Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çав вăхăтсем асран тухмаççĕ

20 мая 2009 г.

      

Района йĕркеленĕренпе 65 çул çитнипе пĕрлех район хаçатне кăларма тытăннăранпа та çавăн чухлех вăхăт çитрĕ. Çавăнпа та унпа, ăна пичетлессипе çыхăннă самантсене те асăнса хăварас килеть.

Эпĕ 1929 çулта çуралнă, Мулкачкассинче пурăнатăп. Çавăнтах кун çути курнă. 1-мĕш класа шкула Мăн Сĕнтĕре кайнă. Манăн пĕрремĕш учитель Матвей Иванович Багров пулнăччĕ. Атте ун чухне райĕçтăвком председателĕ пулса ĕçленĕ. Кайран ăна урăх вырăна ĕçлемме куçарнă пирки 2-мĕш класа хамăрăн Оринин шкулĕнче вĕренсе пĕтертĕм. 3-5- мĕш классенче Хĕрлĕ Чутай районĕнче вĕренмелле пулчĕ.

1942 çулта аттене çара илсе кайрĕç. Çапла вара эпир аннепе хамăрăн Мулкачкасси ялне таврăнтăмăр. Хыççăн 8-мĕш класа вĕçличенех Оринин шкулне çÿрерĕм.

1944 çул пуçламĕшĕнче Муркаш районне йĕркеличчен пире Сĕнтĕрте комсомол ретне илчĕç. Ун чухне комсомол райкомĕн секрктарĕ Ф.А. Григорьева пулнăччĕ. Халĕ вăл Муркашра пурăнать.

Муркаш районне йĕркелесен районти организацисем валли унта вăрăм çурт çитмен пирки пулĕ район хаçатне Оринин ялĕнче пичетлесе кăларнине астăватăп. Хаçат редакторĕ Ф. Малышкин пулнă. Хаçата пичетлемелли çурт халĕ пурăнакан Вячеслав Прохорович Васильев килĕ вырăнĕнчеччĕ, ветучасток çуртĕнчеччĕ. Кайран вара ферма çывăхĕнчи тăмран купаланă çурта куçарчĕç.

Пирĕн «Красное Сормово» колхоз районта анчах мар, республикăра та малтисенчен пĕри пулнă. Ăна вăрçăччен те, вăрçă хыççăн та пултаруллă çын Алексей Михайлович Моисеев ертсе пынă. Колхозра «Сормовец» хаçат тухса тăнă. Çавăн пирки пулĕ район хаçатне те малтанхи вăхăтра пирĕн патра пичетлеме шутланă.

Типографире ĕçлеме Милюткасси хĕрĕ, пирĕн хурăнташ Агния Филипповна Жирнова çÿретчĕ. Халĕ ĕнтĕ вăл вилни 2 çул иртрĕ. Кайран вăл типографире Муркашра та ĕçлерĕ.

Вăл 1951 çулта хăйсен ялĕнчи çартан таврăннă Леонид Николаевич Хлебниковпа çемье çавăрнă. Упăшки халĕ 83 çулта, кĕçĕн ывăлĕпе пурăнать.

Агния Филипповнан пиччĕшĕ Александр Филиппович Жирнов пулнă. Вăл хăйсен ялĕнче вăрçă çулсенче   тата вăрçă хыççăн ĕçлерĕ. Мулкачкассинче вара «Восток» колхоз председателĕнче вăрçă хыççăнхи 1946-1951 çулсенче манăн атте Антип Трифонович вăй хучĕ. Çавна май вĕсем пĕр-пĕринпе килĕштеретчĕç.

Типографи Орининта пулнă чухне унта ĕçлеме Муркаш ялĕнчен Зоя ятлă хĕр ача çÿренине Г.П. Иванов лайăх астăвать. Вăл Орнининта хваттерте те пурăннă. Кайран Муркашра типографире те ĕçленине пĕлет. Халĕ те Муркашрах пурăнать вăл.

Аса илÿсен çăмхине чылай тăсма пулать. Пĕр енчен унтанпа вăхăт нумай та иртмен пек туйăнать. Тепĕр енчен вара кусем вĕсем пирĕн çамрăклăх çулĕсем пулнă вĕт-ха. Халĕ ватăлтăмăр ĕнтĕ. Ун чухнехи пĕрле пулнă тантăшсенчен чылайăшĕ пирĕнпе паян çук. Мĕн тăвăн, вăхăт малаллах шăвать.

 

                                                                                                                А. Калинин.

 

 

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Праздники сегодня

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика