Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уесра – чăваш ялĕнчи пĕрремĕш шкул.

05 октября 2011 г.

Уесра – чăваш ялĕнчи пĕрремĕш  шкул.

 

         18-19 ĕмĕрсенче  Оринин тăрăхĕнче вĕреннĕ çынсем сахал мар пулнă, анчах та вĕсем пĕлĕве аякри  шкулсенче пухнă. Пурăна киле  вĕреннĕ çынсен хавхаланăвĕпе 1861 çулхи октябрь уйăхĕн пĕрремĕш кунĕнче Орининта чиркÿ прихут шкулĕ уçăлнă.

         Шкула П.П.Любимов   священник тăрăшнипе лартнă. Шкул çуртне йывăçран тунă. Хакĕ 600 тенкĕ пулнă. Шкулта учительсем валли уйрăм  пÿлĕм пулман.

         Орининти шкул Чикме уесĕнчи чăваш  ялĕсенче уçнă пĕрремĕш шкул пулнă. Каярахпа Шурчара, Юнкăра, Анат Кĕнерте шкулсем уçăлнă. 1875 çулта  Ильинкăри хĕрарăмсен шкулне Оринина куçарнă, просвир пĕçернĕ çурта вырнаçтарнă. Унта хĕр ачасем арçын ачасенчен уйрăм вĕреннĕ.

         П.П.Любимов шкулта  30 çул ытла хуçаланнă. Вăл чăваш ачисене чăвашла  вĕрентессине хирĕç пулнă. Чăвашсене хăйсен çырулăхĕ кирлĕ мар тесе шутланă. Шкулта та педагогика енĕпе нимĕнле пĕлÿ илмен çынсем  ĕçленĕ. Ачасене текста ăнланмасăрах пăхмасăр вĕренме хистенĕ. Кĕлĕсене Любимов чиркÿ-славян чĕлхипе вĕрентнĕ. Айăпа кĕнĕ ачасене  типĕтнĕ пăрçа çине чĕркуçленсе лартассине, хулăпа çапассине те йĕркеленĕ пулнă.

         50 çул хушшинче  Оринин шкулĕнче 28 учитель  улшăннă. 1872 çултан пуçласа  1911 çулччен кунта пурĕ 1600 арçын ача вĕреннĕ, анчах та 125-ĕн çеç вĕренсе тухнă, пĕлÿ пухнă 400 хĕр ачаран 25-шĕ кăна шкул пĕтернĕ.

         1891 çулта Оринин шкулне Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнчен вĕренсе тухнă А.Иванов учитель килнĕ. Вăл вĕрентÿ методикине  аван пĕлнĕ. Çавăнпах ĕçе лайăх йĕркелесе яма пултарнă. Ашшĕ-амăшĕсемпе тачă çыхăнса  ĕçленĕ, ачасене вĕрентмеллине килĕрен çÿресе ăнлантарнă. Çĕнĕ учитель тăрăшни сая кайман: шкул вĕренекенсемпе тулса çитнĕ. Шкултан лайăх пĕлÿ илсе вĕренсе тухнисене А.Иванов Чĕмпĕрти чăваш шкулне  вĕренме янă.

         А. Иванов учителĕн  ĕçне земствăра ырламан. П.Любимов священник учительсене ура хурса пынă, шкулăн хăйĕн çурт пулман пирки  вĕрентÿре чăрмав туса пынă: занятисем  е пуп çуртĕнче, е тиек çуртĕнче иртнĕ. 1884 çулта ялти кулак – вулăс старшини А. Павлов -  Оринин ялĕнче «пилĕк стеналлă» икĕ çурт лартнă.  Пĕр пÿртне земствăна шкул валли  панă, шкул попечителĕ пулса тăнă. Çапла А. Павлов шкул хуçи пулса 35 çул хушши  земствăран аренда укçи (300-400 тенкĕ, пĕтĕмпе 10 пин тенкĕ) илсе тăнă. Учительсем шкул вĕренме юрăхлă мар, сивĕ те нÿрĕ тесе асăрхаттарнă, анчах хуçа 1912 çулччен шкулта пĕр юсав ĕçĕ те туса ирттермен.

         1907 çулта Орининсем земствăна шкул валли урăх çурт кирлĕ пирки çырупа  тухнă, анчах та А. Павлов «тăрăшнипе»  ыйту пăчланнă.

         Вĕрнтÿ пособийĕсем çитмен. Земство шкула укçа  сахал уйăрнă. Çур ĕмĕр  хушшинче илнĕ кĕнекесемпе учебниксем пурĕ те 100 тенкĕлĕх кăна пулнă. Çав вăхăтрах Муркашри шкулта – 206 тенкĕлĕх, Юнкăра – 216 тенкĕлĕх, Атапайра 126 тенкĕлĕх учебниксемпе  вĕрентÿ  хатĕрĕсем пулнă.

         Учительсем ĕç укçи пĕчĕкрен хăйсен çемйисене çĕр ĕçлесе, тыр-пул, пахча çимĕç туса илсе тăрантарса пурăннă.

         1912 шкулта учительсем ылмашăннă: Я.З.Захаров вырăнне Г.С.Сергеев, Е.Н.Пихторинская вырăнне А.Я.Яковлев учительсем вĕрентме килнĕ. Иккĕшĕ те Чĕмпĕрти чăваш шкулне вĕренсе пĕтернĕ пулнă.

         Г.Сергеев ачасемпе  уроксенче кăна мар, шкул тулашĕнчи ĕçре те пĕрле пулнă. Ачасене çĕнĕ вăйăсем вĕрентнĕ, юрлама, спортпа туслă пулма хавхалантарнă, каçсерен  «асамлă хунар» картинисене пăхнă. 1914  çулта Г.Сергеевпа  А.Яковлев патша çарне тухса кайнă. Граждан вăрçинче Г.Сергеев учитель Хĕрлĕ çарта  батальон командирĕ пулнă,  каярах çутĕç уйрăмĕнче ĕçленĕ. А.Яковлев учитель Чăваш Автономине туса хунă хыççăн республика совнаркомĕн председателĕнче вăй хунă.

         А.Павлов çуртĕнче вырнаçнă шкулта  Чĕмпĕрти чăваш шкулне пĕтернĕ Яков Захаров учитель пирки те хăй вĕрентнĕ ачасем яланах ăшă кăмăлпа аса илнĕ, çав тери тăрăшса вĕрентнине палăртнă. Учитель революци хыççăн институт пĕтернĕ, рабфакра преподавательте тăрăшнă.

                                                            (Малалли пулать).

                                                            Р.Иванова, тавра пĕлÿçĕ, 

                                                            учитель.

                                                            Сăн ÿкерчĕкре: 1884 çулта

                                                            тунă  шкул  çурчĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Праздники сегодня

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика