Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Айтăр космоспа кăсăкланар!»

30 апреля 2011 г.

Космонавтика çулталăкне халалласа кăçал мĕнле кăна конкурс-викторина иртмест пулĕ. Атапайри тĕп шкулта вĕренекен Степан Зайцев акă Чăваш наци библиотеки ирттернĕ конкурса хутшанчĕ. Вăл унта «Çăлтарлă çул» кĕнекене хак пачĕ. А.Н.Иванова вара хайĕн сценарийĕпе «Космонавтика салючĕ» конкурсра ырăпа палăрчĕ.

Шкулта та космоспа çыханнă мероприяти нумай пулса иртет. Ачасем самолет-ракета ăсталаççĕ, ÿкереççĕ, рефератсем çыраççĕ, кино, презентации кураççĕ…

Апрелĕн 14-мĕшĕнче О.Н. Петрова ертсе пынипе 7-8 классем хушшинче Космонавтика кунне халалланă вăйă-ăмарту питĕ интереслĕ иртрĕ. Хутшăнакансен физика та, акăлчан чĕлхине те, информатикăпа математика та, истории те лайăх пĕлмелле пулчĕ. Хĕрÿ иртнĕ ăмăртура 8-мĕшсем çĕнтерчĕç.

Тепĕр çул вара пирĕн ентеш А.Г.Николаев уçлăха пĕрремĕш хут вĕçнĕренпе 50 çул пулать. Айтăр космоспа ытларах кăсăкланар!

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Праздники сегодня

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика