Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял çинче çутаттăр «çĕнĕ çăлтăр»

13 мая 2009 г.

Пирĕн тăрăхра «çĕнĕ çăлтăр» çурални çинчен хамăр районта кăна мар, пĕтĕм Чăваш Республикинче та пĕлеççĕ ĕнтĕ. Çак çын – Ю. И. Ковалев.

Нумаях пулмасть Атапайĕнчи вĕрентÿпе культура центрĕнче Ю.И. Ковалевăн «Асамлă вырăнсем» кĕнекин презентацийĕ иртрĕ. Çав ятпа саламлама паллă çынсем чылай пуçтарăнчĕç. Вĕсем шутĕнче паллă композиторсем, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ĕçченĕсем Ю.Н. Жуков, В. Романов, А. Макаров, В Ильдяков, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, культура тата архив ĕçĕсен пайĕн пуçлăхĕ А.Е.Андреева, «Росгосстрах» пуçлăхĕ В.И. Вязов, республика радивещанийĕнче ĕçлекен В. Е. Егоров, Атапай шкулĕнчи попечительсен канашĕн членĕ П.Н. Вяов т.ыт. те.

Ку кĕнеке авторăн пĕрремĕш пулчĕ. Уява пынă хăнасем Ю.И. Ковалева татах та нумай кĕнеке пичетлесе кăларма ăнăçусем, ырлăх-сывлăх сунчĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ А.Е. Андреева унăн ятне «Муркаш районĕн çыравçисемпе таврапĕлÿçисем» библиграфи указательне кĕртесси çинчен пĕлтерчĕ.

 

                                                                Л. МАКСИМОВА,

                       Атапай ялĕнчи библиотека заведующийĕ

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Праздники сегодня

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика