17 июня 2009 г.
Атапайсем пур енĕпе те маттур.
Çак кунсенче Атапай ялĕнче пурăнакансем ял уявне паллă турĕç. Уяв тивĕçлĕ шайра иртнине палăртма кăмăллă. Унта çывăхри ытти ялсем те хутшăнчĕç. Çакă вăл вырăнти активистсем тăрăшнипе те, В.И.Вязов, П.Н.Вязов, Э.Г.Волков, Ю.И.Ковалев спонсерсем пулăшнипе те çыхăнчĕ.
Ялти çынсем йышлă пухăнчĕç уява. Çынсем ĕçлеме кăна мар, кирлĕ пек канма та пултараççĕ иккен. Çакăн пирки каларĕ хăйĕн сăмахĕнче Оринин ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.А.Суриков. Вăл «Чи ватă çын» тата «Чи çамрăк çын» ята тивĕçнисене парнесем парасси пирки пĕлтерчĕ. Парнесене вара О.Ф.Суворова спонсор уйăрса парса пулăшрĕ, пурне те ырлăх-сывлăх сунчĕ.
Ял уявне пуçарса яракансем пирки те асăнма манмарĕç ертсе пыракансем. Сăмах кунта Г.Ф.Волков пирки пырать. Ăна асăнса ял çыннисем пĕр самант шăп тăчĕç. Унăн аслă ывăлĕ Э.Г.Волков та сăмах каларĕ. Пĕтĕм халăха ырă сăмахсемпе тав турĕ федераллă судья. Атапай шкулĕнчи ашшĕ-амăшĕсен комитечĕн председателĕ Р.П.Быкова Ю.И.Ковалев сăввисене вуларĕ.
Юлашки вăхăтра Юрий Ильич çинчен Муркаш т ăрăхĕнче сахал мар илтнĕ ĕнтĕ. Вăл – тин çеç çуралнă çăлтăр, çĕнĕ сăвăç. Унăн паха та пархатарлă ĕçĕсем çинчен нумай калама пулать.
Волейбол енĕпе ăмăрту епле иртрĕ тата. Кăçалтан пуçласа ăна спорт маçтăрне, хисеплĕ çынна А.И.Садовникова халалласа ирттереççĕ. Малашне ку çирĕп йĕркене кĕрсе пырĕ. Асăннă уявра вара унăн ячĕпе хатĕрленĕ кубока Çеменкасси маттурĕсем çĕнсе илчĕç.
Пухăннисене «Расна» пултарулăх ушкăнĕн юррисем уйрăмах кăмăла кайрĕç. Маттур та сăпайлă вĕсем.
Спорт ăмăртăвĕсем тĕрлĕ енĕпе иртрĕç. Пултаруллисем кире пуканĕ çĕклессипе те, алă вăйне виçессипе те, михĕсемпе кĕрешессипе те хăйсене кăтартрĕç. Арçынсем хушшинче 16 килограмлă кире пуканне çĕклессипе В.Михайлов, хĕрарăмсем хушшинче С.Г.Вязова мала тухрĕç. Алă вăйне виçессипе арçынсенчен А.Долгов, хĕрарăмсенчен Т.Соколова çĕнтерчĕç.
Уява ялсем хушшинче йĕркеленĕ фольклор ушкăнĕсем вĕçлерĕç. Вĕсем хушшинче те мала тухассишĕн хĕрÿ кĕрешÿ пычĕ. Сентимĕр пикисем ват асаттесемпе асаннесен тумĕсене арча тĕпĕсенченех туртса кăларнă тейĕн. Сурпанĕсене те сырма манман. Уйрăмах Е.П.Колбасова, Л.Н.Кириллова тата С.И.Колбасова хытă тăрăшрĕç, авалхи юрăсемпе çынсен кăмăлне çĕклерĕç.
Çеменкасси хĕрĕсем вара хăйсен анлă тавра курăмĕпе тĕлĕнтерчĕç. Вĕсем вырăсла та, чăвашла та, кулса та,питлесе те юрăсем юрласа пачĕç.
Ÿркенмен хĕрарăмсем апат-çимĕçне те темĕн тĕрлине хатĕрлесе килнĕ. Р.Быкова, А.Бояринова, Р.Михайлова тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтерчĕç ку енĕпе.
Уяв савăнăçлă юрă-кĕвĕпе вĕçленчĕ. Пухăннисем савăнăçлă кăмăл-туйăмпа саланчĕç. Пурте вара çакна палăртрĕç: кун пек пĕрлехи уявсем питĕ кирлĕ. Асатте-асаннесен авалхи йăли-йĕркине манмалла мар. Çитес çул вара асăннă уяв татах çÿллĕрех шайра иртессе шанас килет. Пурте ăна хатĕрленсе ирттерес ĕçе активлă хутшăнни кирлĕ кăна.
С.Вязова, Атапай шкулĕнчи пуçламăш классен учительници.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"