Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Республика кунĕ Оринина та çитрĕ.

30 июня 2010 г.

Орининти Культура çурчĕ çумĕнчи «Шуракăш» юрăпа ташă халăх ансамблĕ Республика кунне  хутшăнчĕ. Лакрей вăрманĕнчи сцена çинче хамăрăн пултарулăхпа  ыттисене паллаштартăмăр, Шупашкара килнĕ нумай коллектив пултарулăхне курса, ал ĕçĕсен куравĕнче пулса савăнтăмăр. Пирĕн пек коллектив чылай пулчĕ уявра, анчах йĕркелÿçĕсем никама та тимлĕхсĕр хăвармарĕç.

          Çав кун ушкăнсем пĕр-пĕрне хăнана чĕннине пĕрре мар курма тÿр килчĕ. Пире те, сăмахран,  Сахалина пыма йыхравларĕç. (Май килсен тен кайса курăпăр та).

          Пирĕн пата вара эпир чĕннĕ хăнасем – Мускав облаçĕнчи «Белая дача» вырăс юррин халăх хорĕ – тепĕр куннех çитрĕç. Çак хора Орининтан тухнă Ирина Ястребова 30 çул çÿрет мĕн. Кăçал вара çак хор хăйĕн 48 çулне паллă тăвать. Вĕсем ку  таранччен хăйсен илемлĕ  юррисемпе таçти çынсене те савăнтарнă. Юрăçсем кялла кайма васкаççĕ пулин те Оринин тăрăхне килсе курмасăр каймарĕç.

          Вĕсен концертне курма пухăннă çынсем, уйрăмах ваттисем, çав тери кăмăллă юлчĕç. Республика кунĕн пĕр пайĕ пирĕн патах çитрĕ тейĕн. В.Александров хăнасене  «Шаракăш» юрлакан юрăсен дискне парнелерĕ, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Суриков та Мускав юрăçисене килсе курма май тупнăшăн  чĕререн тав турĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Праздники сегодня

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика