Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Кролик уссине куллен куратăп»

11 февраля 2012 г.

Оринин ял тăрăхне кĕрекен Мулкачкасси ялĕнче пурăнакан Виталий Иванович Кузнецов хăй ĕÇне чунĕпе парăннă Çын. Тĕрлĕ ĕÇре вăй хунă арÇын юлашки Çирĕм Çул хушшинче килти хушма хуÇалăхра кроликсем ĕрчетессипе тимлет.

-Ăрачĕсем тĕрлĕрен. Акă сирĕн ума илсе тухни «бабочка» ăратăлли. Ку ăратăн хăйĕн тĕсĕсем пур. Килти хушма хуÇалăхра кроликсем тытни ял Çыннине ĕÇпе тивĕÇтерме май парать. Вĕсене апатлантарма тухсассăн тусăмсемпе калаÇнă пек сăмахлатăп та пурнăÇри йывăрлăхсем те иккĕмĕш вырăна тухаÇÇĕ, калаÇма юратнине пытармасăр пуплерĕ вăл.

— Хĕл кунĕсенче эсир Çак илемлĕ чĕр чунсене мĕнле апатлантаратăр-ха? Кунта Çуллахинчен уйрăмлăхсем пур-и? — тăсатăп калаÇăва малалла.

— Хĕл кунĕ тутă пуласси Çу кунĕсене епле ирттернинчен килет. Çулла алă хуÇса лармасан кроликсем валли хĕлле утти те, тырри те Çителĕклех пулать. Эпĕ Çак йĕркепе ĕÇлетĕп. Кролик тымар ÇимĕÇĕ те, типĕтнĕ курăка та юратса Çиет. Чĕр чунсен апатланăвĕнче витаминсем Çителĕклĕ пуллчăр тесе кролик ĕрчетекенсем вĕсене хĕл каÇарма вĕлтĕрен, армути Çителĕклĕ хатĕрлеме тăрăшаÇÇĕ. Эпĕ те вĕсенчен юлмастăп. Курăка лайăх типĕтмелле. Ун пек чух вăл сая каймасть. Лайăх типĕтнĕскер кроликсене наркăмăшлантарман пирки чĕр чунсем ăна типпипех Çисе яраÇÇĕ. Типĕтнĕ курăк — мăян, анра Çарăк, шурут, хурхух, пиÇен — чĕр чунсемшĕн паха апат. Çу кунĕсенче милĕк хатĕрлесси пирки те манмастăп. Ăна валли Çăка, хăва, вĕрене, пилеш, хурăн турачĕсем юрăхлă. Кроликсен хĕллехи чи юратнă апачĕ вăл — клевер ути. тĕш-тырă. Вăт Çакăн пек манăн кроликсен хĕллехи рационĕ, —хурав пачĕ Виталий Иванович.

Кролик усрасси пирки калаÇнă Çĕртен пирĕн калаÇу Çак чĕр чунăн паха ашĕ Çине куÇрĕ. В. Кузнецов кунта та хăйĕн тавра курăмĕ пысăккине кăтартрĕ.

Кролик ашĕ — диета апачĕ. Ĕне, сысна, сурăх какайĕпе танлаштарсан унра Çу сахал. Çав вăхăтрах вăл белокпа пуян. Çавăнпа кролик ашĕпе вар-хырăм чирĕсемпе аптăракан çынсене усă курма сĕнеççĕ. Вăл — тутлăхлă апат.

Уйрăмах  мĕнпе усăллă-ха кролик какайĕ? Витамин тата минерал нумаййине шута илсен вăл ытти аш-пăшран самай лайăхрах. Какайра С тата В ушкăнри витаминсем, никотин йÿçекĕ, фосфор, тимĕр, кобальт, марганец, фтор, кали пур. Кролик ашĕнче натри тăварĕ нумай пулманран вăл сахал калориллĕ продукт шутланать. Кролик ашĕ рационра тăтăш пулни атеросклерозпа аптăрас хăрушлăх чакарать.

Окологи чирĕсемпе нушаланакансене те кролик ашĕ çиме сĕнетĕп, мĕншĕн тесен вăл радиаци дозине чакарать. Вар-хырăм чирĕсемпе аптăракансен те кролик какайĕпе туслă пулсан аван: организм белоксен 96 процентне йышăнать.

Кролик пысăкланнăçемĕн унăн ашĕ улшăнать: какайра шĕвек сахалланать, белокпа çу нумайланать. Эппин, çимĕçсен энерги пахалăхĕ те ÿсет.

Диета апатланăвĕ валли виçĕ уйăхри кролик ашĕ лайăх. Унăн пĕверĕ йывăр чирсемпе аптăракансемшĕн уйрăмах усăллă. Кролик какайĕ — антиоксидант. Вăл ÿтшĕн, лăймака витĕмшĕн лайăх.

— Хамăн килти хушма хуçалăхра кролик уссине куллен курса туйса пурăнатăп. Алă ейĕнче тăтăшах паха продукци пулни çак çулпа малалла утма та хавхалантарать. Кролик усрас шутлисене хамăн сĕнÿсемпе, ĕç опычĕсемпе пулăшма эпĕ ялан хаĕр, — тесе вĕçлерĕ калаçăва Виталий Иванович Кузнецов. Унăн аллинчи кроликăн «бабочка» ăрачĕ çине шурă ăмсанупа пăхса çаврăнса утрăм. Пулаççĕ вĕт маттурсем! Вĕсене шыраса инçех те каймалла мар иккен.

Çакăн хыççăн çывăх вăхăтра ялсенче кроликсем ĕрчетессипе вăй хуракансем татах йышланасса шанас килет.

А.Белов

 

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Праздники сегодня

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика