16 апреля 2009 г.
Сăмахăмăм манăн районта почта çыхăнĕаĕн ĕçĕ епле аталанса пыни пирки. Уннчен эпĕ хамăн пурнăç çак ĕçпе çыхăнтарасси пирки шутламан та. Анчах та калаçăва çакăнтан пуçласан тĕрĕсрех пулĕ тетĕп.
Район хаçачĕн района йĕркеленĕренпе 60 çул çитнине халалланă номĕрĕнче С.А. Афанасьевăн «Пур çĕнĕлĕхĕсене вăхăтра çул пама тăрăшаттăм» статйинче çапла асăнни пур: «Райĕçтăвкомпредседателĕпе партий райкомĕн секретарĕсем те вăл çулсенче Муркашран Москакассине хĕлле лашасемпе тухатчĕç. Москакассине вĕсемн машини пĕр çын патĕнче тăратчĕ. Лашасене унта тăратса хăварса район хуçисем хулана машинăпа каятчĕç». Машина шăпах ĕнтĕ пирĕнпатрапулнă та ĕнтĕ.
...Москакасси шкулĕнче завхозра ĕçлеттĕм. 1946 çулхи чÿк уйăхĕн 26-мĕшĕнче пĕр класра кантăк лартаттăм. Атте шкула пычĕ Те манна районтан килнĕ çын кĕтнине пĕлтерчĕ. Пирĕн кил Москакассине Муркаш енчен пырса кĕрсен сулахай енче хĕрринчен тăваттăмĕшчĕ. Манна кĕтекенĕ Сĕнтĕрти çыхăну контурĕн пуçлăхĕ Андрей Курдыков пулчĕ. «Райĕçтăвкомпа райком ĕçченĕсем санăн кандитатурăна ырланипе килтĕм. Эсĕпаянтан пуçласа районсем хушшинчи пысăк ылмаштару пункчĕн пуçлăхĕ пулатăн»,- терĕ вăл. Çав кунах Шупашкартан 7 район вали почта илсе килесси, вĕсене йĕркеллĕ шутласа йышăнса юлмалли пирки пĕлтерчĕ.
Ĕçĕ сахал мар. Чăваш Республикинчи 4 район (Сĕнтĕр, Муркаш, Советски, Етĕрне) тата Мари Республикăри 3 район (Еласы, Юрино, Козьмодемьянск) вали почта йышăнмалла. Тепĕр куне çав районсенчен килекен почтена йышăнса Шупашкара ăсатмалла. Çапла куллен ĕçлемелле, кану кунĕ çук. Муркаш, Советски, Етĕрне почтине Муркаша ăсатмалла, Сĕнтĕр, Юрино, Еласы,Козьмодемьянск почтине- Сĕнтĕре. Хуралçăпа пĕрле çÿрекене те хамах шыраса тупма хушрĕ.
Кăнтăр иртсен 3 сехет çитеспе манăн служба пуçланчĕ. Хальхи Москаеасси столовăйĕ Вырăнĕнче таса уйччĕ. Çавăнта аттепе иккĕн пĕр «полуторка» тата икĕ «пикап» машинăсем çинчен почта йышăнса юлса çунашкасемпе турттарса килти кĕлетне вырнаçтаратăмăр. Тул çутăличчен хунар çутипе пĕтĕм почтăна сортласа пайласа пĕтеретĕмĕр.
Эпир аттепе кĕлетрен ĕç вĕçлесе тухнă çĕре А.М.Курдыков Сĕнтĕртен çуранах çитрĕ те пуçланчĕ вара экстреннăй вĕрентÿ пеки. Хурала аттене вырнаçтарчĕ. Пĕрле çÿрекен пулма Кукушкика йышăнтăмăр. Тепĕр темиçе кунтан телефон вырнаçтарчĕç.Çакна вара чăннипех сенсации темелле – Москакасси ялĕнче пĕрремĕш телефон.
Штатра виçĕн пулса тăтăмăр. Пирĕн кил те учреждении вырăнĕнче. Тепĕр май каласан, пĕчĕк вокзал теме те пулать. Мĕншĕн тесен Сĕнтĕре, Муркаша нимĕнле машина та çÿреме çулсем пулман. Çавна май икĕ районти учрежденисен пуçлăхĕсене лашасемпе турттаракансем пирĕн пата çитереççĕччĕ те Шупашкара кайса киличчен кĕтеççĕччĕ е тепĕр куне илме килеççĕччĕ. Хăш чухне 5-6 лашаран та иртетчĕ. Çыннисем вара пÿрте, Вăл вăхăтра Шупашкар çулĕ те çăва тухиччен вĕçĕмех уçă пулман.
Муркашри çыхăну кантурĕн пуçлăхĕ П.К. Синичкин, фельдъегерĕ Р.П. Яриков, Сĕнтĕрĕн пуçлăхĕ А.М. Курдыков, фельдъегерĕ К.И. Иванов пулнă. Халĕ çук ĕнте вĕсем.
Çакăн пек те пулачĕ . Акă почта машини кĕтетпĕр. Каç та пулса килет. Машина çул çинче чарăнса ларнă та пĕр-пĕр лесник çуртĕнчен шăнкăравлаççĕ. Икĕ- виçĕ Лавпа хирĕç каяттăмăр. Çанталăкне пăхса тăман. Калайкассине, Шомик çул юпине, Хыркассине çити те кайни пĕрре фельдъегерĕ кăна пулман. Шупашкартан килекен почта вара яланах йышăнса юлнă. Йышăнса юлманни тĕрĕссипе преступленипе танлашнă.
Апла0 капла хĕл каçкаларăмăр. Хыççăн çуркунне çитет вĕт-ха. Районсене кайма çулсем хулăнчĕç. Ни çунапа, ни урапапа çула тухма май çук. Шупашкар çулĕ уçăлчĕ ĕнтĕ, почта машини шăкăртатсах Москакассине çитет. Пирĕн вара мĕн тумалла-ха; Эпĕ Муркаш, Советски, Етĕрне почтисемшĕн пăшăрхансах каймасттăм-ха. Вĕсене П.К. Синичкин тивĕçтерет. Манăн 4 район почтине Сĕнтĕре ăсатмалла вĕт-ха. Ку вăхăтри транспорт – хулпуççи урлă кутамка çак та ут.
А.М. Курдыков шăнкăравларĕ Те каларĕ: «Райкомăн иккĕмĕш секретарĕпе çыхăн. Вăл пулăшма кирлĕ»,- терĕ. Çыхăнтăм Вороновпа. Вырăнти лару-тăрупа паллаштарнă хыççăн çакăн пек пĕтĕмлетÿ турĕ: «Халĕ кашни ял-колхозран хăшĕ çывăхрах, çав ертюçисем патне райком ячĕпе телнфонограмма ярса паратăн. Тексчĕ çапла: «Райком просит выделить сколько-то человек на какое-то число в распоряжение Л.Н. Кожелеева». Сана ыран миçе çын кирлĕ, малтанхи кун каçхине кайса пар телнфонограммине. Вăхăтран-вăхăта çапах та лару-тăрупа паллаштар».
Çуркунне çитсен, çулсем уçăлсан, почта машини Етĕрнене çитиех каятчĕ. Муркашпа Сĕнтĕре кĕмен. Çармăçсен почти те çулла пулман. Сĕнтĕре те, Муркаша та пĕрер лаша анчах çÿренĕ. Муркаш тăтăшах ÿркенме пĕлмен Серафим Ораин çÿретчĕ.
Хĕллехи вăхăтра 7 район почтипе ĕçлесси 1950 çулченех тăсăлчĕ. Çак вăхăта Москакассинче почтăн çĕнĕ çуртне туса лартма пĕтĕмпех хатĕрлесе çитертĕмĕр. Çавна вали 10 сотка çĕр паманнипе ĕç чарăнса лврчĕ. Çыхăну управленииĕн пуçлăхĕ М.Д,Дмитриев сĕннипе тата хушусем панипе ку ыйтупа манăн Мускавра çыхăну министрĕ В.Д. Псурцев патĕнче те пулма тиврĕ. Ыйтăва ăнăçлă татса пачĕ, çурт тума çĕрне те, управлении валли пĕр ГАЗ-51 автомашина та уйăрса пачĕç.
Çапла вара çĕнĕ автомашина хăйĕн ĕçне Москакассинче çĕнĕ çыхăну уйрĕмĕ тума никĕс валли Етĕрнерен кирпич турттарнинчен пуçларĕ. Çуртне йывăçран турăмăр. Водительте Çурлатринчи Игнатий Иванович ĕçлетчĕ. Ерипен çыхăну уйрăмĕн çуртне çĕклеме пултартăмăр.
Çыхăну ĕçĕнче эпĕ пĕтĕмпе 20 çул вăй хутăм. Вăл шутран 6 çул – хам çуралнă кил-çуртра.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"