Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Оринин шкулĕ: 1917 – 1941 çулсем.

22 октября 2011 г.

Оринин шкулĕ: 1917 – 1941 çулсем.

 

         Октябрь революцийĕ хыççăн Совет влаçĕ малтанхи кунсенчен пуçласах шкул ĕçне тимлĕх уйăрнă. Граждан вăрçи пынă вăхăтрах  учительсене вĕрентсе хатĕрлес ĕçе тытăннă.

         1917 – 1941 çулсенче Оринин шкулне ертсе  пыракансем ылмашăнсах тăнă. Революции хыççăн çак ĕçре нумайрах А.И. Ильин, А.Н. Столяров, Г.Т. Трофимов тăрăшнă. Гурий Трофимович Трофимов  вара шкулта пĕтĕмĕшле 30 çул учительте вăй хунă. Вăл маларах хăйĕн пĕлĕшĕсемпе  пĕрле Хусанта вĕреннĕ пулнă. Шкул пурнăçне лайăх пĕлнĕрен аса илÿ те чылай çырса хăварнă.

         Октябрь революцийĕ вăхăтĕнче шкулта  классем валли вырăн çитмен пирки вăхăтлăх  И.Т. Соловьев çурчĕн иккĕмĕш хутне тата Е.А. Пакушкин çурчĕн иккĕмĕш хутне шкул йышăннă.

         Граждан вăрçин йывăр çулĕсенче А.Н. Столяров шкул ĕçне ăнăçлă туса пынă: каçсерен хут пĕлменнисене вĕрентнĕ, çамрăксен театрне  ертсе пынă. 1930 çулта вăл хăйĕн тăван ялне куçса кайнă.

         Совет влаçĕн малтанхи çулĕсенчех аслисене хутла вĕрентес тĕллевпе ликбезсем уçаççĕ. 1920 çулта Муркашра та ликбез уçăлать. Унта  Оринин ялĕнчен çÿрекенсем те пулнă. 1923 çулта Орининта та ликбез уçăлнă. Унта хутла пачах пĕлменнисем те, хутла сахал пĕлнисем те вĕренме тухнă: 1923 çулта – 5 арçынпа 33 хĕрарăм, 1924 çулта – 12 арçынпа 29 хĕрарăм,1925 çулта – 24 арçынпа 67 хĕрарăм, 1926 çулта – 7  арçынпа 21 хĕрарăм.

         1926 çулта Оринин шкулĕнче пĕрремĕш пионерсен отрячĕ йĕркеленет: 20 арçын ачапа 3 хĕр ача.

         Шкулта ачасен йышĕ ÿссех пынă, 1923 – 1924 вĕренÿ çулĕнче 51 арçын ачапа 4 хĕр ача вĕреннĕ, 1924 – 1925 çулсенче – 47 арçын ачапа 11 хĕр ача, 1925 – 1926 вĕренÿ çулĕнче – 45 арçын ачапа 17 хĕр ача.

         Вулама тата çырма вĕрентнисĕр пуçне  шкулта кружоксем те йĕркеленнĕ, экскурсисем те  ирттернĕ, Совет уявĕсене чысланă,юрă-ташă вĕреннĕ. Уйрăмах ноябрĕн 7-мĕшне – октябрь риволюцийĕ çуралнă кунне – пĕтĕм халăхпа  пухăнса хаваслăн паллă тунă. «Самообразовани» кружокне çÿрекенсем стена хаçачĕсем кăларнă. Драма кружокне çÿрекенсем пĕрремĕш спектакль лартса пани те çак вăхăтра пулса иртет.

         1933 çулта колхозниксем ыйтнипе  Оринин ялĕнче 7 çул вĕренмелли шкул уçăлать. Тепĕр çултан икĕ хутлă шкул çурчĕ хута каять.  Таврари колхозсем чылай пулăшнă. Шкул тавра гектар çурă çĕр уйăрса панă.

         1940 çулта вара кунта вăтам шкул уçăлать. Ку вăхăтра шкулта уйрăмах юннатсен кружокĕ  х астар ĕçлени паллă.  Юннатсем шкул садĕнче улма-çырлан çĕнĕ сорчĕсене лартнă, пахча çимĕç ÿстернĕ, пурçăн арлакан хуртсем те ĕрчетнĕ. Шкул çулне çитнĕ пур ача та шкулта  вĕреннĕ.

         Шкултан хастар та пултаруллă çамрăксем вĕренсе тухнă. Оринин шкулĕнче вĕренекен Илья Григорьевич Мешаков – каярах Совет Союзĕн Геройĕ – 1941 çулта хăй ирĕкĕпе фронта тухса каять.

Р. Иванова

тавра пĕлÿçĕ,  учитель

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Праздники сегодня

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика