04 февраля 2012 г.
Нарăс уйăхне кĕтĕмĕр. Урамра хĕл сивви хуçаланать. Апла пулсан та кун вăрăмланнинчен çанталăк çур еннелле сулăнни сисĕнет. Килти хушма хуçалăхра çурхи ĕçсем пуçланиччен вăхăт самай пулин те, чăн пахчаçăсемшĕн вара паянах канăç çук. Кăçал та пахча ăнса ÿснĕ çимĕçпе савăнтартăр тесен халех ĕçе кÿлĕнмеллине, пулас тухăçшăн сахал мар вăй хумаллине вĕсенчен кашниех ăнланать. Паянхи кăларăмра вулакансне умри ĕçсенчен хăшĕн-пĕринпе кĕскен паллаштарма пуçлас тетпĕр. Çавна май хамăр патăмăра хăнана пысăк опытлă агроном-пахчаçăна Александр Матвеевич ШАРИКОВА чĕнтĕмĕр.
-Хаçат вулакансемпе калаçма çул уçса панăшăн тавтапуç. Тĕрĕс ыйту хускататăр. Çитес кĕркунне нÿхреп тулли пултăр тасен пахчаçăн нарăс уйăхĕнчех ĕçе кÿлĕнес пулать. Урамри сивве пăхмасăрах паян теплицăсемпе парниксенче лартса ÿстерме хăш-пĕр пахча çимĕç культурисен калчисене хатĕрлеме вăрлăх акма вăхăт. Ял çыннисем хăйсен хушма хуçалăхĕсенче ытти пахча çимĕçпе пĕрлех баклажанпа пăрăç та лартса ÿстереççĕ. Пĕрисем çак культурăсене туса илессипе çуллен ÿсĕмсем тăваçě. Теприсен вара, шел пулин те, ĕçлени сая кайсах пырать: тухăçĕ начар. Кунта пахча çимĕç туса илес ĕçри технологие пурте пĕр пек пăхăнманни куç умне тухать.
Маларах асăннă пахча çимĕçрен тухăç ытлă-çитлĕ илес тесен вĕсене теплицăсемпе парниксенче туса илме калча вăхăтра хатĕрлесси çине тимлĕх çителĕклĕ уйăрмалли пирки манмалла мар. Тĕслĕхрен, çÿллĕ ÿсекен пăрăçпа баклажан гибричĕсен вăрлăхне калчалăх нарăсăн 15-мĕшĕнчен, çÿллĕ ÿсекен (120-180 см) помидлрсене — 10-25- мĕшĕсенче акса хăвармалла.
Вăрлăх акма та — хăйĕн технологийĕ. Акас умĕн ăна марганцовка шĕвекĕпе имçамламалла, хыççăн маларах лайăх хатĕрленĕ тăпрана пĕр сантиметр тарăнăшне вырăнтармалла. Вăрлăх акнă ещĕк калча шăтса тухиччен полиетиленпа витсе ăшă вырăна лартмалла. Ещĕкри тăпра типсе каясран асăрхансах тăмалла.
Паянхи кун хăшĕсем пахча çимĕç кльтурисем акса-лартса çитĕнтерме вăрлăх хăйсемех хатĕрлеçĕ. Ку лайăх ĕнтĕ. Анчах та гибрид вăрлăхран хатĕрленĕ вăрлăх пысăк тухăçлă пахча çимĕç туса илме юрăхсăрри пирки манас марччĕ. Унта ашшĕ-амăшĕн паха енĕсем пачах та упранса юлмаçĕ: ăнса çитĕнсен те кун пек культура тухăçпа савăнтараймасть.
«Паха вăрлăх — тухăç никĕсĕ», — теççĕ халăхра. Умри пахча ĕçĕсене хатĕрленсе вăрлăх ытларах туянннă е хатĕленĕ май акнă хыççăн юлни те çултан-çул самаях пухăнать. Вăхăт иртнĕçемĕн вара унăн шăтаслăх хăвачĕ чакать. Çавăнпа та пахча-çимĕç культурисен пахалăхне тата шăтаслăхне вăхăтра тĕрĕслемелле. Ку тĕлĕшпе вăрлăха шÿтермелле те нÿрĕ пир-авăр татăкĕ çине сарса хумалла. Татăк вĕçĕсене шыв тултарнă чашăк усăнтармалла. Çакă пир-авăр татăкне типесрен упрать, вăрлăха нÿрĕкпе çителĕклĕ тивĕçтерсе тăрать. Тĕрĕслеме хунă вăрлăха 20 градус ăшăра калча сăмсаланиччен (10 талăкран кая мар) тытмалла. Тĕрĕслеме хунă вăрлăх мĕнле сăмсаланнине кура унăн шăтаслăх хăвачĕ мĕнле пулнине çирĕплетме майĕ пур. Хăш-пĕр пахча çимĕç культурисен вăрлăхĕ 3-5 талăкрах сăмсаланать пулсан, теприсен аталану вăхăчĕ 10 талăка çити тăсăлать. Куншăн пăшăрханас çук.
Тĕрĕслеме хунă вăрлăх 20 талăкран та сăмсаланмарĕ пулсан, вăрлăха пÿрнепе пăчартаса пăхмалла. Енчен те хупă айĕнчен шĕвек тухать пулсан вăрлăх шăтмасть, вăл акма юрăхсăр.
Хăвăр кăмăла тивĕçтерекен вăрлăх килте çук пулсан пăшăрпханма кирлĕ мар. Халĕ весен сорчĕсене ятарласа уçнă лавккара çителĕклех туянма пулать.
Калча ÿстерме, паллах органикăллă тата минераллă удобренисемпе пуянлатнă тăпра хутăшĕ кирлĕ. Енчен те эсир ăна иртнĕ кĕркунне хатĕрлесе хăварман пулсан, пăшăрханма кирлĕ мар. Кунта сире Муркаш тата Мăн Сĕнтĕр райповĕсен магазинĕсем пысăк пулăшу пама пултараççĕ. Лавккасенче ятарласа хатĕрленĕ тăпра сутассине йĕркеленĕ.
Паян асăннă ĕçсемпе пĕрлех тăпра тытма ещĕксем янтăласси, вĕсене дезинфекцилесси çине те тимлĕ пăхмалла. Вăхăт иртнĕçемĕн пахчана тухсан кирлĕ пулакан ĕç хатĕрĕсем пирки те манса кайма кирлĕ мар.
Пурне те ăнăçу сунатăп!
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"