23 апреля 2009 г.
«ĕмĕрĕме культурăна халăхра сарас ĕçе халаларăм»,- тет те паян Чăваш республикин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Вячеслав Прохорович Васильев, самантрах тарăн шухăша путать…
Çамрăклах хăй суйласа илнĕ сцена лаççинче вăхăта уямасăр ĕçлеме пуăланăскер, ăсталĕхăпе тăрăшулăхне пĕр çыхă туса Орининти Культура çуртĕнче халăх умнее сăнара хыççăн сăнар кăларнă,хăй тавра пухнă пĕр шухăшлă çамрăксемпе ял сцены çинче спектакль хыççăн спектакль лартнă,каçсерен ял çыннисем умне тухса çĕр ĕçченĕн пурнăçне илем кÿнĕ, культурăллă кану каçĕпе вĕсене çĕнĕлле ĕçлеме хавхалантарнă, тăван таврана ырă ят сарнă.
Искусство тĕнчи… Епле капмар та илемлĕ вăл! Унăн хевтинче никам ытамне вырнаçайми пысăк пуянлăх. Çак илемлĕ тĕнчене- искусствăна- хăйĕн чунне паракана чăннипех телейлĕ теме пулать.
Орининта çуралса ÿснĕ тата ĕç ĕмĕрне талккишпех кунти Культура çуртĕнче ирттернĕ Вячеслав Прохорович Васильева тăван енри культура аталанăвне сарассишĕн ĕçленĕшĕн ял çыннисем аван пĕлеççĕ. 40 çула яхăн вăл культура вучахне ертсе пынипе пĕрлех халăх театрне аталану картлашкипе тытса пырса çÿллĕ шая çĕкленме пулăшать. Вячеслав Прохорович тăрăшнипех Оринин салинче каярахпа республикăри халăх театрсен пуçаруçи пулса тăракан драма коллективĕ çуралать
1918 çулхи кĕркунне ялти маттурсем А. Пушкинăн «Борис Годунов» драгедиĕнчи «Литва чиккинчи хупахра» сцена вылянипе ялти халăх театăрне кун çути панă çулсем. Иртеççĕ, анчах хупăнмасть пĕрре чаршав уçнă сцена. Тĕрлĕ çулсенче Орининсем пысăк калăпăшлă та тарăн шухăшлă, кăткăс сюжетлă, тĕрлĕ жанрлă пьесăсене кун çути параççĕ: « Ылтăн вăчăра», «Кай, кай Ивана», «Савнă тусăм, хура куçăм», «Кукук çаплах авăтать», «Нарспи», «Айтар»...
1966 çулта халăх театрĕн хисеплĕ ятне илнĕ хыççăн артистсемпе 1963 çултанпа Орининти Культура çуртне ертсе пыракан В.П.Васильев татахта тăрăшуллăрах ĕçлеме пуçлать. Халĕ унăн тимлĕхĕ нумай хут ÿсет. 40 çула яхăн пĕр улшăнмасăр вăй хурать вăл çак ĕçре, халăх театрĕн ятне респцублика тулашне кăларать, унăн ĕçне профессионалсене (артистсемсĕр пуçне) явăçтарать. Вĕсен пулăшĕвĕпе халăх театрĕн артистчĕсен пĕлĕвĕ те ÿсеть, вĕсем сцена çинче вылясси те илемленеть. Артистсем хушшинче ял çыннисем тăтăшах Вячеслав Прохоровича та курма пуççĕ. Вăл тĕрлĕ сăнарсене сăнлаа маçтăр пулни, тĕрĕс те илемлĕ калаçма пĕлни курма пыракан халăха самантрах тыткăна илеççĕ. Кунпа пĕрлех çынсемпе ĕçлеме пĕлни, вĕсене витĕр курни спектакл ти сăнара халăх патне туллин çитерме пултарни çулсем иртнĕ май Вячеслав Прохоровичăн ĕçри çывăх юлташĕсем пулса тăраççĕ.
Театрти артистсен йышĕ нихăçанта 15 çынран кая пулмпан. Пĕр пĕрин ролĕсене улăштарма пултаракансем те пулнă вĕсем хушшинче. Çавăнпах- тăр коллектив хăй палăртнă вăхăтра спектаклпе кая юлса çитни пулман.
Ташласа-юрласа вăхăта ирттертĕм тесе ÿкĕнместĕр-и?- чăрсăр ыйту паратăп иртнĕ кунсенче 70çул тултарнă ял артистне
-ÿкăнме шутламастăп та. Халĕхра культура ĕçне сарни ĕç çыннисен канăвне йĕркелеме хевте çитерни, ял çыннисем хăвна ăнланни малтан мала пçхтарать, çĕнĕ шухăшсене çунат парать, - шăппăн калаçать ветиран хăй салтакра чух Ю.Гагаринпа Г. Титов космонавтсене пеленк пама тивнипе кăмăллă пулнине палăртса.
Орининти театр пурнăçĕнче активлă пулнă Галина Ивановна мăшăрĕпе Вячеслав Прохорович 5 ача çуратса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă.
Ĕçри пултарулăхĕшĕн В. Васильев сахал маар патшалăх наградысене тивĕçнĕ. Вăл ертсе пынă çулсенче Орининти Культура çурчĕ те чи çÿллĕ хисепсем çĕнсе илнĕ тăван ялпа район халăхĕн асăнче Вячеслав Прохорович çемйи тарăн йĕр хăварни пирки паян никамăнта иккĕленÿ çук. Пысăк тав сире! Малалла та таса сывă пурăнса çамрăксене усăллă сĕнÿсем нумай памалла пултăр.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"