01 октября 2011 г.
Орининти вăтам шкул 150 çул тултарчĕ.
Орининти вăтам шкул хăйĕн 150 çулне паллă тăвать. Паллах,шкул историйĕ пуян та анлă. Паян вара шкул мĕнле пурăнать? Çакăн тавра калаçма шкул директорĕпе В.Г.Ивановпа тĕл пултăмăр.
- Виталий Гурьевич, акă çĕнĕ вĕренÿ çулĕн пĕрремĕш чĕрĕкĕ те часах хыçа юлĕ. Иртнĕ вĕренÿ çулĕ вара шкулшăн мĕнле палăрса юлчĕ?
- Ачасен вĕренĕвне илес пулсан малтанах кăçалхи выпускниксен пĕрлехи патшалăх экзаменĕсенчи кăтартусем япăх мар пулнине каласа хăвармалла. Вырăс чěлхипе (учителě В.В.Калинина) шкулти вăтам балл 70,66-па танлашрĕ – районта пĕрремĕш вырăнта. Математикăпа (учителĕ Т.Г.Алексеева) – 60,2 балл – районта пĕрремĕш вырăнта. Обществознанипе (учителĕ В.И.Алексеева) пухнă вăтам кăтарту – 63,1 балл (районта иккĕмĕш), физикăпа(учителĕ И.Г.Скворцова) – 57,67 балл (районта иккĕмĕш).
Шкултан 16 çамрăк вĕренсе тухрĕ. Вĕсенчен иккĕшĕ – Алена Алексеевăпа Ольга Егорова – шкула «ылтăнпа» пĕтерчĕç. Екатерина Кузовăпа Виктория Никитина – «кĕмĕлпе». Выпускниксен 94 прценчĕ аслă тата вăтам вĕренÿ заведенийĕсене вĕренме кĕме пултарчĕ. 87 проценчĕ – бюджетлă майпа. Çакă шкулта ачасене вĕренмелли условисем япăх маррине, ачасен тăрăшулăхĕ пулнине кăтартать.
-Эсир вĕсене мĕнле хавхалантарса пыратăр?
- Çулсеренех район администрацийĕн пуçлăхĕн стипендине тивĕçекеннисен ретĕнче Орининти вăтам шкулта вĕренекенсем те пур. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче акă çак стипендие Анастасия Дмитриева, Анатолий Налимов, Михаил Скворцов, Ольга Егорова тивĕçрĕç.
Кунсăр пуçне шкулта та кашни çур çул пĕтĕмлетĕвĕпе кĕçĕн, вăтам тата аслă сыпăксенче вĕренекен пĕрер ачана шкул дирекцийěн стипендине паратпăр. Ку та ачасене хавхалантарать, вĕсен тĕп ĕçĕ вĕренÿ пулнине аса илтерсех тăрать.
Шкулта тăрăшса вĕренни умра анлăрах çулсем уçать. Чăваш Республикин Президенчĕн стипендине тивĕçме пултарасси те аслă классенче вĕренекенсемшĕн хавхалану тесе шутлатăп. Кăçал шкул пĕтернĕ Алена Алексеева Раççей шайĕнчи олимпиадăра право енĕпе 2009 тата 2011 çулсенче призер пулса çак стипендие тивĕçнĕччĕ. Халĕ вара вăл Мускаври Халăхсем хушшинчи хутшăнусен патшалăх институтĕнче юридици факультетĕнче вĕренет.
Шкулта кашни вĕренÿ çулĕнчех «Чи лайăх вĕренекен», «Чи лайăх класс» конкурссем пыраççĕ. Çĕнтерÿçĕсене хавхалантарас ĕçе вара попечительсен канашĕ те хутшăнать. Ăна депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕ В.И.Вязов ертсе пырать.
- Сирĕн шкул ачисем спортра та, ытти тĕрлĕ меропритяисенче те тăтăшах мала тухаççĕ.
- Мĕншĕн тесен сывă пурнăç йĕркине тытса пыма тăрăшаççĕ. Шкул ачисем спортпа питĕ туслă. Волейбол, баскетбол, çăмăл атлетика, йĕлтĕрпе чупасси уйрăмах вăйлă аталанса пырать. Шкул ачисен спартакиадин пĕтĕмлетĕвĕпе те эпир çулсерен малтисен ретĕнче. Чăваш Республикин грантне, Раçей вĕренÿ министерствин грамотине тивĕçнĕ физкультура учителĕ С.И.Алексеев ачасене спортпа интереслентерме пĕлет. А.Г.Прокопьев ертсе пыракан шашка-шахмат кружокне те ачасем питĕ кăмăллаççĕ.
Çулсеренех шкулти çамрăк армеецсен «Орленок» уйрăмĕ (ОБЖ учителĕ А.М.Григорьев) районта мала тухса Муркаш чысне республикăра хÿтĕлет. Акăлчан чĕлхине вĕрентекен Т.Н.Михайлован, математика учителĕн Т.В.Шерстякован, пуçламăш классене вĕрентекен Т.С.Горшкован вĕренекенесем республика шайĕнчи конкурссене хутшăнма тивĕçрĕç.
Учителсем хавхалантарнине кура ачасем те тăрăшаççĕ. Çакă пĕр тĕллевлĕ ĕçленин тухăçĕ.
Н.Николаева
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"