10 июня 2009 г.
Раççей шайне тухрăмăр.
Юрăпа малашлăха утакан, илемлĕхе куракан ырă чунлă çынсенчен чăмăртаннă Орининти культура çурчĕ çумĕнчи «Шуракăш» халăх юрăпа ташă ансамблĕ. Çак ушкăн хăйĕн ташши-юррипе Оринин тăрăхĕнче çеç мар, республика тулашĕнче пурăнакасене те тĕлĕнтерме-савăнтарма пултарать.
Нумаях пулмасть ансамбль ушкăнĕ Липецк хулинчен таврăнчĕ. Вăл унта Раççей искусствин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ А. Мистюков ячĕллĕ «Ты, Россия. и сердце, и песня моя» 8-мĕш юрă-ташă фестивальне хутшăнчĕ. 22 регионтан килнĕ 60 ушкăнпа «вăй виçрĕ» вăл унта. Фестивале уçнă кун пирĕн çири çĕр пин эрешлĕ тумтире курсан ватти те, вĕтти те чарăнса тăрсах интересленчĕ, тенкĕсене алăпа тытса чăнкăртаттарса пăхрĕ, хушпусем тăхăнтартса пăхма ыйтрĕ. Нумайăшĕ пирĕнпе асăнмалăх сăн ÿкерттерме тăрăшрĕ. Пирĕн ăсталăх тĕлĕнтермĕшĕ сцена çинчен те каймарĕ.
Пирĕн ушкăнăн Липецкран 100 километрта вырнаçнă Долгоруково хулинче пурăнакансене юрă-ташăпа савăнтарма тÿр килчĕ. Виççĕмĕш кунне гала-концерта хутшăнтăмăр. Культура керменĕ умĕнчи пысăк сцена çинче чăваш тумĕллĕ илемлĕ шуракăшсем хăйсен пултарулăхĕпе куракансене тепĕр хут тыткăнларĕç.
Липецкра ирттернĕ творчество кунĕсем нумайлăха асра юлĕç. Чи пахи вара – фестиваль дипломне çĕнсе илни.
Çак çулçÿреве кайса килме пулăшнăшăн район администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт пайĕн пуçлăхне З.Дипломатована, «Вита» сĕт-çу завочĕн директорне А.Александрова, Муркашри сĕт-çу завочĕн ертÿçине В.Калинина, Муркаш райпо председательне Б.Андреева, Мĕн Сĕнтĕрти çăкăр завочĕн директорне Л.Ильгечкина, «Оринино» хуçалăх ерртÿçине Ю.Шишокина, «Заря» чикĕллĕ яваплăхлă общество директорне П.Терентьева, Ю.Ковалев предпринимателе тав тăватпăр, çăмăл мар ĕçĕсенче ырлăх-сывлăх сунатпăр.
Надежда Иванова, «Шуракăш» ансамбль членĕ.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"