăтра садик ертÿçинче çамрăк та пултраруллă Л. Федотова тăрăшать. Орининта çуралса ÿснĕскер ку тăрăхри лару-тăрăва та, кунти ачасен ашшĕ-амăшĕсене те лайăх пĕлет. Хисеплеççĕ ăна ял-йышра, унăн пархатарлă ĕçĕшĕн тав тăваççĕ.
Садик ĕçченĕсемпе кунта çÿресе воспитани илекен çамрăк ăрăва таса сывлăх, телей сунатпăр. Кунсерен тĕрекленсе, ÿссе пымалла пултăр!
Н.Иванова, М.Воробьева, Л.Порфирьева, С.Карасева воспитательсем
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"