Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ветерансем канашларěç

07 марта 2012 г.

Ялта пурăнакансен куллен татса памалли ыйтусем сахал мар. Экономика пĕлтерĕшлĕ-и вĕсем е социаллă ыйтусене хускатаççĕ — кашниех вăхăтра татса панине хăйсен ĕмĕрне ĕçре ирттернĕ ветерансем чăтăмсăр кĕтеççĕ.

Иртнĕ кунсенче Орининти Культура çуртĕнче ку тăрăхри ветерансен канашĕпе ял тăрăхĕн администрацийĕ вăрçăпа ĕç ветеранĕсем валли тĕрлĕ шайри пуçлăхсемпе тата специалистсемпе тĕл пулу ирттерчĕç. Тĕл пулăва аслă çулсенчи 100 ытла ветеран кăмăлласа хутшăнчĕ. ЧР сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министрĕн çумĕ Н. Осиповпа, районти социаллă хÿтлĕх пайĕн тата социаллă пулăшу центрĕн ертÿçисем Н. Петровăпа О. Иванова, районти ветерансен канашĕн председателĕ М. Виноградова, «Оринино» хуçалăх ертÿçин çумĕ А. Прокопьев, депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕ тата Орининти вăиам шкул дирокторĕ В. Иванов, участокри врач-терапевт И. Данилов, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А. Волков т. ыт.те.

Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ иртнĕ çулхи ĕçсене тишкерсе паян пурнăçлаканнисемпе паллаштарнă хыççăн ветерансем хăйсене хумхантаракан ыйтусемпе килне хăнасем патне тÿрремĕн тухса вырăнтах тивĕçлĕ хуравсем илчĕç.

Тĕл пулура ЧР сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министрĕн çумĕ Н. Осипова «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ят илнисене савăнăçлă лару-тăрура удостоверенисем пачĕ. Вĕсене çак ветерансем тивĕçрĕç:

А. Алексеева (Оринино), И. Бычкова (Мулкачкасси), Е. Михайлова (Мулкачкасси), З. Просова (Тереç), М. Савельева (Чамăш), Е. Шишокина (Тереç).

Савăнăçлă каç Орининти информаципе культура центрĕ çумĕнчи ветерансен хорĕн концерчĕпе вĕçленчĕ.

С.Михайлова, ял тăрăхĕн эксперт  специалисчĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Праздники сегодня

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика