Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш юрри-кĕвви – Беларуçра.

23 июня 2010 г.

Орининти Культура çурчĕ çумĕнчи «Шуракăш» юрăпа ташă халăх ансамбльне хамăр районта пĕлмен çын çук та пулĕ. «Шуракăшсем» хăйсен пултарулăхĕпе Муркашсене çеç мар, республика тулашĕнче пурăнакансене те савăнтарма пултарни куç кĕрет. Пĕлтĕр вĕсем Липецк хулинче иртекен Раççей искусствин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ А. Мистюков ячĕллĕ «Ты, Россия, и сердце, и песня моя» VIII юрăпа ташă фестивалĕнчен дипломпа таврăнчĕ. Кăçал вара пирĕн ансамбль чикĕ леш енче пурăнакансене те чăваш юрри-ташшипе тĕлĕнтерчĕ.

 

          Нумаях пулмасть «Шуракăш» Беларуçран таврăнчĕ. Орининти ансамбль Беларуçра иртекен республикăри тĕрлĕ нацисен VIII фестивальне хутшăнчĕ.

          Беларуçа çитнĕ кун Минскра пире Беларуçри «Атăл» обществăлла пĕрлешĕвĕн председателĕ Г.А.Александров кĕтсе илчĕ, Минск хулипе паллаштарчĕ.

          Тепĕр кунне эпир Гродно хулине çул тытрăмăр. Çак хулара иртрĕ те фестиваль. Беларуçра пурăнакан 86 наци халăхĕ «вăй виçрĕ» çак мăнаçлă уявра.

          Фестиваль уçăлнă кун пурте хула урамĕсемпе утрĕç. Кашни халăх  представителĕ хăйĕн çи-пуçĕпе, юрри-ташшипе тĕлĕнтерме тăрăшрĕ пухăннисене. Эпир те чăваш ятне ярас мар тесе урам тăрăх утнă май чăваш ташши-юррине шăрантартăмăр. Пирĕнпе пĕрле Шупашкар хулинчи «Уяв» тата Минск хулинчи беларуç чăвашĕсен «Хамăр ял» ансамлĕ те пулчĕç. Пĕрлехи вăйпа эпир, чăвашсем, урампа ташласа-юрласа утнин пĕтĕмлетĕвĕпе виççĕмĕш вырăн йышăнма пултартăмăр.

         Иккĕмĕш кунне хамăр ентеше Н.А.Волкова халалласа монумент хăми уçнă çĕре хутшăнтăмăр. Николай Алексеевич пирĕн район çынни пулнă. Нимĕçсен оккупацийĕнчи Гродно хулинче пĕрремĕш вăрттăн ушкăн йĕркеленĕ, ăна хăех ертсе пынă. Ăна 1942 çулхи февраль уйăхĕнче персе вĕлернĕ. Унăн пурнăçĕпе тата ĕçĕ-хĕлĕпе 35-мĕш шкул музейĕнче те паллашма май пулчĕ.

          Çав кунах кăнтăр иртсен Гродно хулин пĕр урамĕн кашни кĕтесĕнчех тĕрлĕ наци представителĕ хăйсен пултарулăхне тĕрлĕ енлĕ кăтартма тытăнчĕ.  Эпир те хамăр чăвашсен кĕтесĕнче хăнасене тĕрлĕ апат-çимĕçпе сăйларăмăр. Юрă-ташăпа савăнтартăмăр. Чăваш юрри-ташши  çынсене тыткăна илчĕ темелле, Беларуçра пурăнакан чылай чăвашăн çакна курса куçĕ савăнăç куççулĕпе шывланчĕ. Кунта та пирĕн пултарулăха жюри япăх мар хак пачĕ.

          Виççĕмĕш кунне коллектив гала-концерта хутшăнчĕ. Тĕп площадьри сцена çинче чăваш тумĕллĕ  илемлĕ шуракăшсем куракансене хăйсен пултарулăхĕпе тепĕр хут тыткăнларĕç темелле.

          Эпир Гродно урамĕсемпе утнă чух пире, илемлĕ, çĕр пин эрешлĕ тумтир тăхăннă чăвашсене, ăмсанса пăхакан чылай пулчĕ. Теприсем чарăнса тăрсах интересленчĕç, тенкисене алăпа тытса чăнкăртаттарса пăхрĕç. «Эсир, чăвашсем, пуян», - текенсем те пулчĕç, нумайăшĕ пирĕнпе пĕрле сăн ÿкерĕнме тăрăшрĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Праздники сегодня

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика